Çĕньял (Сарăту облаçĕ)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ял-хула
Çĕньял
Ялав Герб
Ялав Герб
52°38′54″ с. ш. 47°48′42″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă район Хволынск
Ял тăрăхĕ [[ял тăрăхĕ|]]
Шайли пайлану урамсем
Историпе географи
Ҫӳллӗш 89 м
Сехет тӑрӑхӗ UTC+4:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 177 ҫын (2010)
Национальноҫсем чăвашсем, ирҫесем
Конфессисем православсем
Катойконим çĕньялсем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 84595
Почта индексӗ 412741
ОКТМО кочӗ 63649430106
ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) 63249855002
Çĕньял на карте
Çĕньял
Çĕньял

Çĕньял (выр. Ерёмкино) — Сарӑту облаҫӗн Хвалынск районĕнчи ял, нумайрах чăвашсем пурăнаççĕ. Ку пурăнакан вырăн — районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ теме пулать. Анчах истори тĕлĕшпе пăхсан апла мар.

Ял йышĕ тата тытăмĕ

2002-мĕш çулта 253, 2010-мĕш çулта 177 çын пурăннă[1].

Ялта виçĕ урам. Вĕсен вырăсла ячĕсем çакăн пек: Комсомольская улица, Луговая улица, Улица Мира. Чăвашла ячĕсем паллă мар.

Истори

Хвалынскири таврапĕлӳ музейĕн ăслав ĕçлевçи Л.Е. Сетежева çапла çырать[2]:

<Куçару: Сарăту таврашне чăвашсем XVII ĕмĕр вĕçĕнче – XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче килнĕ те, тĕпрен илсен çурçĕрти уессенче вырнаçнă: Кузнецки, Петровски, Вольски, Хвалынски. Ĕлĕкренпех хăйсенчен чылай йышлăрах халăхсемпе хутшăнни вĕсене хăйъевĕрлехсене сыхласа хăварма чăрмантарман.>

Çĕньяла уйрăммăн илес пулсан вара, ун пирки çав ăславçах акă мĕн тет[2]:

<Куçару: "Старая Лебежайка" текен ялта коллективизаци çулĕсенче çĕр ĕçлекенсен 13 юлташлăхне тунă. Хăшпĕр килсем юлташлăхсен çĕрĕсем патнелле уйрăлса тухнă. Тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш юлташлăхсем "Пичельни" текен вырăнтан кăнтăрарах вырнаçнă — хальхи Çĕньялăн чиккисем тĕлнеллех. Вĕсене "Новая Жизнь" тата "Туналейка" тенĕ. Çапла вара çĕнĕ чăваш ялĕсем никĕсленнĕ: Çĕньял тата Туналейка хуттăрĕ.>

Çак йĕркесемпе паллашсан, Çĕньяла XX ӗмӗрте çеç никĕсленĕ пек ăнланма пулать. Анчах та çавăнтанах[2] илнĕ урăх йĕркесем ку тĕлĕшпе иккĕленме хистеççĕ:

Вуламалли

  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

Асăрхавсем

  1. ^ Çырсатухусен официаллă палартавĕсем. 2018 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ 1, 2, 3 Сетежева Л.Е.Чуваши - кто они? 2017 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче архивланӑ. — 13 ноябрь 2014, Хвалынскири "Звезда" хаçат.

Каçăсем