Çĕлен утравĕ
Географи
Утрав Тăнай шывĕн дельти анлăхпа пĕр тан вырнаçнă, унран 35 çухрăм тухăçнелле ларать. Утравăн географи координатисем: 45°15’18’’ ç.ан., 30°19’15’’ т.в. Утрав форми хĕрес пек, унăн лаптăкĕ 0,17 км2.
Чи çывăхри пурăнмалли вырăн — Румынири Сулина хула. Украинăн чи çывăххи — Вилково хули.
Утрав çыранĕсем чăнкă, анчах та çăв енченех кунта темиçе пляж пур: «Дамски», «Дергач», «Ылтăн» тата «Бандитсен».
Экологи
Ку утрава вĕçен кайăксем кăнтăралла вĕçнĕ чухне канмашкăн усă кураççĕ. Çурхи кайăксен вĕçевĕ вăхăтĕнче кунта 234 тĕс тупма пулать.
Тăнай юхăмĕпе хăш-пĕр чухне кунта хурăн пуçлă çĕленсем юхса килеççĕ. Утрав ятне çав çĕленсене пула панă та.
Утрав çумĕнчи шывсенче 41 тĕрлĕ тĕслĕ пулă, 6 (вĕсенчен 4-ăшне Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ) тĕслĕ краб пурăнаççĕ.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- С.Охотников Святилище Ахилла на острове Левке (Змеиный) . // К., Наукова думка – 1993.– 140 с., (соавтор А.С. Островерхов).
- Сергей Астахов. Дар Посейдона: украинский остров Змеиный вступает в новую эру. 2000 (2008 çулхи ака, 11).
- И. Владимиров. Змеиный — не Тузла 2008 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче архивланӑ.. 2008
- Материалы дела Румыния против Украины в МС ООН 2014 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)
- Доклад Международного Суда 2007—2008 на 63 сессии ГенАссамблеи ООН 2010 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- Змеиный остров. Статья в Энциклопедическом словаре Ф. А. Брокгауза и И. А. Ефрона.
— Живой Журналри этем пĕрлĕхĕн теми «Остров Змеиный»