Пысӑк Египет музейӗ
Аслӑ Египет музейӗ (арап المتحف المصري الكبير, DMG al-Matḥaf al-Miṣrī al-Kabīr), ҫавӑн пекех Гиза музейӗ пек паллӑ — Гизӑри (Египет)[1] чи пысӑк археологи музейӗ, килсе куракансем валли 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче уҫӑлнӑ[2]. Вӑл Гиза пирамидисенчен 2 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ хулан ҫӗнӗ генеральнӑй планӗн пайӗ шутланать, унӑн лаптӑкӗ 50 гектарпа танлашать[3].
Истори
2002 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Египет президенчӗ Хосни Мубарак пулас музей вырӑнӗнче пӗрремӗш чул хунӑ[4]. Архитектура композицине тата музей дизайнне 2002 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче йӗркеленӗ конкурса тӗпе хурса палӑртнӑ[5]. Йӗркелӳҫӗсем тӗнчери 82 ҫӗршывран 1557 проект илнӗ. Суйлавӑн иккӗмӗш тапхӑрӗнче жюрие тӗплӗн пӑхса тухма 20 проекта суйласа илнӗ. 2003 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче 250 пин долларлӑ приз фондне Дублинри Heneghan Peng Ирланди компанийӗ ҫӗнтернӗ тесе пӗлтернӗ[6]. Проекта Heneghan Peng, BuroHappold Engineering, Arup Group компанисем хатӗрленӗ.
2008 ҫулта Египетӑн культура министерствипе чертежсене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн килӗшӳ патне тухсан строительство вырӑнӗнче никӗс валли котлован чавма тытӑннӑ[7].
550 млн доллар тӑкакласа музея 2012 ҫулта туса пӗтермелле пулнӑ, анчах 2011 ҫул пуҫламӑшӗнчи Арап ҫуркуннин пулӑмӗсене тата Египетри политика ертӳлӗхӗ ылмашӑннине пула ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Революци вӑхӑтӗнче Египет музейӗн Тахрир тӳремӗнчи тата ытти хулари экспонатсем шар курнӑ. Тӑкакӗ 810 млн доллар таран ӳснӗ проекта хута ярассине 2015 ҫула куҫарнӑ[8].
2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче аваллӑхсен министрӗ Мамдух эль-Дамати музея уҫассине темиҫе хутчен куҫарнӑ пулин те малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх ӑна 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче хута ярасси пирки пӗлтернӗ[9]. Ҫурта майӗпен ҫӗршывӑн тӗрлӗ музейӗнчи экспонатсемпе тултарса пынӑ. Официаллӑ майпа уҫассине 2020 ҫула куҫарнӑ, анчах ку хутӗнче COVID-19 пандемийӗ чӑрмантарнӑ. Ҫапла музее уҫассине 2021 ҫула куҫарнӑ, унтан — 2022 ҫула, анчах вӑл вӑхӑтра та ку ӗҫе пурнӑҫлайман[10].
2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче музей курма килекенсем валли уҫӑлнӑ, вӗсем 12 залран 10-шне кӗрсе курма пултарнӑ. Египтӑн туризмпа аваллӑх министрӗн музейӑн археологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пулӑшуҫи Ат-Тайеб Аббас музея официаллӑ майпа уҫма палӑртни пирки, анчах ҫакӑ хӑҫан пулассине Египет ертӳлӗхӗ палӑртӗ тесе пӗлтернӗ[2].
Хакӗ
2010 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Египет правительстви Hill International компанипе строительствӑна конструкторла тата йӗркелесе пырас ӗҫ тӗлӗшпе контракт алӑ пуснӑ. Проектӑн малтанхи смета хакӗ 550 млн долларпа танлашнӑ, ҫав шутран 300 млн доллара Японири тӗнчери килӗшӳлӗхӗн банкӗ кивҫен панӑ, ыттипе Аваллӑхсен аслӑ канашӗ тата тӗнче шайӗнчи фондсем пулӑшнӑ[11]. Ҫӗршывра революциллӗ улшӑнусем пулса иртнӗрен проект бюджечӗ самаях ӳснӗ, 1 млрд доллара ҫитнӗ[8][12].
Архитектура
Музейӗн 800 метр тӑршшӗ фасадлӑ виҫ кӗтеслӗ никӗсне Серпинский виҫкӗтеслӗхӗн принципӗпе конструкциленӗ[13]: музей залӗсем ҫурма уҫӑ веер евӗр ҫивиттиллӗ чалӑш виҫкӗтеслӗх пек вырнаҫнӑ[8]. Музей мӗнпур аякӗсен йӗрӗсем хӗвел пайӑркисем пек пурте пӗр пӑнчӑра пӗрлешеҫҫӗ, ҫакӑ Авалхи Египет мифологипе ҫыхӑннине кӑтартать[8]. Музейӗн ҫурҫӗр тата кӑнтӑр енӗсем Хеопс тата Микерин пирамидӑсем еннелле пӑхаҫҫӗ, музейӗн пит енӗнче йывӑҫсем лартса сад ӗрчетме палӑртнӑ. Тӗп уйрӑмлӑхсенчен пӗри — ҫурт фасадне йӗркелекен алебастртан тунӑ ҫурма витӗр курӑнакан стена. Пысӑк экспонатсен экспозицийӗ валли тӗп зала атриум евӗр тӑвӗҫ.
Музей территорийӗнче ҫавӑн пекех ача-пӑча музейӗ, лабораторисем, вӗрентӳ тата конференц-центрсем пур. Хальхи йышши технологисемпе усӑ курма палӑртнӑ, уйрӑммӑн илсен — чӑн пурнӑҫа виртуаллӑ майпа кӑтартаканнисемпе.
Экспонатсем
50 пине яхӑн экспонат музей территорийӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ таран йышӑнать. Кунта Каир музейӗнчи Тутанхамонӑн авалхи тулли коллекцине (5000) упраҫҫӗ. Вырӑн ҫитменнипе лере коллекцие пӗтӗмпех кӑтартма май килмен[14]. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр япаласене Луксортан, Эль-Миньяран, Сохагран, Бени-Суэйфран, Асьютран, Файюмран, Александрирен илсе килнӗ[15].
2006 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче Рамсес станцийӗ урлӑ музея 3200 ҫулти II Рамсес кӳлепине илсе ҫитернӗ, ӑна кайран кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарас тесе тасатнӑ, реставрациленӗ[16].
Египетӑн Аваллӑхӗсен Аслӑ канашӗн тӗп секретарӗ пулнӑ Захи Хавасс Гиза музейне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ кун тӗлне тӗнчери музейсем Авалхи Египет артефакчӗсене парнелеме сӗннӗ (Британи музейӗнчи Розетта чулӗ, Берлинти Египет музейӗнчи Нефертити бюсчӗ, Луврти Дендер зодиакӗ, Бостонри илемлӗ ӳнер музейӗнчи Анхаф бюсчӗ тата Хильдесхаймри Рёмерпа Пелицеус музейӗнчи Хемиун статуйи)[17]. 2011 ҫулта халӑх Каир музейне штурмланине кура ют ҫӗршывсенчи аваллӑхсен управҫисен Египет артефактсене упраса хӑварма пултарасси тӗлӗшпе иккӗленмешкӗн витӗмлӗ сӑлтав тупӑннӑ[18]. Унччен илсе тухнӑ хаклӑ япаласене Египет каялла пама темиҫе хутчен те ыйтнӑ хыҫҫӑн вӗсем коллекцине каялла тавӑрса памасран та шикленеҫҫӗ[17].
2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ливан кедрӗнчен тата тиртен тунӑ юлашки улттӑмӗш урапана (1922 ҫулта Тутанхамон тупӑкӗнче тупнӑ) Ҫар музейӗнчен (вӑл унта 1987 ҫултанпа вырнаҫнӑ пулнӑ) ҫӗнӗ музее куҫарнӑ[19].
2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Аслӑ пирамида ҫумӗнче вырнаҫнӑ музейран Хуфу хӗвел киммине, реконструкциленӗскерне, ҫӗнӗ музея куҫарнӑ[20][21].
Ӑнлантарусем
- ^ Nancy Farghalli. Marketplace: Egypt's next big thing (15 ҫӑвӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Большой Египетский музей рассчитывает принимать три миллиона туристов в год (2024-10-16). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
- ^ Grand Egyptian Museum (GEM). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
- ^ Diane Singerman, Paul Amar. Cairo Cosmopolitan: Politics, Culture, and Urban Space in the New Globalized Middle East. — American Univ in Cairo Press, 2006. — 570 с. — ISBN 9789774249280. , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Yasser Mansour. The Grand Museum of Egypt: International Architecture Competition. — American Univ in Cairo Press, 2003. — 348 с. — ISBN 9789773054717. , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Musée du Caire - Résultats (4 чӳкӗн 2014). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ.
- ^ Grand Egyptian Museum Cairo, heneghan.peng, Egypt - e-architect (англ.). e-architect (3 нарӑсӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 GCR - - Egypt’s Grand Museum on track for partial opening in 2017. www.globalconstructionreview.com. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
- ^ Read, Rachel The Grand Egyptian Museum – Pyramids and a Bridge between Ages | blooloop (англ.). blooloop. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
- ^ Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Grand Egyptian Museum project moves forward. The National Newspaper (25 авӑнӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2009 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Constructions in the Grand Egyptian Museum reach 70%. Daily News Egypt (18 ҫурлан 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.
- ^ GmbH, Salzgitter Mannesmann Line Pipe Grand Egyptian Museum Kairo | Museum für das dritte Jahrtausend | Projekt | Ausgabe 09 • April 2016 | Line Pipe Global (нем.). Line Pipe Global (11 чӳкӗн 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Second of Tutankhamen collection transferred to Grand Egyptian museum. Daily News Egypt (21 утӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ.
- ^ Keyes, Allison For the First Time, All 5,000 Objects Found Inside King Tut's Tomb Will Be Displayed Together (англ.). Smithsonian. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
- ^ Nevine El-Aref. Ramses II's last journey. Al-Ahram Weekly. weekly.ahram.org.eg. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Egypt's Own: Repatriation of Antiquities Proves to be a Mammoth Task (англ.). Newsweek Middle East (5 юпан 2016). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Frankfurter Allgemeine Zeitung GmbH. Nofretete-Ausstellung in Berlin: Auge in Auge mit der Pharaonin. FAZ.NET (7 раштавӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
- ^ Editorial, Reuters King Tutankhamen's military chariot moved to new Egyptian museum (англ.). U.S.. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ.
- ^ A team from the Grand Egyptian Museum succeeded in the first trial run conducted to test the vehicles that will be used in the transferring the first Khufu Solar Boat from its current location.
- ^ In pictures: Egypt pharaoh's 'solar boat' moved to Giza museum, BBC News (2021-08-07). Тӗрӗсленӗ: 2021 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- gem.gov.eg — музейӗн официаллă сайчӗ
- Музей ҫурчӗсене тӗплӗрех сӑнласа кӑтартни(акăлч.)