Ҫӗклекен ракета
Ҫӗклекен ракета (ҪР) е тата космоса ҫитерекен ракета — космос уҫлӑхне усӑллӑ нагрузка кӑларма палӑртнӑ ракета[1].
Хӑш чухне «ҫӗклекен ракета» терминпа анлӑлатнӑ пӗлтерӗшпе усӑ кураҫҫӗ: кӑтартнӑ вырӑна (космоса е Ҫӗрӗн аякри районне) усӑллӑ наугурзкӑна ҫитерме палӑртнӑ ракета — сӑмахран, Ҫӗрӗн искусствӑлла спутникӗсене, космос карапӗсене, ядерлӑ тата ядерлӑ мар ҫапӑҫу блокӗсене. Ҫакӑн пек трактовкӑра «ҫӗклекен ракета» термин «космоса ҫитерекен ракета» (РКН) тата «межконтиненталлӑ баллистика ракети» терминсене пӗрлештерет.
Классификаци
Хӑш-пӗр горизонталлӗ старт илекен авиаципе космос системисемпе (АКС) танлаштарсан, ҫӗклекен ракетӑсем старта вертикаллӗ тухаҫӗ тата (чылай сайрарах) сывлӑш стартне усӑ кураҫҫӗ.
Картлашкасен шучӗ
Космоса усӑллӑ нагрузка кӑларакан пӗр картлашкаллӑ ҫӗклекен ракетӑсем хальхи вӑхӑтчен туса курман, анчах та тӗрлӗ капашлӑ проработка проекчӗсем («КОРОНА», HEAT-1X тата ыттисем те) пур. Хӑш-пӗр чухне пӗр картлашкаллӑ ракета пек ӗрремӗш картлашка вырӑнӗнче сывлӑшри ҫӗклекене усӑ куракан ракетӑна е ун вырӑнне хӑвӑртлатакансене усӑ куракан ракетӑна классификациленме пултарать. Космос уҫлӑхне ҫитме пултаракан баллистика ракетисем хушшинче пӗр сыпӑклисем, ҫав шутра «Фау-2» [2] пӗрремӗш баллистика ракети те, сахал мар; ҫапах та вӗсенчен пӗри те Ҫӗрӗн искусствӑлла спутникӗн орбитине тухаймасть.
Картлашкасем вырнаҫни (компоновка)
Ҫӗклекен ракетӑсен конструкцийӗ ҫакӑн пек пулма пултарать:
- Продольная компоновка (тандемная), унӑн картлашкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри вырнаҫнӑ тата вӗҫевре черетпе ӗҫлеҫҫӗ («Зенит-2», «Протон», «Дельта-4» ҪР);
- Параллеллӗ компоновка (пакетлӑ), параллеллӗ вырнаҫнӑ тата тӗрлӗ картлашкасем шутне кӗрекен темиҫе блок вӗҫевре пӗр вӑхӑтрах ӗҫлеҫҫӗ ("Союз" ҪР);
- условно-пакетлӑ компоновка (ҫурӑ сыпӑклӑ схема текенскер), унта пӗрлехи топливо бакӗсене пур картлашкасем валли усӑ кураҫҫӗ, вӗсенчен пӗр вӑхӑтрах хута каякан тата ӗҫлекен старт тата марш двигателӗсем апатланаҫҫӗ, старт двигателӗсем хӑйсен ӗҫне вӗҫлесен вӗсем кӑна чарӑнаҫҫӗ;
- Компоновка «спаржа» (термина ҫак компоновкӑна тӑвакансенчен пӗри, аэрокосмос инженерӗ Эд Кейт кӗртнӗ), унта айккинчи картлашкасенчен варринчи картлашкасене топливо качитлекен насуссемпе усӑ кураҫҫӗ. Ку схемӑпа Falcon Heavy ҫӗклекен ракетӑн малтанхи проектӗнче усӑ курнӑ, каярахпа схемӑна техника тӗлӗшӗнчен пурнӑҫа кӗртме кӑткӑс пулнипе пӑрахӑҫланӑ.
Усӑ куракан двигательсем
Марш двигателӗсем вырӑнне усӑ курма пултараҫҫӗ:
- шӗвек ракета двигателӗсем;
- хытӑ топливӑллӑ ракета двигателӗсем;
- тӗрлӗ картлашка ҫинчи тӗрлӗ комбинацисем.
Усӑллӑ нагрузка йывӑрӑшӗ
Пӗчӗк тӗрев орбити ҫине кӑларакан усӑллӑ нагрузка массипе ракетӑсен классификацийӗ техника аталанӑвӗпе пӗрле улшӑнса питӗ условлӑ пулса тӑрать[1][3]:
| Ҫӗклекен ракета класӗ | Лутра тӗрев орбити ҫинчи усӑллӑ нагрузка йывӑрӑшӗ | ||
|---|---|---|---|
| ПСЭ[4] | ПСЭ[5] | НАСА[6] | |
| Ҫӑмӑл | 500 кг таран | 5 т таран | 2 т таран |
| Вӑтам | 0,5—10 т | 5—20 т | 2—20 т |
| Йывӑр | 10—100 т | 20—100 т | 20—50 т |
| Питӗ йывӑр | 100 т ытла | 100 т ытла | 50 т ытла |
Ҫавӑн пекех, хӑш-пӗр чухне пӗчӗк тӗрев орбити ҫине 500 килограм таран усӑллӑ нагрузка ҫитерме пултаракан ҫӗклекен ракетӑсен класӗ те палӑрать.
Тепӗр хут усӑ курни
Пӗр хут усӑ курмалли пакетлӑ тата продольлӗ схемӑллӑ нумай картлашкаллӑ ракетӑсем ытларах сарӑлнӑ. Пӗр хут усӑ курмалли ракетӑсем пур элемента та ансатлатнине пула пысӑк шанчӑклӑхпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: орбита хӑвӑртлӑхне ҫитерме пӗр картлашкаллӑ ракета стартри массӑран 7—10 % ытла пулмалла мар, кӑна тума хальхи технологисем те пур чухне те пулӑшмаҫҫӗ, усӑллӑ япала масси пӗчӗк пулнӑран пурнӑҫлама йывӑр тата экономика енчен эффективлӑ мар.
Тӗнче космонавтикин кун-ҫулӗнче пӗр сыпӑклӑ ҫӗклекен ракетӑсене туса кӑларманпа пӗрех — ҫурма сыпӑклӑ модификацисем ҫеҫ пулнӑ (сӑмахран, Америкӑри татӑлса юлакан хушма старт двигателӗсемлӗ «Атлас» ҪР). Темиҫе картлашка пурри ракетӑн пуҫламӑш масси ҫине усӑллӑ нагрузка кӑларакан масса хутшӑнӑвне палӑрмаллах ӳстерме май парать. Ҫав вӑхӑтрах, нумай сыпӑклӑ ракетӑсем хушӑри картлашкасене ӳкме нумай территори пушатма хистеҫҫӗ.
Пысӑк эффективлӑ кӑткӑс технологисемпе (чи малтан двигательлӗ установкӑсемпе ӑшӑ хӳтӗленӳ енӗпе) усӑ курмаллине кура, пӗтӗмӗшле нумай хут усӑ курмалли ҫӗлекен ракетӑсем халлӗхе ҫук-ха, ҫак технологипе пӗрмай интересленеҫҫӗ пулин те тата тапхӑр-тапхӑр нумай хут усӑ курмалли носительсене хатӗрлемелли проектсем уҫӑлаҫҫӗ пулин те (1990—2000-мӗш ҫулсен тапхӑрӗнче — RTOTOOOOON, Kistler K-1, АКС VentureStar тата ытти те). Пайӑр нумай хут усӑ курмалли ракета шутне анлӑн усӑ курӑннӑ американ нумай хут усӑ курмалли (МТКС)-АКС «Спейс шаттл» («Космический челнок») транспорт системи тата МТКС «Энергия—Буран» хатӗрлесе кӑларнӑ, анчах халӗ те прикладной практикӑра усӑ курман совет союзӗн программи, ҫавӑн пекех унччен пурнӑҫа кӗмен (сӑмахран, «Спираль», МАКС тата ытти АКС) тата ҫӗнӗрен хатӗрленекен (сӑмахран, «Байкал-Ангара») проектсем кӗреҫҫӗ. Кӗтнӗ пулсан та, «Спейс шаттл» орбитӑна грузсем илсе ҫитерессин хакне чакарайман; унсӑр пуҫне, пилотланса тӑракан МТКСсем старт умӗнхи кӑткӑс та вӑрах хатӗрленӳ тапхӑрӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ (экипажпа вӗҫнӗ чухне шанчӑклӑхпа хӑрушсӑрлӑх енӗпе пысӑкрах требованисене пула).
Falcon 9 пайӑр нумай хут усӑ курмалли (пӗрремӗш картлашка тата пуҫ обтекателӗ) ҫӗклекен ракета шутланать. Ҫак ҫӗклекен ракетӑн пӗрремӗш картлашкине вӗҫевсем хушшинче минималлӑ пулӑшу усӑ курса 10-ран ытларах вӗҫме май пур. 2022 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне картлашкасен пӗтӗмӗшле вӗҫевӗсен шучӗ 15 хут (B1058), чи пӗчӗк вӗҫев интервалӗ — 21 кун (B1062-6).
Ҫӗлекен ракета ҫинче ҫын пурри
Вӗҫев валли ракетӑсен шанчӑклӑрах пулмалла (ҫавӑн пекех вӗсем ҫине авариллӗ ҫӑлӑнӑҫ системи лартаҫҫӗ), вӗсене утлашши тиеме юрамасть (ытларах чухне — 3-4, 5 g ытла мар). Ҫав вӑхӑтрах ҫӗклекен ракета хӑй карапӗ ҫинче ҫынсемпе космос карапне космос уҫлӑхне илсе тухакан автоматлӑ система шутланать, ку вӑл карапа тӳрремӗнех тытса пыма пултаракан пилотсем, специалистсем (инженерсем, тӗпчевҫӗсем, медиксем), космос турисчӗсем пулма пултараҫҫӗ.
Истори
Реактивлӑ юхӑмпа этемлӗх вӑтам ӗмӗртенпе, ракета хӗҫпӑшалӗнче усӑ курнӑ: Китайра — XIII ӗмӗртенпе, Индире — XVIII ӗмӗртенпе (майсурский ракетӑсем, металл корпуслӑ пӗрремӗш ракетӑсем) усӑ курнӑ. Анчах та ҫак ракетӑсен хӑвӑртлӑхӗ пӗрремӗш космослӑхран чылай пӗчӗкрех пулнӑ.
1897 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче К. Э. Циолковский «Ракета» алҫырӑвӗнче реактивлӑ юхӑмӑн чылай задачине тӗпчет, унта вӗҫмелли аппарат ракета двигателӗн туртӑмӗпе, пӗр улшӑнмасӑр, урӑх вӑйсемсӗр чухне хӑвӑртлӑхӗ мӗнле пулнине палӑртать; юлашки шутлавсем «Циолковский формули» ятпа ҫӳреҫҫӗ. (статья 1903 ҫулта «Наука тишкерӗвӗсем» журналта пичетленнӗ).
1903 ҫулта К. Э. Циолковский «Тӗнче уҫлӑхне реактивлӑ приборсемпе тишкерни» — планетӑсем хушшинчи вӗҫевсене реактивлӑ вӗҫев аппарачӗпе — «ракетӑпа» — пурнӑҫа кӗртмелли майсене теори тӗлӗшӗнчен пӗрремӗш хут тӗпчени. 1911—1912 ҫулсенче ҫак ӗҫӗн иккӗмӗш пайӗ пичетленсе тухнӑ, 1914 ҫулта — хушмалли. К. Э. Циолковский тата хӑйне уйрӑммӑн Ф. А. Цандер ҫапла пӗтӗмлетӳсем тунӑ: космос вӗҫевӗсене ун чухнех паллӑ мар энерги ҫӑлкуҫӗсенче те йӗркелеме пулать, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли практика схемисене те кӑтартнӑ (ракета форми, двигателе сивӗтмелли принципсем, шӗвӗ газсене топливо вырӑнне усӑ курни тата ытти те).
Ҫӗклекен ракетӑн пӗрремӗш теори проекчӗ «Lunar Rockett» пулнӑ, ӑна 1939 ҫулта Планетӑсем хушшинчи британи обществи проектланӑ. Проект 1930-мӗш ҫулсенче пур технологисем ҫинче кӑна никӗсленекен Уйӑх ҫине усӑллӑ тиев илсе ҫитерме пултаракан ҫӗклекен ракетӑна хатӗрлеме хӑтланнӑ, урӑхла каласан, реализмла шухӑшсем ҫинче никӗсленнӗ космос ракетин пӗрремӗш проекчӗ пулнӑ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнине кура проектпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене татнӑ та космонавтика историне вӑл пысӑк витӗм кӳреймен[7].
1957 ҫулта орбитӑна тиев («Спутник-1») илсе ҫитернӗ тӗнчери чи пӗрремӗш чӑн-чӑн ҫӗклекен ракета совет союзӗн Р-7 («Спутник») пулнӑ. Малалла СССРпа АПШ, унтан тата темиҫе ҫӗр-шыв хӑйсен ҫӗклекен ракетисене усӑ курнипе «космос держависем» пулса тӑнӑ. ССРП тата АПШ, чылай каярах Китай та пилотлӑ вӗҫевсем валли ҪР туса хунӑ.
Хальхи вӑхӑтра усӑ куракан ҫӗклекен ракетӑсенчен чи хӑватлисем американ Space Launch System ( лутра ҫӗр таврашӗнчи орбита ҫине 95 тонна кӑларать) тата SpaceX уйрӑм компанин ҫӗр ҫумӗнчи лутра орбитӑна 64 тонна таран кӑларма пултаракан Falcon Heavy.
Маларахра (ҫынна Уйӑх ҫине ҫитермелли проектсем шайӗнче) тата пысӑкрах хӑватлӑ ҫӗклекен ракетӑсем — американ «Сатурн-5» ҪР тата совет союзӗн «Н-1» ҪР, каярахпа, совет союзӗн «Энергия» — туса кӑларнӑ. Анчах хальхи вӑхӑтра вӗсемпе усӑ курмаҫҫӗ. Вӗсене ҫитме пултаракан хӑватлӑ ракета системи американ МТКС «Спейс шаттл» пулнӑ, ӑна 100 тоннӑллӑ массӑллӑ пилотланса тӑракан карапа кӑларма пултаракан чи йывӑр класлӑ ҪР пек пӑхса тухма май пур, е йывӑр класлӑ ҪР пек, е Ҫӗр ҫумӗнчи лутра орбита ҫине усӑллӑ нагрузкӑна (20—30 тонна таран, орбитӑран килет) илсе тухмалли ҪР пек. Ҫав вӑхӑтрах космос карапӗ-челнок нумай хут усӑ курмалли космос системин иккӗмӗш картлашки шутланнӑ.
Проектланакан йывӑр ҫӗлекен ракетӑсем
Раҫҫейри виҫҫӗмӗш йывӑр класлӑ ҫӗклекен ракета «Енисей» класри ҫӗклекен ракета пулма пултарать, ӑна туса кӑлармалли пӗтӗмлетӳллӗ план-графика 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче алӑ пуснӑ. Ракета валли инфраструктура тӑвасси 2026 ҫулта пуҫланать, пӗрремӗш вӗҫеве 2028 ҫулта Восточный космодромӗнчен вӗҫме палӑртнӑ. Раҫҫейри чи йывӑр ҫӗнӗ ҪР 70 тонна ытла тиеве ҫӗр ҫумӗнчи лутра орбита ҫине илсе тухӗ тата инҫетри космоса вӗҫессине тивӗҫтерӗ[8].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 БСЭ, 1975.
- ^ Дорнбергер, 2004.
- ^ Горкин, 2006.
- ^ БСЭ, 1975: «Р.-н. можно условно разделить на след. классы: лёгкие (до 500 кг), средние (до 10 т), тяжёлые (до 100 т), сверхтяжёлые (св. 100 т).».
- ^ БРЭ: «РН разделяются на лёгкие (до 5 т, напр., «Космос», «Вега»), средние (5–20 т, «Союз», «Зенит»), тяжёлые (20–100 т, «Протон-М», «Ариан-5»), сверхтяжёлые (св. 100 т, «Н-1», «Энергия»)».
- ^ McConnaughey: «… Small: 0–2 t payloads, Medium: 2–20 t payloads, Heavy: 20-50t payloads, Super Heavy: >50t payloads».
- ^ BIS Lunar Lander.
- ^ Сверхтяжелая российская ракета получила название "Енисей".
Вуламалли
- В. А. Александров, В. В. Владимиров, Р. Д. Дмитриев, С. О. Осипова. Ракеты-носители / под ред. С. О. Осипова. — Воениздат, 1981. — 315 с. — 17 000 экз.
- В. И. Куренков. Конструкция и проектирование изделий ракетно-космической техники. — электрон. учеб. пособие. — Минобрнауки России, Самарский гос. аэрокосмический университет им. С. П. Королева, 2012.
- РАКЕ́ТА-НОСИ́ТЕЛЬ // Пысӑк Раҫҫей энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов. — М. : Большая российская энциклопедия, 2004—2017.
- Техника. Современная иллюстрированная энциклопедия. — Росмэн, 2006.
- Дорнбергер В. «Фау-2». Сверхоружие Третьего Рейха. 1930—1945 = V-2. The Nazi Rocket Weapon / Пер. с англ. И. Е. Полоцка. — Центрполиграф, 2004. — 350 с. — ISBN 5-9524-1444-3.
- Ракета-носитель / Г. А. Назаров // Проба — Ременсы. — М. : Советская энциклопедия, 1975. — (Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров ; 1969—1978, т. 21).
Каҫӑсем
Вырӑсла:
- Ракетоноситель или ракета-носитель (выр.).
- Ракеты-носители Государственного космического научно-производственного центра имени М. В. Хруничева (выр.).
- Перспективные ракеты-носители (выр.) (2 ҫурлан 2018).
- Сверхтяжелая российская ракета получила название "Енисей" (выр.). ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗ.
- Архивированная копия (выр.). ГКНПЦ имени М. В. Хруничева. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2008 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
Акӑлчанла:
- BIS Lunar Lander (англ.).
- Block 5 Phone Presser (англ.) (10 ҫӑвӑн 2018).
- Clark, Stephen Musk previews busy year ahead for SpaceX (англ.). Spaceflight Now (4 акан 2017).
- Paul K. McConnaughey; Mark G. Femminineo, Syri J. Koelfgen, Roger A. Lepsch, Richard M. Ryan, Steven A. Taylor.: Draft Launch Propulsion Systems Roadmap: Technology Area 01 (англ.) (PDF). НАСА p.11 (Чӳк 2010). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
- NASA Attemis.
- NASA evaluating schedule, launch date forecasts for Artemis 2.
Шаблон:Совет тата раҫҫей ракетӑпа космос техники Шаблон:Пӗр хут усӑ курмалли ҫӗлекен ракетӑсем Шаблон:Нумай хут усӑ курмалли ҫӗлекен ракетӑсем