АПШ конституцийĕ

АПШ конститу́цийĕ (акăл. United States Constitution) — АПШ аслă юридици вăйĕллĕ тĕп саккунĕ. АПШ конституцине 1787 çулхи авăнăн 17-мĕшĕнче Филадельфире Конституци Конвентĕнче йышăннă та каярах çав чухне пулнă вуннă виççĕ америка штачĕ ăна ратифициленĕ. Хальхи ăнлавпа вăл тĕнчери пĕрремĕшконституци шутланать. Çиччĕ статьяран тытăнса тăрать, Конституци ĕçе кĕнĕ самантран пуçласа çирĕм çиччĕ тӳрлетӳ кĕртнĕ, вĕсем пурĕ те унăн уйрăлми пайĕсем шутланаççĕ.

АПШ конституцин никĕсне саккун тăвакан (конгрес), ĕç тăвакан (президент) тата суд (аслă суд тата кĕçĕн судсем) влаçсене уйăрас принципе хунă. АПШ штачĕсене саккун тăваслăх облаçĕнче анла правосем панă.