Y-хромосома

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Çынăн Y-хромосоми

Y-хромосома — чылайрахăшĕпе сĕт ĕçекен организмсен, çав шутра ар хромосоми. Унăн шутне SRY генĕ, çаплах сперматозоид тума кирлĕ генсем кĕреççĕ. SRY генĕ мутациленсен XY генотиплă хĕрарăм организмĕ пулса тăрать (Суайер синдромĕ). Çынăн Y-хромосоми 58 мильон мăшăр азот основанинчен тытăнса тăрать.

Пĕрлехи хыпарсем

Cĕт ĕçекенсен чылайрахăшĕсен клеткисемнче арлă икĕ хромосома — Y-хромосома тата X-хромосома аçасен, икĕ X-хромосома амасен — пур. Хăшпĕр сĕт ĕçкенсен,сăмахран, утконосăн, арлăхĕ пĕр мăшăр ар хромосрмипе мар, пиллĕк мăшăрпа тытăнать.[1]. Кун чухне, утконосăн ар хромосомисем вĕçен кайăксен Z-хромосомипе çывăх,[2] SRY генĕ, ар уйрăмлăхне хутшăнмасть, пулмалла.[3]

Çын популяцинчи хăшпĕр ар çынсен клеткисенче иккĕ X-хромосомăпа пĕр Y-хромосома е пĕр X-хромосомăпа икĕ Y-хромосома (Клайнфельтер синдромĕ) пур; хăшпĕр хĕрарăмсен клеткисенче виççĕ е пĕр X-хромосома (Шерешевскипе Тернер синдромĕ пăхăр) пулать. Хăш чухне SRY ген çĕмĕрĕлет (вара XY хĕр арăм организмĕ пулса каять) е вăл X-хромосомăна куçать (XX ар çын организмĕ пулса тăрать) (çавăн пекех Интерарлăх пăхăр).

Генезис тата эволюци

Y-хромосома пуличчен

Чылай эктотермăллă çурăм шăммилисен арлăх хромосомисем çук. Эхер те вĕсен икĕ арлăх (аçа/ама), арлăхĕ ытларах генетика енчен мар - çутçанталăк хутлăхĕнчен килет. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри, сăмахран рептилисен арлăхĕ инкубаци температуринчен килет; урăххисем гермафродитсем (кашни уйрăм чĕрчунăн аçа, çаплах ама гамечĕсем пур) шутланаççĕ.

Пулса тăни

Ингибирование рекомбинации

Пăчăртану

Хăйĕн кун-çулĕнче çынăн Y хромосоми 1438 генĕ шутĕнчен 1393 генне çухатнă. Пĕр мильон çулта 4,6 ген çухатса пырса, çынăн Y хромосоми хăйĕн мĕнпур функцине çитес 10 мильон çулта пĕтет[4]. Танлаштаруллă геном анализĕ, çапах та, сĕт ĕçекенсен нумай тĕсĕ çапла хăйсен гетерозиготлă ар хромосомисен функцисене çухатать.

Рекомбинантлă мар пур ар хромосомин дегенераци шăпи пĕрлехи эволюцин 3 вăйĕнчен — питĕ хăварт мутаци, эффективлă мар суйласа илни тата генетика дрейфĕ — килет[5]. Тепĕр енчен, анчахрах çынпа шимпанзен Y-хромосонине танлаштарнипе çынăн Y-хромосоми çынпа шимпанзен 6—7 мильон çул маларах пуçланнă ген дивергенцинче пĕр ген та çухалман[6], çак ĕнтĕ йĕрĕллĕ эксраполяци моделĕ тĕрĕс маррине ăнлантарма пулаять.

Этемĕн Y-хромосоми

Этемĕн Y-хромосоми 58 мильон мăшăр азот тĕплĕхĕнче тытăнса тăрать, ку этем клеткин 2% ДНК-материалĕ пулать.белока код лартаççĕ. Y-хромосома урлă куçакан пахалăхсене голандриллисем теççĕ.

Этемĕн Y-хромосоми X-хромосомăпа, теломерăсенчи (вĕсем хромосомăн 5% вăрăммăш пайĕ пулаççĕ) пысăках мар псевдоаутосома пайĕсемсĕр пуçне, рекомбиниленме пултараймасть. Ку X тата Y хромосомăсем хушшинчи авалхи гомологи пайĕсем. Рекомбиниленмен Y-хромосомăн ытларахăшне NRY (пĕр нуклеотид полиморфизмне хакласа ашшĕ йĕрĕнчи тӳрĕ предков палăртма пулать.

Каçăсем

Çынăн Y-хромосоми 58 мильон мăшăр азот основанинчен тытăнса тăрать, вăл çын клеткин 2% ДНК-материалĕ пулать.белока код лартаççĕ. Y-хромосома урлă куçакан пахалăхсене голандриллĕ теççĕ.

Асăрхавсем

  1. DOI:10.1038/nature03021.
  2. DOI:10.1038/nature06936.
  3. DOI:10.1101/gr.7101908.
  4. ^ Graves, J.A.M. 2004. The degenerate Y chromosome- can conversion save it? Reproduction Fertility and Development 16:527-534.
  5. ^ Graves, J.A.M. 2006. Sex chromosome specialization and degeneration in mammals. Cell 124:901-914
  6. ^ Conservation of Y-linked genes during human evolut… [Nature. 2005] — PubMed result
  7. ^ National Library of Medicine's Genetic Home Reference 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
  8. ^ 1 тата 2 Ensembl Human MapView release 43 (February 2007). Тĕрĕсленĕ 14 Ака уйӑхӗн 2007.
  9. ^ ScienceDaily.com Apr. 3, 2008
  10. ^ National Library of Medicine's Genetic Home Reference 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.