Windows XP
Windows XP (ӑсталанӑ чухнехи вӑрттӑн ят — Whistler; шалти верси — Windows NT 5.1) — Microsoft корпорацийӗн Windows NT йышне кӗрекен операци системи. 2001 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче кӑларнӑ, Windows 2000 Professional малалли аталанӑвӗ шутланать. XP ят акăл. eXPerience («опыт», «чуна тивни») сӑмахран пулнӑ.
Унчченхи сервер варианчӗпе те, клиент варианчӗпе та тивӗҫтернӗ Windows 2000 системӑпа танлаштарсан Windows XP клиент системи евӗр кӑна пурнӑҫланӑ. Унӑн сервер аналогӗ Windows Server 2003 шутланать. Windows Server 2003 системӑна Windows XP код никӗсӗ ҫинче ӑсталанӑ пулин те, унӑн усӑ куракан пайӗн интерфейсне пӗтӗмпе тенӗ пекех илнӗ пулин те, Windows Server 2003 ҫинчи ядро ҫӗнӗрех те лайӑхрах шутланать; каярах тухнӑ Windows XP Professional x64 Edition Windows Server 2003-ти ядропа усӑ курнӑ, ҫавӑн пекех унта хӑрушсӑрлӑхпа ҫӗнетӳсем те унитисемех пулнӑ. Ҫаксене шута илсен вӗсен аталанӑвӗ пӗр пек пынӑ теме пулать. Windows XP маларах тухнӑ Windows 95,98,2000 тата Millennium Edition версисемпе танлаштарсан усӑ кураканӑн ҫӗнӗ интерфейслӑ пулса тӑнӑ. Ҫавна пула вӑл нумай ҫул хушши чи анлӑ сарӑлнӑ операци системи шутланнӑ. Ӗҫлема ытла нумай ыйтманран, ҫӗнӗ тата кивӗ аппарат хатӗрӗсемпе усӑ курма май пуртан тӗрлӗ йышши конфигурацисенче вӑл пит аван ӗҫленӗ. ОС усӑ куракансене пысӑк хак панӑ, Microsoft корпораци кӑларнисен йышӗнче вӑл чи лайӑх продукт шутланма пултарать.
Windows XP тухнӑ хыҫҫӑн критиксем ӑна ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе ҫирӗплӗхӗ (уйрӑмах Windows Me-па танлаштарсан) самай ӳснине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех усӑ куракансен интерфейсне тӳрех ӑнланмалла тунишӗн, хатӗр-тӗтӗрпе ӗҫленине лайӑхлатнишӗн тата мультимедиапа ӗҫленине аванлатнишӗн ырланӑ. Windows XP-пе Windows Server 2003 вырӑнне каярах 2007 тата 2008 ҫулсенче тухнӑ Windows Vista тата Windows Server 2008 улӑштарнӑ[8].
2025 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне тӗнчери Windows XP тӳпи 0.38 % шутланать[9]. Ку виҫе 2007 ҫулта чи пысӑк калӑпӑша ҫитнӗ, 2009 ҫулхи юпа уйӑхӗнче, Windows 7 тухнӑ хыҫҫӑн, чакма пуҫланӑ. Унпа Windows Vista-ран ытларах усӑ курнӑ[10].
Windows XP тӗп пулӑшу кӳрессине Microsoft корпораци 2009 ҫулхи акан 14-мӗшӗччен тытса пынӑ, анлӑраххине — 2014 ҫулхи акан 8-мӗшӗччен. Service Pack 3 валли юлашки хӑрушсӑрлӑх ҫӗнетӗвне 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кӑларнӑ. Windows XP ытти кӑларӑмсенче усӑ курмалли ҫӗнетӳсемпе усӑ курмалли официаллӑ мар меслетсене те каярах кӑларнӑ[11].
Ӑсталанин историйӗ
1990-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Windows XP операци системин никӗсӗ пулса тӑнӑ разработкӑна чи малтан икӗ уйрӑм пайпа ертсе пынӑ: «Odyssey» (Windows 2000 хыҫҫӑн тухмалли) тата «Neptune». Иккӗмӗшне MS-DOS Windows 9x хыҫҫӑн пыракан Windows NT архитектурӑпа усӑ куракан ҫынсем валли хатӗрленӗ.
Анчах та проектсем ытла та амбициллӗ пулнӑ. 2000 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче, Windows 2000 официаллӑ тухиччен кӑшт маларах, техника енӗпе ҫыракан Пол Терротт (акăл. Paul Thurrott) Microsoft Neptune тата Odyssey тавра ӗҫлеме пӑрахни пирки пӗлтернӗ. Вӗсен вырӑнне «Whistler» вӑрттӑн ятпа ҫӗнӗ проект пуҫланӑ. Ку вӑл Канадӑри туҫи йӗлтӗр курорчӗн ячӗ. Microsoft сотрудникӗсенчен нумайӑшӗ унта йӗлтӗрпе ярӑнма юратнӑ.
«Whistler» тӗллевӗ — Windows-ӑн икӗ продукта пӗрлештересси пулнӑ. Ахаль ҫынсемпе бизнес-версие Windows NT платформа ҫинче тӑвасшӑн пулнӑ. Пол Терротт ҫакна ӑнлантарса панӑ. «Neptune» Windows Millennium Edition кӗмен функцисемшӗн «хура шӑтӑк» пулса тӑнӑ. «Neptune» тата «Odyssey» пӗрешкел никӗс пулмалла пулнӑран вӗсене пӗр проекта («Whistler») пӗрлештерме йышӑннӑ.
2000 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗнче Microsoft PDC конференцинче тухса калаҫнӑ. Компани «Whistler» 2001 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурринче тухассине пӗлтернӗ. Ҫавӑн чухнех малтанхи 2250 сборкӑна кӑтартнӑ. Ку сборкӑра Windows XP ҫӗнӗ тулаш сӑнӗн малтанхи версийӗ те пулнӑ.
2000 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Microsoft пӗрремӗш бета-версине кӑларнӑ. Ку вӑл 2296-мӗш сборка пулнӑ. Малалли сборкӑсем майӗпен Windows XP функцийӗсене хушса пынӑ. Internet Explorer 6, ҫӗнӗ «Пуск» кнопка, ҫӗнӗ ӗҫсен панелӗ ӗҫлесе кайнӑ. Ҫавӑн пекех Microsoft продукчӗсене активацилемелли системӑна тата ӗҫ сӗтелӗ валли хатӗрленӗ паллӑ «Bliss» обой хушнӑ.
2001 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче Microsoft официаллӑ заявлени тунӑ. «Whistler» хӑйӗн чӑн ятне — Windows XP — илнӗ. XP саспаллисем «опыт» (eXPerience) тенине пӗлтереҫҫӗ.
Халӑха ҫитерни
2001 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Microsoft корпораци Intel тата ПК туса кӑларакан ытти производительсемпе пӗрле Windows ХР пирки халӑха ҫитерме маркетинг валли 1 миллиард доллартан кая мар тӑкаклама палӑртнине пӗлтернӗ. Платформӑн пӗрлехи мӗнпур майсене палӑртас тесе «Ҫапла, эсир пултаратӑр» кампани темине хатӗрленӗ. Чи малтанах Microsoft «Вӗҫеве хатӗрленӗр» слоганпа усӑ курасшӑн пулнӑ, анчах та 2001 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн вӑл вырӑнлӑ мар тесе ӑна пӑрахӑҫланӑ.
2001 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче Windows XP Build 2600 производствӑна янӑ. Microsoft Redmond савӑнӑҫлӑ мероприяти вӑхӑтӗнче RTM сборкисен копийӗсене темиҫе пысӑк производитель ҫыннисене портфельсенче панӑ, вӗсене кайран эрешленӗ вертолётсемпе вӗҫтерсе янӑ.
Производительсем Windows XP-ллӗ компьютерсене 2001 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнчен кӑларма ирӗк илнӗ. Системӑна анлӑн сутма 2001 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнчен пуҫланӑ. Ҫав кунах Microsoft пӗршерӗн сутнӑ чухнехи хакӗсене пӗлтернӗ. Хаксене икӗ тӗп версишӗн палӑртнӑ: Professional тата Home Edition.
Редакцисем
Windows XP ҫак вариантсенче кӑларнӑ:
- Windows XP Professional предприятисемпе предпринимательсем валли хатӗрленӗ, унта компьютерӑн ӗҫ сӗтелне инҫетрен лекме май паракан функцисем, файлсене шифрламалли (шифрлакан файл системи пулӑшнипе), доступ прависемпе пӗр вырӑнтан пӑхса тӑма май пурри пур, нумай процессорлӑ системӑсенче ӗҫлеме пултарать.
- Windows XP Home Edition — килте усӑ курмалли система. Professional Edition версийӗн «хаклах мар» версийӗ пек хатӗрленӗ, анчах вӑл ҫав ядро ҫинчех ӗҫлет.
- Windows XP Tablet PC Edition Professional Edition ҫинче никӗсленӗ, планшет компьютерӗсем ҫинче стилуспа усӑ курмалли ятарлӑ приложенисем пур. Алӑран ҫырнӑ текстсене уйӑрса илмелли майсем пур тата дисплея ҫавӑрсан графика интерфейсӗ кирлӗ пек адаптациленме пултарать. Ку версие юрӑхлӑ компьютерсемпе пӗрле кӑна сутнӑ.
- Windows XP Media Center Edition Professional Edition ҫинче никӗсленет, ятарлӑ мультимеди приложенийӗсем пур. Компьютерӑн ытларах чухне ТВ-картта тата инҫетрен тытса пыма май паракан пульт (ПДУ) пур. Windows ансатлатнӑ тытӑм системине пула компьютерпа ПДУ урлӑ тытса пыма май пур, ҫавӑн пекех ӑна телевизорпа ҫыхӑнтарма пулать. Ку системӑн ҫавӑн пекех УКВ-радио йышӑнмалли функцисем пур.
- Windows XP Embedded — Windows XP Professional Edition ҫинче никӗҫленекен пӗр-пӗр хатӗре вырнаҫӑнакан компонентлӑ операци системи, ӑна тӗрлӗ хатӗрсем ӑшне вырнаҫтарнӑ: промышленность автоматизацийӗн системисем, банкоматсем, медицина хатӗрӗсем, касса терминалӗсем, вӑйӑ автомачӗсем, VoIP-компоненчӗсем тата ытти те. Windows XP Embedded шутне пӗр-пӗр хатӗре кӗртнӗ май ӗҫлекен хушма функцисем пур, вӗсен йышне ҫырассинчен хӳтӗлекен фильтр (EWF тата FBWF), флеш-памятрень, CD-ROM-ран, тетелтен тиенме май пурри, системӑн уйрӑм оболочки тата ытти те кӗреҫҫӗ.
- Windows Embedded POSReady 2009 — Windows XP Embedded ҫинче никӗсленекен ятарлӑ операци системи. Ӑна ятарласа вак суту-илӳ, пулӑшу сфери валли хатӗрленӗ. Ҫак платформӑпа усӑ курса банкомат, тӳлев терминалӗ, АЗС, касса аппарачӗ т. ыт. те ӑсталама пулать. Windows Embedded for Point of Service шутне ҫавӑн пекех POS for .NET технологи кӗрет, унпа усӑ курса суту-илӳ приложенийӗсене хӑвӑрт хатӗрлеме тата суту-илӳри перифери затӗрӗсемпе ӗҫлеме май пур. Windows Embedded POSReady 2009 тӗлӗшпе тӗп пулӑшу кӳрессине 2014 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ, анлӑраххи 2019 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче вӗҫленнӗ.
- Windows XP Professional x64 Edition — AMD(выр.)чăв. фирмӑн AMD64 Opteron тата Athlon 64 фирма, ҫавӑн пекех Intel фирмӑн EM64T технологипе хатӗрленӗ процессорсем валли ӑсталанӑ ятарлӑ 64-разрядлӑ верси. Ку система ытти производительсен процессорӗсемпе ӗҫлеймест, ҫавӑн пекех Intel Itanium процессор та ӑна валли каймасть. Пӗрремӗш 64 разрядлӑ процессорсем 2003 ҫулта тухнӑ пулин те, Windows XP Professional x64 Edition 2005 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫеҫ кун ҫути курнӑ. Ку системӑн лайӑх енӗсем шутне пысӑк хисепсемпе (Long Integer тата Double Float) хӑвӑрт ӗҫленине кӗртеҫҫӗ. Ҫапла вара ку система шутланине лайӑх пурнӑҫлать, тӗслӗхрен куҫакан запятойлӑ числосемпе усӑ курнӑ чухне. Кун пек шутлавсем кинофильмсенче спецэффектсем тума кирлӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем виҫӗ виҫеллӗ анимацире питӗ кирлӗ. Унсӑр пуҫне вӗсемпе техника приложенийӗсем хатӗрленӗ чухне усӑ кураҫҫӗ. Ӑслӑлӑх приложенийӗсем хатӗрленӗ чухне те вӗсем питӗ кирлӗ.
- Windows XP 64-bit Edition — ку кӑларӑма ятарласа IA-64 архитектурӑллӑ ӗҫлемелли станцисем тата Itanium, Itanium 2 микропроцессорсем валли хатӗрленӗ. Ку Windows XP версине Hewlett-Packard(выр.)чăв. 2005 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Itanium микропроцессорлӑ ӗҫлемелли станцисене хатӗрлеме чарӑннӑ хыҫҫӑн аталанмасть. Архитектурӑна пулӑшасси Windows операци системин сервер версийӗсенче юлнӑ. Асӑннӑ версие 2003 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче 5.2.3790 версипе кӑларнӑ. Пулӑшӑва 2006 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑ. Вӑл 128 ГБ оперативлӑ память таран[12] тата 16 ТБ виртуаллӑ память таран усӑ курма пултарать[13].
- Windows XP Edition N — Windows Media Player-сӑр(выр.)чăв. тата ытти мультимедиа-приложенисӑр система. Ку версисене Европа комиссийӗ ыйтнипе (Windows XP «ҫӑмӑллатма» хистенӗ) тунӑ. Хальхи вӑхӑтра ку дистрибутива аталанакан ҫӗршывсенче сутаҫҫӗ. Кӑмӑл пулсан ҫын Microsoft сайтӗнчен мӗнпур кӗртмен приложенисене тӳлевсӗр тиеме пултарать. Home тата Professional вариантсенче те кӑларнӑ.
- Windows XP Edition K — Кӑнтӑр Корея(выр.)чăв. валли хатӗрленӗ верси. Messenger ҫук. Home тата Professional вариантсем пур.
- Windows XP Edition KN — Edition N тата Edition K хутӑш версийӗ, урӑхла каласан, Messenger тата мультимедиа-приложенисем, корей чӗлхи ҫук. Ҫавӑн пекех Home тата Professional версисем пур.
- Windows XP Starter Edition — Home Edition версийӗн питӗ вӑйлӑ чакарнӑ версийӗ, ӑна аталанакан ҫӗршывсемпе укҫа-тенкӗ енчен хавшак тӑрӑхсем валли хатӗрленӗ. Ҫак версире пӗр вӑхӑтра 3 приложени кӑна ӗҫлеме пултарать, кашни приложени 3 чӳречерен ытла уҫаймасть. Системӑра тетелпе ӗҫлеме пултаракан функцисем ҫук, экрансен пысӑк разрешенийӗсемпе ӗҫлеймест, 512 мегабайп оперативлӑ памятьпе е 120 гигабайт калӑпӑшлӑ хытӑ дискпа усӑ курма юрамасть. Система Intel Celeron е AMD Duron шайри процессорсемпе кӑна ӗҫлеме пултарать.
- Windows Fundamentals for Legacy PCs — Microsoft Windows XP Embedded Service Pack 2 версийӗн хавшатнӑ варианчӗ, кивелнӗ компьютерсем валли хатӗрленӗ.
Windows 2000 танлаштарсан кӗртнӗ ҫӗнӗлӗх
Windows XP-ра, Windows 2000-па танлаштарсан, ҫак чи пысӑк лайӑхлатнисене асӑнма пулать:
- Графикӑлла интерфейса ҫӗнӗлле хатерленӗ, ҫав шута формӑсене ҫаврарах тунӑ, тӗссем тикӗсрех куҫаҫҫӗ; ҫавӑн пекех тата хушма функциллӗ лайӑхлатусем (сӑмахран, Windows проводникӗнче папкӑна слайд-шоу евӗр кӑтартма май пурри).
- ЖК-дисплейри текста лайӑхлатакан текста якатакан ClearType(выр.)чăв. меслетпе усӑ курни (ахаль чухне ӗҫлемест).
- Усӑҫсене хӑварт ылмаштарма май пурри: пӗрин ӗҫне чарса системӑна теприн ячӗпе кӗме пулать, ҫав вӑхӑтрах пӗрремӗш усӑҫ янӑ приложенисем ӗҫлеме чарӑнмаҫҫӗ.
- «Инҫетри пулӑшакан» функци, унпа усӑ курса тӗрлӗ йывӑрлӑхсене татаса пама опытлӑ усӑҫсем е техника персоналӗ Windows XP системӑпа инҫетрен ҫыхӑнма пултараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах пулӑшакан усӑҫӑн экранне курма, унпа калаҫу ертсе пыма тата (усӑҫ ирӗк парсан) управление хӑйӗн аллине илме пултарать.
- Системӑна пӗр-пӗр умӗнхи тӑрӑма тавӑрма май паракан системӑна тавӑракан программа (вӑл Windows Me кӗртнӗ программӑн лайӑхлатнӑ версийӗ шутланать ), ҫавӑн пекех система ӗҫне каялла тавӑрма май паракан ытти мелсене ҫӗнетнӗ. Тӗслӗхрен, юлашки ӑнӑҫлӑ конфигурацие тиеме пултарсан драйверсен унчченхи пуххи те тиенет. Ҫакӑ вара драйверсем лартнипе сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене пула системӑна ҫӑмӑллӑнах юсама май парать; драйверсене пӑрахӑҫлама май пур т. ыт. те.
- Кивӗ программӑсемпе тата вӑйӑсемпе ӗҫлессине лайӑхлатнӑ. Ятарлӑ килӗшӳлӗх мастерӗ уйрӑм программа валли ОС унчченхи версисенчен пӗрне (Windows 95-рен пуҫласа) эмуляцилеме пултарать. Тепӗр тесен, килӗшӳлӗх функцийӗ Windows 2000 2-мӗш ҫӗнетӳ пакетӗнче те пур[14].
- Пӗчӗк терминал сервер системи пуррине пула (Professional кӑларӑмра кӑна) ӗҫ станцине инҫетрен лекме май пур.
- Команда йӗркинчиен системӑна ытларах аталантарнӑ функцисемпе тытса пыма пулать.
- Windows проводникӗ цифрӑллӑ фотоформатсемпе тата аудиофайлсемпе (аудиофайлсен метаданнӑйӗсене, тӗслӗхрен, MP3-файлсен ID3 тегӗсене, автоматла майпа кӑтартни) ӗҫлеме пултарать.
- Windows XP йышӗнче Roxio фирма хатӗрленӗ технологисемпе усӑ курнӑ, вӗсем хушма ПО вырнаҫтармасӑр проводникранах тӳрех CD ҫырма май параҫҫӗ, темиҫе хут ҫырмалли компакт-дисксемпе ӗҫлесси вара дискетӑсемпе е хытӑ дискпа ӗҫленипе пӗрех пулса тӑрать. Ҫавӑн пекех Media Player-та аудио-диск ҫырмалли май кӗртнӗ. Дисксен образӗсемпе ӗҫлеме май ҫук.
- Windows XP ZIP(выр.)чăв. тата CAB(выр.)чăв. архивсемпе хушма ПО лартмасӑр ӗҫлеме пултарать. Асӑннӑ йышши архивсемпе проводникра ахаль папкӑсемпе ӗҫленӗ евӗр ӗҫлеме пулать, вӗсене тума тата кӑларса пӑрахма, архива кӗме, файлсене хушма/хуратма пулать. Ҫавӑн пекех архив ҫине вӑрттӑн сӑмах лартма май пур. Кирлӗ пулсан ҫак архивсемпе ӗҫлеме кирек мӗнле программа обеспеченине те палӑртма пулать.
- EFS ҫумсистемӑна лайӑхлатнӑ, ҫавна пула юсав агенчӗ кирлех мар пулса тӑрать, ҫӑраҫҫисене хӑрушсӑртарах упрама май пур. Шифрланӑ файлсене ахаль кӑна хуратмаҫҫӗ, нульсемпе ҫырса тухаҫҫӗ, ҫакӑ чылай шанчӑклӑрах. SP1 пуҫласа DESX тата 3-DES алгоритмӗсемпе пӗрлех AES алгоритмпа усӑ курма пулать (палӑртман чухне унпа усӑ кураҫҫӗ).
- Хатӗрсен панелне ӗнерлеме май пур, ҫапла май файлсемпе, папакӑсемпе, Тӗнче тетелӗнчи ресурссемпе усӑ курассине анлатлатма пулать.
- Сборкӑсемпе пайӑн-пайӑн усӑ курни (акăл. Side-by-side assembly, (SxS)).
Усӑ кураканӑн графика интерфейсӗ
- Windows Explorer-та палӑртасси витӗр курӑнакан кӑвак тӳркӗтеслӗх пек пулса пырать.
- Ӗҫ сӗтелӗ ҫинчи ярлӑксенчен ӳкекен мӗлке пур.
- Проводник чӳречинчи задачӑсене пурнӑҫлама вырнаҫтарнӑ айккинчи панель («common tasks»).
- Панель ҫинчи пӗр приложени кнопкине пӗр кнопкӑна пӗрлештерни (тӗрлӗ йышши приложени янӑ чухне), ҫакӑ вара час-часах ӑна ҫавӑрттарассинчен хӑтарма май парать.
- Ӑнсӑртран улӑштарасран задачӑсен панельне тата хушма панельсене ҫирӗплетсе хума май пур.
- «Пуск» менюра нумаях пулмасть хушнӑ программӑсен шутне кӗрекен элементсене тӗспе уйӑрма пулать.
- Менюрен мӗлке ӳкет (Windows 2000 мӗлке шӑши кӑтартмӑшӗнчен кӑна ӳкнӗ, меню элеменчӗсен вӑл пулман).
Windows XP системӑна хӑш-пӗр визуаллӑ эффектӑн тухӑҫлӑхне тишкерет, ҫавна кура тухӑҫлӑх аннипе ӳсессине палӑртса вӗсемпе усӑ курать е ҫук. Ӗнерлевӗн диалог чӳречипе усӑ курса параметрсен улӑштарма пулать. Ҫав вӑхӑтрах вӑл е ку визуаллӑ эффект ӗҫне суйлама пулать, е суйлассине системӑна шанса пыма май пур. Ҫавӑн пекех, суйланӑ май, чи тухӑҫлӑ ӗҫе е интерфейсӑн чи капӑр сӑнне суйласа илме пулать[15].
Хӑш-пӗр эффектсем, сӑмахран, ҫурма витӗр курӑнаслӑх йышшисем, тухӑҫлӑ ӗҫлекен графика системине ыйтать, кивӗ видеокартӑсемпе тухӑҫлӑх вӑйлӑ чакма пултарать. Кун пек чухне Microsoft(выр.)чăв. вӗсене сӳнтерме сӗнет[16].
Windows XP-ра усӑ куракана графика интерфейсне улӑштарма май паракан Visual Styles кӗртнӗ. Luna — графика интерфейсӗн ҫӗнӗ стилӗ, вӑл XP шутне кӗрет, 64 мегабайт ытла оперативлӑ память пур компьютерсенче усӑ курма юрӑхлӑ. Ытти Visual Styles-па та усӑ курма пулать, анчах та вӗсене Microsoft цифрӑллӑ подпиҫпе алӑ пусмалла (мӗншӗн тесен вӗсен системӑри ӗҫӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ).
Ҫак чаруран хӑтӑлас тесе хӑш-пӗр усӑҫсем ятарлӑ программӑпа усӑ кураҫҫӗ, сӑмахран, UxTheme MultiPatcher ятлине, тепӗр чухне uxtheme.dll библиотекӑн улӑштарнӑ версийӗпе те (асӑннӑ ӗҫ-пуҫ EULA(выр.)чăв. йӗркине пӑсать).
Ҫавӑн пекех Windows 2000 тата Windows ME интерфейс стильне евӗрлекен «классикӑллӑ» стиль (вӑл Luna-ран 4 МБ сахалрах память усӑ курать) тата ытти разработчиксем хатӗрленӗ нумай стильсем пур. Media Center верси валли Microsoft Royale «визуаллӑ стиле» хатӗрленӗ, вӑл Windows XP ҫавнашкал ятлӑ верси шутне кӗрет, ӑна XP ытти версисене те вырнаҫтарма май пур[17].
Команда йӗркин интерфейсӗ (CLI)
Windows XP ҫавӑн пекех команда йӗркин интерфейсӗ (CLI, «консоль») пур, cmd.exe, вӗсемпе усӑ курса консольти командӑсемпе системӑпа ӗҫлеме е MOS-DS пакет файлӗсем ҫинче никӗсленекен сценарисене (вӗсене «команда файлӗ» (cmd расширениллӗ) теҫҫӗ) хута яма пулать. Windows XP CLI синтаксисне шалти пулӑшу системинче (ntcmds.chm пулӑшу файлӗ) ҫителӗклӗ документланӑ. Тӗплӗнрех пӗтӗмӗшле информацие команда йӗркинче help е «команда ячӗ» /? ҫырсан пӗлме пулать. Команда йӗркин интерфейсӗпе чӳрече евӗр те, тулли экранлӑ чухне те (вӗсене Alt + ↵ Enter пуснипе ылмаштарма пулать) усӑ курма пулать, ытларах кӑмӑла каякан тӗсе ӗнерлевӗн кирлӗ диалогӗнче палӑртма пулать. Унта ҫавӑн пекех шрифтсен виҫипе тӗсне тата ытти ҫавнашкал параметрсемпе суйлама пулать. Асӑннӑ режимра ӗҫленӗ чухне усӑҫ унчченхи командӑсене чӗнсе илме (тӗслӗхрен, ↑ клавиша унчченхи командӑна тавӑрать, F7 вара кӗртнӗ командӑсен списокӗллӗ меню кӑларать; F9 ҫак списокран командӑна номерпе чӗнет), файлсемпе каталогсен ячӗсен автохушӑмне усӑ курма ( Tab ⇆ ) пултарать, ҫавӑн пекех командӑсенне те; сылтӑм клик контекстлӑ меню кӑларать, ҫав шутра ылмаштуру буферӗпе ӳҫлемеллисене те. Операци системин тытӑмӗпе ӗҫленӗ чухне чылай ӗҫсене CLI интерфейспа усӑ курса пурнӑҫлама пулать. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлӗ командӑсем:
net(ҫумкомандӑсемпе), вырӑнти усӑҫсемпе тата ушкӑнсемпе (net user /?татаnet localgroup /?), аккаунтсемпе, ПК (net share /?) тата тетелти (net view /?) ресурссем патне пурне те ирӗк парасси т. ыт. те.tasklist /?татаtaskkill /?процессене сӑнамалли тата вӗсемпе ӗҫлемелли командӑсем- файлсен разрешенийӗсемпе ӗҫлемелли cacls /? команда, вӑл файлсемпе тата папкӑсене ӗҫлеме ирӗк паракан правасене улӑштарма май парать; Home Edition илес пулсан вӑл правасене улӑштарма юрӑхлӑ пӗртен-пӗр май, мӗншӗн тесен унашкал ӗҫе тавакан графика хатӗрӗ хӑрушсӑр режимпа кӑна ӗҫлет
- копи тума, файлсемпе каталогсене куҫарма тата кӑларса пӑрахма май паракан MS-DOS командисем.
- MS-DOS-ӑн темиҫе файл ячӗпе ӗҫлеме пултаракан классикӑлла командӑсене анлӑлатнӑ, стекпа ӗҫлеме пултаракан командӑсем хушнӑ, title евӗр чӳречесемпе ӗҫлессине хушнӑ
Система требованийӗсем
Windows XP Home тата Professional Edition операци системисем ӗҫлеме ҫакнашкал системӑна ыйтаҫҫӗ[18]:
| Чи пӗчӗкки (официаллӑ) | Сӗнекенни | |
|---|---|---|
| Pentium йышши процессор | 233 МГц | 300 МГц или выше |
| Оперативлӑ память | 64 МБ (хӑшпӗр ӗҫе тума май пулмӗ) | 128 МБ е ытларах |
| Видеоадаптерпа монитор | (800×600) е пысӑкрах разрешениллӗ Super VGA | |
| Хытӑ диск ҫинчи пушӑ вырӑн | 1,5 ГБ е ытларах | |
| Оптика накопителӗ | CD-ROM е DVD-ROM | |
| Даннӑйсене кӗртмелли хатӗрсем | Клавиатурӑпа шӑши е ҫавнашкал пӗр-пӗр кӑтартакан хатӗр | |
| Ытти хатӗрсем | Сасӑ картти, колонкӑсем тата/е наушниксем | |
Ҫӗнетӳсен пакечӗсем тата пулӑшу кӳресси
Microsoft хӑйӗн операци системи валли вӑхӑтран вӑхӑта ҫӗнетӳсен пакечӗсене (Service Packs, SP) кӑларнӑ, вӗсем палӑрнӑ ҫитменлӗхсене пӗтернӗ тата ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Пурӗ виҫӗ ҫӗнетӳ пакечӗ кӑларнӑ. Windows XP SP3 юлашки релиза официаллӑ майпа пулӑшу кӳрессине 2014 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ, ку вӑхӑталла операци системи тухнӑранпа 12,5 ҫул иртнӗ[19]. Ҫак пулӑшу тапхӑрӗ чи вӑрӑммисен йышне лекнӗ, ун вӑхӑчӗ Windows 1.0x (16 ҫул), Windows 2.x (14 ҫул) тата Windows 3.x (18 ҫул) системӑсенчен кӑна кӗскерех. Уйрӑм тӳлевпе пулӑшӑва тата 5 ҫуллӑха тӑсма май пулнӑ.
Пӗтӗмӗшле пулӑшӑва вӗҫлесси Windows XP редакцийӗсен ӗҫ станцийӗсене кӑна пырса тивнӗ. Windows XP Embedded тата Windows Embedded POSReady 2009 пулӑшу кӳрессине 2019 ҫулччен тӑснӑ. Windows XP Home Edition тата Professional туяннисем Windows Embedded POSReady 2009 валли кӑларнӑ хӑрушсӑрлӑх ҫӗнетӗвӗсене реестра улшӑну кӗртсе илме пултарнӑ, анчах та Microsoft ҫакӑн пек ӗҫе ырламан.
2017 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче Microsoft, 2014 ҫулта Windows XP пулӑшу кӳресси вӗҫленнӗ пулин те, Windows XP SP3 валли KB4012598 ҫӗнетӳ кӑларнӑ, вӑл EternalBlue шӑтӑкпа усӑ курассинсен хӳтӗлет[20].
2017 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Microsoft Windows XP тата Server 2003 (KB4024323) валли тепӗр хӑрушсӑрлӑх ҫӗнетӗвне кӑларнӑ, вӑл RPC протоколта асӑрханӑ шӑтӑкпа усӑ курассинчен хӳтӗлет[21].
2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Microsoft Windows XP ҫинчи Microsoft-ӑн интернет-вӑйӑсене пулӑшу кӳрессине 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пӗтерни пирки пӗлтернӗ[22].
Ҫӗнетӳ пакечӗсӗр Windows XP
Windows XP ҫӗнетӳ пакечӗсемсӗр вариантне пулӑшу кӳме 2004 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче вӗҫленӗ[23].
1-мӗш ҫӗнетӳсен пакечӗ
Windows XP валли 1-мӗш ҫӗнетӳсен пакетне (SP1) 2002 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче кӑларнӑ. Чи пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗлӗхсем USB 2.0(выр.)чăв. ӗҫлеме пуҫлани; ахаль чухне усӑ куракан Интернетпа тата почтӑпа ӗҫлеме, хӑвӑрт ҫӳрекен сообщенисемпе ылмашма программӑсене палӑртма май туса пан кӗнӗ.
1A ҫӗнетӳсен пакетне 2003 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче кӑларнӑ, вӑл системӑран Java виртуаллӑ машинӑна кӑларса пӑрахнӑ.
Windows XP 1-мӗш тата 1A Service Pack тӗлӗшпе пулӑшу кӳрессине 2006 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче вӗҫленӗ[24].
2-мӗш ҫӗнетӳсен пакечӗ
2-мӗш ҫӗнетӳсен пакетне (Service Pack 2, SP2; вӑрттӑн ячӗ Springboard) 2004 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗнче кӑларнӑ. SP2 Windows XP-не ҫӗнӗлӗхсем хушнӑ, ҫав шута лайӑхлатнӑ файрволл(выр.)чăв. кӗнӗ. Ку сервиспак Wi-Fi-па тата Bluetooth-па ӗҫлеме пуҫланӑ, Wi-Fi ӗнерлеме пулӑшакан ятарлӑ мастер хушӑннӑ. Пысӑк улшӑнусем хӑрушсӑрлӑх енӗпе туса ирттернӗ: память хӳтӗлевне анлӑлатнӑ, фаерволл кашнин ӗҫлеме пуҫланӑ, ахаль чухне telnet-а ӗҫлемелле мар тунӑ тата ытти те.
Windows XP Service Pack 2 тӗлӗшпе пулӑшу кӗрессине 2010 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗнче вӗҫленӗ[25][26]. Ҫав кунах Windows 2000 тата Windows Server 2003 тӗп пулӑшу кӗрессине те вӗҫленӗ.
3-мӗш ҫӗнетӳсен пакечӗ
2007 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Microsoft бета-тестерсен пысӑках мар ушкӑнӗнче SP3 тӗрӗслеме пуҫланӑ[27]. Бета-версие суйласа илнӗ ҫнсене кӑна панӑ пулин те унӑн дистрибутивӗ пиринглӑ сайтсенче вырнаҫнӑ. 2007 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнчен RC1 SP3 версине кӑмӑл тӑвакансем пурте тиеме тата тӗрӗслеме пултарнӑ[28]. 3-мӗш ҫӗнетӳсен пакечӗн туса ҫитернӗ варианчӗпе 2008 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче паллаштарнӑ. Анчах ҫакна бизнес-клиентсем валли кӑна тунӑ, ыттисем ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче кӑна илме пултарнӑ.
Пакета Service Pack 1 (SP1) е Service Pack 2 (SP2) пакет ҫийӗн кӑна вырнаҫтарма май пулнӑ, унсӑр пуҫне ӑна 32 битлӑ верси валли хатӗрленӗ пулнӑ.
2008 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнчен Microsoft хӑйӗн поставщикӗсене Windows XP SP2 сутма пӑрахнӑ[29]. 2010 ҫулӑн варри таран Windows XP SP3 сутлӑха OEM тата BOX евӗр кӑна кӑларнӑ[29].
POSReady хатӗрленӗ ҫӗнетӳсем
2014 ҫулта Windows XP пулӑшӑвӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, энтузиастсен реестрӑн правки пулӑшнипе Windows Embedded POSReady — XP валли вариант илме май килнӗ. Асӑннӑ меслет официаллӑ мар шутланать тата лицензи килӗшӗвне пӑсать, мӗншӗн тесен ҫӗнетӳсене чи малтан Windows XP POSReady версийӗ валли уйӑрнӑ.
Исходнӑй кода вӑрлани
2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче системӑн исходнӑй кодне вӑрлани пирки пӗлтернӗ, ҫав шута Windows Server 2003 те лекнӗ. 40 яхӑн ГБ калӑпӑшлӑ архива 4chan форумра вырнаҫтарнӑ, анчах 4 сехет иртсен сӳтсе явнине архива янӑ. Апла пулин те унччен архив тетел тӑрӑх саланма ӗлкӗрнӗ. Код чӑн-чӑн пулнине ҫирӗплетекен япаласем пур.
Ӑнлантарусем
- ^ CK(Chris). SP3 Final Build [Attn Chris]. Answers. Microsoft TechNet forums (2 ҫӑвӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Breaking News: A big day for updates! (англ.). Microsoft (21 акан 2008). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Поиск жизненного цикла продукта Microsoft Windows XP Home Edition. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Поиск жизненного цикла продукта Microsoft Windows XP Professional x64 Edition. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Поиск жизненного цикла продукта Microsoft Window XP Service Pack 3. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Поиск жизненного цикла продукта Windows Embedded POSReady 2009. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
- ^ An Inside Look at the Months-long Process of Getting Windows XP Ready for Release to Manufacturing (англ.) — 2001.
- ^ The Road to Gold (Part Three) Product Review content from SuperSite for Windows. web.archive.org (29 ҫурлан 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
- ^ Desktop Windows Version Market Share Worldwide (англ.). StatCounter Global Stats. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ Windows XP исполнилось 15 лет(паллӑ мар). Windows Phone, Windows 10 Mobile и Windows 10 - Игры, программы, обзоры, новости (26 юпан 2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
- ^ Registry hack enables continued updates for Windows XP (англ.). ZDNET. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Physical Memory Limits: Windows XP. Memory Limits for Windows Releases. Microsoft. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Microsoft Windows XP 64-Bit Edition (англ.). technet.microsoft.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 19-мӗшӗ.
- ^ Активация технологии режима совместимости приложений в Windows 2000 с пакетами обновлений 2 (SP2) и 3 (SP3). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ.
- ^ Change Windows visual effects. Microsoft. Пӑхнӑ кун: ???. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
- ^ Computer Slows When You Click Multiple Icons in Windows XP. Microsoft (15 кӑрлачӑн 2006). Пӑхнӑ кун: ???. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
- ^ Download Royale Theme for WinXP — Official Free — A new theme, potentially destined for Windows XP. Freeware — Softpedia. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
- ^ System requirements for Windows XP operating systems (28 акан 2005). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Поддержка Windows XP SP3 и Office 2003 г. Microsoft. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Customer Guidance for WannaCrypt attacks (акăлч.), MSRC. 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Description of the security update of Windows XP and Windows Server 2003: June 13, 2017. Microsoft. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.
- ^ Microsoft планирует прекратить поддержку старых интернет-игр на Windows » MSReview. msreview.net. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Lifecycle Supported Service Packs. Microsoft. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ End of support for Windows 98, Windows Me, и Windows XP Service Pack 1 (6 кӑрлачӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ Поиск сведений о жизненном цикле продуктов корпорации Майкрософт — Windows XP. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ.
- ^ http://old.computerra.ru/vision/546303/ , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ «Поддержка Windows XP с пакетом обновления SP2 завершилась 13 июля 2010 года.»
- ^ WinBeta.org Beta News and Reviews. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2007 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Новости Software — 3DNews — Daily Digital Digest. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2007 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Microsoft прекратила продажу Windows XP. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
Вуламалли
- Вуди Леонард. Microsoft Windows XP SP2 для «чайников». Полный справочник = Windows XP All-in-One Desk Reference For Dummies. — 2-е изд. — Диалектика, 2007. — 720 с. — ISBN 0-7645-7463-9.
- Пол Мак-Федрис. Microsoft Windows XP SP2. Полное руководство = Microsoft Windows XP Unleashed. — Вильямс, 2006. — 880 с. — ISBN 0-672-32833-X.
- Проффит Брайан. Windows XP. Самоучитель. — КУДИЦ-ПРЕСС, 2006. — ISBN 5-91136-021-7.