Генераллӑ конструктор — В. Ф. Уткин академик, тӗп разработчик — М. К. Янгель академик ячӗллӗ «Южное» КБ (Днепропетровск). Топливо вырӑнне шӗвӗ кислородпа тата РГ-1 краҫҫынпа усӑ курать. Запуска пӗтӗмпех автоматизациленӗ.
Малтанхи 13 пускран 3-шӗ штатлӑ расписанисӗр йӗркеленнине кура 1989 ҫулта Патшалӑх комиссийӗн Актне стратегилле тӗллевлӗ ракетӑсен ҫарӗсене хӗҫпӑшаллантарма «Зенит» ҪР йышӑнасси ҫинчен алӑ пуснӑ чухне Байконур ертӳлӗхӗ ӑна уйрӑм шухӑшпа палӑртнӑ. Ҫитменлӗхсене вӑхӑтра пӗтермен, тата 1990 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче старт вӑхӑтӗнче РД-171 марш двигателӗн авариллӗ сӳнтерӗвӗ пулса иртнӗ, ҫавна пула тулли баклӑ носитель старт сӗтелӗ айне анса кайнӑ та ун айӗнче сирпӗннӗ, Байконурти «Зенит» старт комплексӗн икӗ пускил хатӗрӗнчен пӗрне тӗппипех аркатнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен 1985—2009 ҫулсенче «Зенит-2» ҫӗклекен ракетӑн 37 пускне туса ирттернӗ, вӗсенчен 30-шӗ ӑнӑҫлӑ иртнӗ[5]
«Зенит» ҪР ҫӗнетнӗ пӗрремӗш картлашки, 11Д520 (РД-171) вырӑнне 11Д521 (РД-170) кислородпа краҫҫын двигателӗпе, ҫавӑн пекех хӳреллӗ тата малти отсексемпе пуянлатнӑ хыҫҫӑн, «Энергия» пӗрремӗш картлашкари ҫӗлекен-ракетӑн 11С25 А блокӗн модуль пайӗ вырӑнне усӑ курнӑ[6].
«Зенит-2» ҪР ҫинче 1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче усӑ куракан «Союз» карап вырӑнне ҫӗнӗ ҫунатлӑ мар нумай хут усӑ курмалли транспортлӑ пилотланса тӑракан «Заря» космос карапне хута яма шутланӑ, анчах космос программисене укҫа-тенкӗ чакарнӑ май унӑн производствине ҫаплах пуҫламан.
2007 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Байконуртан «Зенит» ҫӗклекен ракетӑн куҫса ҫӳремелли варианчӗ вӗҫеве тухать. Унчченхи версинчен ӑна «Бисер-3» бортовой ЭВМ базинчи управленин ҫӗнӗ цифрӑллӑ системи тата «Зенит-2SLБра» (анчах автономиллӗ космос пуҫӗн пайӗсӗр (КГЧ)) валли тунӑ ытти ӗҫ хатӗрӗсем уйӑрса тӑнӑ.
Байконур ҫинчи «Зенит» (45-мӗш площадка) ракетӑпа космос комплексне модернизациленӗ хыҫҫӑн унӑн хӑш-пӗр компоненчӗсене кӑларма пӑрахнине кура тата ҫӗнӗ носительсемпе усӑ курма пуҫланипе «Зенит-М» модернизациленӗ комплекс шутне «Зенит» йышӗн ҫак ракетисем кӗреҫҫӗ:
икӗ сыпӑклӑ «Зенит-2SLБ»,
виҫӗ сыпӑклӑ «Зенит-3SLБ»,
виҫӗ сыпӑклӑ «Зенит-3SLБФА»
2013 ҫулта «Зенит» ракетӑсен производствине чарса лартнӑ [7][8].
2017 ҫулхи акан 28-мӗшӗнче S7 Sea Launch Limited компани «Южмаш»-па «Зенитӑн» 12 ракетине туса кӑлармалли контракт тунӑ. Кун хыҫҫӑн «Южмаш» «Зенит» ракетӑсен производствине хута ярасси пирки пӗлтернӗ[9]. Тепӗр икӗ ҫултан вара, S7 Space ертӳлӗхӗ Украинӑри «Южмаш» производство пӗрлешӗвне контракта салатма палӑртни ҫинчен пӗлтернӗ[10].
Раҫҫейре «Зенит-2» ҪР тарӑн модернизацине тӗпе хурса 2016 ҫултанпа «Феникс» программӑпа ҫӗнӗ ҫӗклекен ракета хатӗрлеҫҫӗ (2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ку ҫӗлекен ракетӑна «Иртыш» ят панӑ).
«Бисер-3» бортовой ЭВМ бази ҫинчи ҫӗнӗ цифра системин управленин пайне тата ӑна ҫӗклекен ракетӑран уйрӑм пуҫтарма май паракан автономиллӗ космос пайне ҫӗнетнӗскер. Унсӑр пуҫне, усӑллӑ тиев массине ӳстерме тата эксплуатаци мелне чылай лайӑхлатма ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. «Зенит-2SLБ» юлашки конфигурацине запусксенче усӑ курман.
«Зенит-3SLБ» — Раҫҫей-Украина комплектацийӗсемпе усӑ курса Байконур валли усӑ курма ҫӗнетнӗ кан «Зенит-3SL» ракетӑн модификацийӗ. Унӑн йышне «Зенит-2SБ» ҫӗклекен ракета тата «ДМ-SLБ» хӑвӑртлатакан блок кӗреҫҫӗ.
Пуҫ обтекательне хатӗрлесе туса кӑлараканӗ — С. А. Лавочкин ячӗллӗ НПП. Пӗрремӗш пуск (КА «Амос-3») 2008 ҫулхи акан 28-мӗшӗнче иртнӗ. КА геостационара ҫывӑх орбитӑна илсе тухнӑ.
«Зенит-3SLБФ» — «Зенит-2SLБ»/«Зенит-3SLБ» ракетӑн С. А. Лавочкин ячӗллӗ НПП хатӗрлекен КГЧ разработкисене усӑ куракан модификацийӗ. Унӑн шутне «Зенит-2SБ» ҫӗклекен ракета тата «Фрегат-СБ» хӑвӑртлатакан блок кӗрет. Пӗрремӗш пуск (КА "Электро-Л" № 1) 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче иртнӗ[19]. КА геостационара ҫывӑх орбитӑна илсе тухнӑ.
2017 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ тӗлне 84 хута янӑ[25], вӗсенчен:
71 ӑнӑҫлӑ,
4 хӑшӗ-пӗри ӑнӑҫлӑ,
9 ӑнӑҫсӑр.
Ракетӑсене икӗ космодромран хута янӑ. «Зенит-3SL» ярӑмӗсене пурне те Тинӗсри старт проекчӗ шайӗнче «Ocean Odysseyan» ишекен платформӑран пурнӑҫланӑ. Ытти модификацисене Байконур космодромран хута янӑ[25].