Çаваç Ваççа
Çаваç Ваççа (чăн ячĕ Леонтьев Василий Леонтьевич), (1906 çул, Кивĕ Тутайкасси ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Ҫӗрпӳ районӗ) — 1976 çул, Пучинке ялĕ, Йӗпреҫ районӗ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР) — чăваш сăвăçĕ.
Пурнăçĕ
1906 çулта Чăваш Енĕн Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивĕ Тутайкасси ялĕнче çуралнă.
Тăлăха юлса ача çуртĕнче ӳçнĕ. Шупашкар рабфакĕнче, Чĕмпĕр педагогика техникумĕнче, Мускав патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Сĕнтĕрвăрри вăрман техникумĕнче, Çĕрпӳпе Патăрьел педагогика училищисенче, Йĕпреç районĕнчи Пучинке вăтам шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
1976 çулта Чăваш Енĕн Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялĕнче çĕре кĕнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Унăн ĕçĕсем хаçатсемпе журналсенче, тата пĕрлешӳллĕ сборниксенче пичетленнĕ: «Вун иккĕре», «Комсомолия», «Çĕр чĕнет», тата ыттисенче.
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Ку çыравçă пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |