Çĕньял (Теччĕ районĕ)

Çĕньял, выр. Малое БисяриноТутарстанăн Теччĕ районĕн чăваш ялĕ.Ялтан район центрне – 23, Хусана – 123, Пăвари чукун çул станцине – 38 километр. Çĕньяла Теччĕрен асфальт сарнă çулпа çитме пулать.

Тавралăхĕ

Кун-çулĕ

1830-мĕш çулсенче Хупкĕпертен уйрăлса тухса пулнă ял – Çĕньял. Ял ячĕ легенда тăрăх тĕрĕксен «Бисер» сăмахĕнчен пулса кайнă, çаплах кунти Пиçарка шывĕнчен тухса кайнă тесе те калаçаççĕ. Яла пуçарса яракансем малтанах вăрманти шурлăхăн пĕр утравĕ çинче («Çут пуç») чарăннă. Кайран тин çăл куç пуçланнă çĕрти хăмăшлă вара пырса чарăннă. Çакăнта тĕпленсе кайнă та Çĕньял. Малтанах кунта виçĕ çемье куçса килнĕ.[1]. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ялтан 137 çын хутшăннă. Вĕсенчен вилнисемпе хыпарсăр çухалнисем 62 çын[2].

Паллă çынсем

Вуламалли

  • Николай Розов. «Çĕньял – Малое Бисярино»

Ӑнлантарусем

  1. ^ Сувар хаçăт Çĕньял çинчен 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Сувар хаçăт Çĕньял çинчен 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем