Южмаш
А. М.Макаров ячӗллӗ «Кӑнтӑрти машина тӑвакан завод» патшалӑх предприятийӗ (Южмаш) — ракетӑпа космос техникине тата Днепрта вырнаҫнӑ урӑх ӑслӑх продукцине туса кӑларакан пысӑк предприяти. Заводӑн нумай ҫул ӗҫлекен директорне Александр Максимович Макарова халалласа ят панӑ.
Истори
1944 ҫулта ССРП ертӳлӗхӗ Кутаиси, Днепропетровск, Одесса, Новосибирск тата Иркутск хулисенче ҫӗнӗ автомобиль тата автосборка завочӗсем тума йышӑннӑ.
Днепропетровска ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн, 1944 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗнче Патшалӑх хӳтӗлев комитечӗ кунта ҫӗнӗ автомобиль завочӗ тӑвасси пирки постановлени йышӑннӑ. Завода авиамотор завочӗ вырӑнӗнче хывнӑ, ӑна тума Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи умӗн пуҫланӑ, ҫапах та туса пӗтереймен.
1951 ҫулта Днепропетровскри автозавод «Кӑнтӑр машинӑсем тӑвакан завод» производство пӗрлешӗвне кӗнӗ.
Р-12 ракета, Южмашра йӗркеленнӗскер, СССР-ти чи массӑллӑ баллистика ракети пулса тӑнӑ. Каярах Р-14 ракета кӑларма тытӑннӑ, ҫав саманта вӑл тӗнчери чи хӑватлӑ пӗр сыпӑклӑ ракета пулнӑ.
Предприятире Днепропетровск хулинче пурӑнакансем кӑна мар, ССРП пур кӗтесӗнчен те, тӗпрен илсен тата чи малтан Украина ССРӗнчен, РСФСРтан тата Белорусси ССРӗнчен специалистсем тата рабочисем ӗҫленӗ.
1983—1993 ҫулсенче «Южмаш» предприятисен пӗрлешӗвӗн шутне кӗрекен Павлоградри механика савутӗнче (Павлоградра) ССРП-па Российӑри стратегилле тӗллевлӗ ракетӑллӑ ҫарсен ҫар службинче тӑракан чугун ҫул ҫинчи Боевой ракета комплексӗ валли РТ-23 УТТХ «Молодец» ракетисене туса кӑларнӑ[1].
1995 ҫулта «Тинӗс старчӗ» проекчӗ валли «Зенит» ҫӗклекен ракетӑсем туса кӑларма контракт алӑ пуснӑ. 1999 ҫулта ҫак проекта пурнӑҫланӑ май «Зенит» ракетӑна пӗрремӗш хут хута янӑ. 2008 ҫулта «Байконур» космодромран «Зенит» ракетӑна пӗрремӗш хут «Ҫӗр ҫинчи старт» программӑпа вӗҫтерсе янӑ[2].
2012 ҫулта ӗҫлекенсен вӑтам йышӗ 10 пин ҫын пулнӑ[3].
2012 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче «Вега» ҫӗклекен ракетӑн пӗрремӗш запускӗ пулнӑ, унӑн валли двигательсенчен пӗрне (РД-843) «Южмашра» кӑлараҫҫӗ. 2013 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче «Антарес» американ ҫӗклекен ракетине пӗрремӗш ӑнӑҫлӑ хута янӑ, ун валли «Южмашра» 1-мӗш картлашкари агрегатсен пайне туса кӑлараҫҫӗ[2].
2014-мӗш ҫулта «Зенит» ҪР кӑларассине «Южмашра» чарса лартнӑ[4], ку вара «Зенитсем» кӑларнинчен 80 % яхӑн тупӑш илекен предприятие йывӑррӑн пырса ҫапнӑ. «Южмаш» представителӗ каланӑ тӑрӑх, «Зенит ҫӗлекен ракетӑсен икӗ-виҫӗ заказӗ юлашки ҫулсенче пире ӗҫлекенчене ӗҫ укҫи тӳлеме май панӑ». Ҫавӑн пекех Раҫҫей титан шар-баллонӗсене туянма чарӑннӑ[5][6]. Также прекратилась закупка Россией титановых шар-баллонов[7].
2015 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнче заводра ӗҫлекенсен забастовки пулса иртнӗ. Тепӗр кунне генеральнӑй директорӑн ҫумӗ 20 трактор валли заказ килнине, завод валли ҫӗр налукне пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ тупӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа завод проходнойӗсене, генеральнӑй директор приказӗпе, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗччен хупнӑ[8]. 2015 утӑ уйӑхӗнче «Южмаш» гендиректорӑн пулӑшуҫи Владимир Ткаченко пӗлтернӗ тӑрӑх, заводра икӗ эрне ӗнтӗ техника шывне сӳнтернӗ, санузлсем ӗҫлемеҫҫӗ, предприяти ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи тӳлессипе ҫыхӑннӑ чӑрмавсем пуррине тата ытти те пӗлтернӗ[9], электроэнергишӗн пухӑннӑ парӑм 200 млн гривнӑна ҫитнӗ, «Днепрооблэнерго» ӑна 4 йӗртен 3-шне электричество пама чарнӑ[10]. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче НАСА делегацийӗ «Южмаша» ҫитсе икӗ енлӗ килӗштерсе ӗҫлемелли вариантсене сӳтсе явнӑ[11].
2015 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, «Южмаш» продукцие пурнӑҫланин калӑпӑшӗ пурӗ 585 млн гривнапа (25 млн доллара яхӑн) (танлаштарма — 2011 ҫулта савутӑн тупӑшӗ 1,9 млрд гривна е 240 млн доллорпа танлашнӑ) ҫеҫ танлашнӑ[12][13].
2016 ҫулта «Южмашпа» «Лирен» 44,60 млн гривна чухлӗ хурҫӑ поставкисем тума икӗ килӗшӳ тунӑ[14]. ««Южмаш» предприяти ӗсне пӗрре ҫурӑ хут ӳстернӗ[15], ҫапах та завод кризислӑ лару-тӑрура юлнӑ. Сӑмахран, электроэнергишӗн тӳлемелли, ҫавӑн пекех ӗҫ укҫи тӳлемелли проблемӑсем сыхланса юлнӑ[16][17].
Ҫавӑн пекех, 2016 ҫулта Бразили «Циклон-4» ракета тӑвас программӑна пӑрахӑҫланӑ, вӑл «Южмаш» хутшӑннипе пурнӑҫланса пынӑ пулнӑ — ҫакӑн хыҫҫӑн, предприяти директорӗ Сергей Войт каланӑ тӑрӑх, «Южмашӑн» наци космос валли хатӗлемелли чӑн пурнӑҫри пӗр программи те юлман"[18]. 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Антарес ҪР пӗрремӗш картлашкин икӗ тӗп конструкцине АПШ-на тиесе ӑсатнӑ[19].
2017 ҫулта Украинӑн Патшалӑх космос агентствин пуҫлӑхӗ Юрий Радченко «Южмаш» тӑрӑмне ҫапла кӑтартнӑ: «Sea Launch проектне чарсан заводӑн пысӑк саккассем пӗтнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, «Зенит» серилле ракетине тунисӗр пуҫне савутӑн паянхи куна урӑх ним те ҫук. Унӑн шалти коопераципе ҫыхӑннӑ ют ҫӗршыв заказчикӗсемпе пӗчӗк контрактсем ҫеҫ. Анчах та вӗсем завод проектланӑ производство калӑпӑшӗсене шӑнӑҫтараймаҫҫӗ. Унӑн инфраструктурипе хӑвачӗсем ҫулсерен вуншар ракета туса илме май параҫҫӗ, ҫапах та эпир юлашки виҫӗ ҫул хушшинче пӗр ракета та та тӑваймарӑмӑр»[20]. Прессӑра КНДРта усӑ курнӑ РД-250 технологине анлӑн сӳтсе явнӑ.
2019 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче «Южмаш» «Альфа-Металлпа» Антарес[21] программи валли 80 млн тенкӗлӗх металл тӑратма килӗшӳ тунӑ. 2019 ҫулта Раҫҫейри S7 компани, «Тинӗс старчӗ» проектӑн ӗҫне ҫӗнӗрен пуҫарма пикеннӗскер, «Южмашпа» килӗштерсе ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫавна пула заводӑн хӑйӗн ӗҫченӗсен умӗнче ӗҫ укҫи парӑмӗ ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ[18].
2019 ҫулта Америкӑпа Украинӑн «Firefly» космос компанийӗ «Южмаш» савута ракета деталӗсене сериллӗ туса кӑларма контракт сӗннӗ, вӗсен хушшинче 100 ҫуну камери, 500 автоматика агрегачӗ тата 40 турбонасус. Контракт сумми 15 млн долларпа танлашнӑ[22]. Юпан 30-мӗшӗнче «Южмаш» генеральнӑй директорне Войта ӗҫрен кӑларасси ҫинчен калакан приказа алӑ пуснӑ[23], анчах та юпан 31-мӗшӗнчех приказа пӑрахӑҫланӑ[24].
2020 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче «Южмаш» «Альфа-Металлпа» 42,9 млн гривна пуҫне 88,7 т алюмини тӑратма килӗшӳ тунӑ. 2020 ҫулта савут «корпоратизаци» планне сӗннӗ. Ӗҫлекенсен вӑтам йышӗ 5400 таран чакнӑ[25]. Средняя численность сотрудников уменьшилась до 5400[3].
2020 ҫул варри тӗлне «Южмаш» кризис лару-тӑрӑвӗнче юлнӑ. Ӗҫ укҫи тата налук енӗпе 210 млн гривна, электроэнергишӗн 30 млн гривна парӑма кӗнӗ. Предприятире ӗҫлекенсен шучӗ 4,8 пине ҫити чакнӑ[18]. [26] Вӑтам ӗҫ укҫи 6-7 пин гривна яхӑн (250 доллара яхӑн) пулнӑ, ӗҫлекенсен вӑтам ӳсӗмӗ — 60 ҫула яхӑн.
Ҫав ҫулах «Caris» кӑнтӑр корей фирмипе «Южмаш» 5000 электробус тата 7800 заряд станцийӗ туса кӑларма 850 млн доллара яхӑн суммӑпа меморандум алӑ пуснӑ[27].
2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Украинӑн Аслӑ ради 3697-мӗш номерлӗ саккунпроектне 2020 ҫулхи Патшалӑх бюджечӗ ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртнӗ, вӗсем тӑрӑх Южмаша 2318,228 млн гривна патшалӑх (90 млн гривна налук валли тата 6,416 млн гривна кредит валли) тата ӗҫченсем (ӗҫ укҫи валли 210 млн гривна) умӗнчи парӑмсене сӳнтерме уйӑрма палӑртнӑ[28][29][3]. Украинӑн резерв фондӗнчен упранакан гептила утилизацилеме 15 млн гривна уйӑрнӑ[18].
2021 ҫулхи акан 30-мӗшӗнче Италири Avio S. p.А компанипе «Вега» ҪР валли 10 двигатель тӑратма калаҫса татӑлни ҫинчен пӗлтернӗ[30]. 2021 утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Сауд Аравийӗнчи «National Building & Marketing Co» металпа суту-илӳ тӑвакан компанипе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӗве алӑ пуснӑ[31].
2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Южмаш» АПШ-на Firefly Aerospace «Beta» ракетӑн пӗрремӗш картлашкин габаритлӑ-сыпӑклӑ макетне ӑсатнӑ[32]. Украинӑн патшалӑх бюджечӗ умӗнчи парӑм 77,3 млн гривна пулнӑ[33]. Авӑнӑн 22-мӗшӗнче Украина министрсен Кабинечӗ 1146-р №-лӗ хушӑвӗпе «Южмаш» акционерсен обществине реорганизацилеме тытӑннӑ[34][33].
Ӗҫ-хӗл ҫул-йӗрӗсем
«Антарес» ракетӑн пӗрремӗш картлашки
«Южмаш» американ «Антарес» ҫӗклекен ракетин 1-мӗш сыпӑклӑ тӗп конструкцине туса кӑларать[36].
Маларах кӑларнӑ техника
«Зенит» ҫӗклекен ракета
2014-мӗш ҫулччен «Тинӗс старчӗ» тата «Ҫӗр ҫинчи старт» программӑсем валли «Зенит» ҫӗклекен ракетӑсем кӑларас ӗҫе пурнӑҫланӑ. 2014 ҫулта «Зенитсен» производствине чарса лартнӑ[13][4].
2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче «Южмаш» Раҫҫей S7 компанипе «Тинӗс старчӗ» проект валли «Зенит» ракетӑсене тӑратма контракт алӑ пусни пирки пӗлтернӗ[4]. 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗнче МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, S7 Space компанин ертӳлӗхӗ «Южмаш» савута контракта салатса яма палӑртни пирки пӗлтернӗ[39][40].
Тракторсем
1950-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче ракетӑсен вӑрттӑн производствине тата ҫар-космос продукцине туса илессине пытарма, ҫавӑн пекех СССРта ял хуҫалӑх техникин производствине ӳстерес тӗллевпе Кӑнтӑр машина тӑвакан завода Минскри трактор завочӗ МТЗ-5 универсаллӑ кустӑрмаллӑ трактор туса кӑларма документаци панӑ. Унӑн производстви 1958 ҫулта пуҫланнӑ та 1972 ҫулччен тӑсӑлнӑ.
1960-мӗш ҫулсенче Южмашра ЮМЗ-6 кустӑрмаллӑ тракторсен паха ҫемьине туса хатӗрленӗ, ӑна 1970-2001 ҫулсенче туса кӑларнӑ. ЮМЗ-6 тракторӗсем чи массӑллисем пулнӑ, уйрӑмах строительство отраслӗнче. Вӗсем ҫине 1970—1980-мӗш ҫулсенче ЭО-2621А тата ЭО-2621В йышши экскаваторлӑ установкӑсене вырнаҫтарнӑ. Ҫак тракторсене Минск тракторӗсенчен икӗ тӗслӗ сӑрӑ пуррипе ҫӑмӑллӑнах уйӑрма пулнӑ.
- МТЗ-2 (1953—1958), МТЗ-5: МТЗ-5М (1958—1961), МТЗ-5МС (1958—1972), МТЗ-5ЛС (1958—1972)
- ЮМЗ-6: ЮМЗ-6Л/ЮМЗ-6М (1971—1979), ЮМЗ-6АЛ (1979—1985), ЮМЗ-6АМ (1979—1986), ЮМЗ-6СТЛ (1990), ЮМЗ-6КЛНМ (1986), ЮМЗ-6ЮЛМ (1986) З-6М (1975), ЮМЗ-6АКЛ/ЮМЗ-6АКМ (1992), ЮМЗ-6ДЛМ (1993), ЮМЗ-611 (1985—), ЮМЗ-611КЛМ (1991)
- ЮМЗ-615 (2003), ЮМЗ-650 (1991—2000), ЮМЗ-652 (1991—2000), ЮМЗ-6002/СЭШ-6002 (1996)
- ЗТМ-60Л/ЗТМ-60ЛД (1993), ЗТМ-60ГД (1994), ЗТМ-62 (1993), ЗТМ-62Л/ЗТМ-62М (1995), ЗТМ-82ЛМ (1994)
- ЮМЗ-8271 (1998), ЮМЗ-8280 (1998), ЮМЗ-10280 (2000), ЮМЗ-10244 (2003), ЮМЗ-8085 (2003), ЮМЗ-8285 (2003), ЮМЗ 8040, ЮМЗ 8244, ЮМЗ 8080
Ытти
«Циклон» ҫӗклекен ракета[41], спутниксем («Днепропетровск спутникӗ»), ракета двигателӗсем, ҫил турбинисем, апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗ валли хатӗрленӗ оборудовани, Ан-140, Ан-148, Ан-158 самолетсен шассисен агрегачӗсем тата ыттисем те. Утӑ уйӑхӗнче «Антонова» тендер тӑрӑх, Ан-178-100Р самолёт валли 15 стойка тума 2021 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗччен 294,4 млн гривна хакпа контракт тунӑ[42][43].
Ҫавӑн пекех завод ЮМЗ-Т1, ЮМЗ-Т2 тата ЮМЗ Е186, Днепр-Т103, Днепр-Т203 троллейбуссем; А186 автобус кӑларнӑ.
Завод директорӗсем
- 1961—1986 — Александр Макаров
- 1986—1992 — Леонид Кучма
- 1992—2005 — Юрий Алексеев
- 2005—2014 — Виктор Щёголь
- 2014 — хальхи вӑхӑтра — Сергей Войт
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ «Молодец» прятался в поезде стратегического назначения. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 [1] , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗнчи копийӗ // Южный Машиностроительный Завод
- ^ 1, 2, 3 Рада отсрочила долги «Южмаша» перед бюджетом и нашла 300 миллионов гривень на долги по зарплате (выр.). www.unian.net (14 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Космическому контракту не подходят двигатели , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗнчи копийӗ // Коммерсантъ № 99 (6093) от 06.06.2017
- ^ Южмаш теряет 80 % дохода из-за отказа Роскосмоса от ракет Зенит — Korrespondent.net. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Южмаш потеряет 80 % выручки из-за отказа России от «Зенитов». Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Производство составляющих для ракетных двигателей переедет с Украины в Россию (выр.). lenta.ru (26 ҫурлан 2014). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ «Южмаш» закрыт: всем спасибо, все свободны (выр.). svpressa.ru (26 кӑрлачӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Падение Южмаша: на заводе не работают даже туалеты , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗнчи копийӗ // Korrespondent.net
- ^ «Южмаш» отключают от электроснабжения // «День». — 2015. — 28 утӑн (№ 132). 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Делегація nasa уперше відвідала кб «Південне» і Південмаш (укр.) (20 чӳкӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Кто распространяет слухи о банкротстве «Южмаша»? , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗнчи копийӗ | Днепровский городской сайт
- ^ 1, 2 «Южмаш» застыл в ожидании гособоронзаказа. На сайте компании опубликовали и сразу удалили документы, проясняющие ситуацию на предприятии , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнчи копийӗ // Днепр | ВЕСТИ
- ^ «Південмаш» замовив сталь для будівництва ракет у запорізького підприємства (укр.) (21 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ С. Н. Войт. Южмаш: что было и что будет (выр.) (5 кӑрлачӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Из-за долгов Южмаша без света могут остаться несколько микрорайонов Днепра. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
- ^ В Днепропетровске около 150 сотрудников «Южмаша» требовали погашения долгов по зарплате , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнчи копийӗ // Интерфакс
- ^ 1, 2, 3, 4 Ю. Корзун, С. Крюкова. Директор "Южмаша" Сергей Войт: "Европа хочет от нас одного – чтоб мы передали чертежи разработок" (выр.) (2020-06-01). 2020 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ "Южмаш" отправляет в США основные конструкции для ракеты-носителя "Antares" (выр.). inform-ua.info (4 раштавӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ И. о. главы ГКАУ: реформа украинской космической отрасли — не дань моде, наша главная задача — выйти на максимально широкое международное сотрудничество , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнчи копийӗ // Интерфакс-Украина
- ^ Южмаш купил российского алюминия на 80 миллионов (выр.) (25 кӑрлачӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ «Южмаш» получил заказ от Firefly Aerospace. Его оценили в $15 млн. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ.
- ^ За увольнением директора Южмаша стоит КБ "Южное" (выр.). Вести (1 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Кабмин уволил главу ГКАУ после его попытки снять гендиректора "Южмаша" (выр.). Интерфакс-Украина (4 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Предприниматель Владимир Усов станет главой Государственного космического агентства. Что он будет делать в этой должности? , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнчи копийӗ // Бабель, 16 декабря 2019
- ^ Ӗҫлекенсен шучӗ 2020 ака уйӑхӗ тӗлне 4800 танлашать. https://strana.today/news/260951-zavod-juzhmash-v-dnepre-na-hrani-bankrotstva-iz-za-otsutstvija-hoszakazov-i-dolhov.html , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Южмаш построит 5 тысяч электроавтобусов совместно с Южной Кореей. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Уставной капитал Южмаша пополнится на 2,3 млрд грн за счет бюджетных средств. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ «Південмаш» закуповує метал для виробництва ракетоносіїв Antares (укр.) (16 пушӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Украина поставит Италии 10 двигателей для ракеты-носителя Vega (выр.). ТАСС (30 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Южмаш подписал меморандум о сотрудничестве с саудовской компанией National Building & Marketing Co (выр.) (23 утӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Украинский «Южмаш» отгрузил в США первую ступень ракеты Beta (выр.). lenta.ru (13 ҫурлан 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 С. Филатов. Южмаш переведут в статус акционерного общества. (выр.). vesti.ua (22 авӑнӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Розпорядження Кабінета Міністрів України від 22 вересня 2021 р. № 1146-р "Про погодження перетворення державних підприємств космічної галузі в акціонерні товариства" (укр.) (22 авӑнӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ КБ Южное разработали ступень для успешно запущенной ракеты Антарес. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Южный Машиностроительный Завод. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ.
- ^ РД-843. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Як вмирає «Південмаш»: без Росії не допоміг ні Порошенко, ні Зеленський. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Владелец "Морского старта" отменил заказ на ракеты "Зенит". РИА Новости (20190321T0313+0300Z). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ СМИ: хозяин «Морского старта» отменил заказ на украинские ракеты , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнчи копийӗ // Взгляд, 21.03.2019
- ^ На старых дрожжах. Со дня запуска первой ракеты семейства «Циклон» исполнилось 50 лет. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
- ^ В. Колисниченко. «Южмаш» поставит «Антонову» стойки шасси для Ан-178 на 294,4 млн грн (14 авӑнӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Звіт № 2778-1 (договор № 170.009.2021 от 23.07.2021) (укр.). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Южмаш официаллӑ сайчӗ
- «Южмаша» контейнерсем АПШ-на тухса кайма пултараҫҫӗ( ӗҫлемен каҫӑ)
- «Южмаш» А-186 харпӑр конструкциллӗ автобусне тӗрӗслет
- Украинӑри двигатель паян Европӑри спутниксене орбитӑна илсе ҫитерет, анчах …
Шаблон:ЮМЗ троллейбусӗсем Шаблон:ССРП Трактор предприятийӗсем Шаблон:«Южмаш» КБ ракета двигателӗсем Шаблон:Троллейбуссем туса кӑларакан предприятисем
