Чакăлтăм
| Гербĕ | Ялавĕ |
|---|---|
| Чакăлтăм | |
| Патшалăх | Раҫҫей Федерацийӗ |
| Республика | Тутарстан Республики |
| Район | Теччĕ районĕ |
| Ял тăрăхĕ | Пăхăрçă ял тăрăхĕ |
| Лаптăк | км² |
| Халăх йышĕ | 124 2009 |
| Йышлăхĕ | /км² |
| Телефон префиксĕ | +7 84373 |
| Почта индексĕ | 422384 |
| Геогр. широти | 54°46′49″ Ç/N |
| Геогр. долготи | 48°24′29″ Т/E |
| Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
| ОКАТО (код) | 92255812005 |
Чакăлтăм выр. Чувашский Чикылдым Тутарстанăн Теччĕ районĕн чăваш ялĕ. Ялтан район центрне 45 километр, Хусана – 205, Пăвари чукун çул патне çитме 30 километр. Ял Теччĕ хулинчен кăнтăр хĕвел анăçнелле, Теччĕпе Пăва районĕсен чиккинче, Сĕве шывĕнчен 2 километрта вырнаçнă. Тархан – Пăва трассинчен 500 метр асфальт сарман çулпа утсан Чакăлтăма çитме пулать.
Тавралăхĕ
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Урамсем
Урамсен халăхри ячĕсем: Питен кас (Чапаев урамĕ), Аял кас (Ленин урамĕ), Тутар кас (Газинур урамĕ).
Кун-çулĕ
Сĕве шывĕн сылтăм çыранĕнче XVIII ĕмĕрĕн çурринче Чакăлтăм ялĕ ӳссе ларнă. Ăна таркăнсем пуçарса янă – икĕ тутар çемйипе пĕр чăваш çемйи. Халăхра ял ячĕ тутарсен «чакылдым» сăмахĕнчен тухнă теççĕ: «Кая килеп чакылдым?» – «Ăçта килсе çаклантăм?» Вăхăт иртнĕ май ялта чăваш çемйисем нумайланнă, 1812 çул тĕлне 15 чăваш çурчĕ пулнă, вĕсенчен ытларахăшĕ вăтам хресченсем пулнă. 1917 çулхи революци хыççăн ял совечĕ йĕркеленĕ, унăн пĕрремĕш председателĕ Сэнгэт Мавлютов пулнă, секретарĕ – Алексей Жарков. 1933 çулта икĕ колхоз йĕркеленĕ: «Ленин çулĕпе» тата «Чулпан». Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 103 çын хутшăннă, вĕсенчен 63-шĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман.
Паллă çынсем
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Сувар хаçат. ЧУН ТУРТНИПЕ( ӗҫлемен каҫӑ)
- Сувар хаçат. ЧАКĂЛТĂМ, ЧИКИЛДЫМ 2016 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче архивланӑ.