Абельханов Садык Фахретдинович

Садык Фахретдинович Абельханов (тут. Садык Фәхретдин улы Әбелханов; 1915 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ [15-мӗшӗ], Семёновка[d], Краснооктябрьский район[d]1943 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ, Солонянский район[d]) — Совет-финн тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944), сержант[1].

Пурнӑҫӗ

1915 ҫулхи ҫун 2 (15)-мӗшӗнче Чулхула кӗпӗрнинчи Семёновка ялӗнче чукун ҫул рабочисен кил-йышӗнче ҫуралнӑ (ытти даннӑйсем тӑрӑх, чысланисен картотекинче 1909 ҫул тесе палӑртнӑ[2]). Тутар.

1933 ҫулта Ленинград хулине ашшӗ патне куҫса кайнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ илсен Путилов (кайран Киров ячӗллӗ) заводне ӗҫлеме кӗнӗ. Унтан Клара Цеткин ячӗллӗ табак хапрӑкӗнче слесарь пулса, СССР Ҫыхӑну Наркомачӗн ҫар сыхлав отрядӗнче уйрӑм командирӗ пулса ӗҫленӗ[3]. 1936 ҫул вӗҫӗнче авланнӑ[1].

1938—1940 ҫулсенче РККА-ра хӗсметре тӑнӑ. Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ, «Маннергейм линине» ҫурса каҫнӑ ҫӗрте палӑрнӑ. Демобилизациленсен каллех Ленинграда таврӑннӑ, Киров заводне ӗҫлеме вырнаҫнӑ[1].

1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Горький облаҫӗнчи Хӗрлӗ Октябрь РВК урлӑ ӑна каллех ҫара чӗнсе илнӗ. Фронтра — 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа. Сталинградран пуҫласа Днепр таран ҫапӑҫу ҫулӗпе утса тухнӑ[4].

1943 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗн каҫӗнче РГК 1248-мӗш танка хирӗҫ истребитель-артиллери полкӗн (12-мӗш ҫар, 3-мӗш Украина фрончӗ) тупӑ тӗллекенӗ Абельханов сержант чи малтан нимӗҫ самолечӗсем ҫине пеме тытӑннӑ (самолетсем каҫӑна бомбӑламе вӗҫсе килнӗ пулнӑ), ҫакӑншӑн вӑл полк командирӗн тав сӑмахне тивӗҫнӗ[1].

Днепр урлӑ Губенски ялӗ (Запорожье облаҫӗ) патӗнче каҫнӑ чухне сылтӑм ҫырана чи малтан тухнӑскерсенчен пӗри пулнӑ. Тӑшман персе тӑнине пӑхмасӑр ҫунакан катер патне ишсе ҫитнӗ, йывӑр аманнӑ моториста ҫӑлсе виҫӗ десантникпа пӗрле пушара сӳнтернӗ, ҫапла майпа икӗ тупӑпа боеприпассене сыхласа хӑварнӑ[5]. Тӑшманӑн 13 контратакине сирме хутшӑннӑ. Алӑпа ҫапӑҫнӑ чухне тӑшманӑн виҫӗ салтакне кӑнтнӑ. Тупӑ командирӗ амансан расчет ертӳҫи пулса тӑнӑ. Ҫак ҫапӑҫура пуҫне хунӑ.

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнчи Указӗпе командовани хушнӑ ӗҫсене тӗллевлӗ пурнӑҫланӑшӑн, кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Абельханов Садык Фахретдинович сержанта вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[2].

Ӑна Украина ССР-ӗн Днепропетровск облаҫӗнчи Солонянски районне кӗрекен Войсковое ялӗнчи тӑванла масарӗнче пытарнӑ[1].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Паттӑр ячӗпе Семёновка ялӗнчи (Чулхула облаҫӗн Хӗрлӗ Октябрь муниципаллӑ округӗ) урам тата вӑтам шкул хисепленет[3].
  • С. Ф. Абельханов ячӗ Чулхула кремлӗнчи Мухтав аллейине вырнаҫтарнӑ Совет Союзӗн Паттӑрӗсен списокӗнче чи пӗрремӗш тӑрать[6].
  • 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗнче Чулхулара С. Ф. Абельханов паттӑрлӑхне халалласа арт-объект (граффити) уҫнӑ. Ку мероприятие хула администрацийӗ тата Чулхула облаҫӗнчи тутарсен регионти наципе культура автономийӗ пулӑшнипе «Ҫӗнтерӳ сӑнӗ» проект шайӗнче пурнӑҫланӑ[6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Ракипов Ш. З. В боях за Днепр / Пер. с татарского С. Гильмутдиновой // Хранить вечно. — Казань: Татарское книжное изд-во, 1980. — С. 32—42.
  2. ^ 1, 2 Абельханов Садык Фахретдинович, Герой Советского Союза (Орден Ленина и медаль «Золотая звезда») (выр.). Память народа. Министерство обороны РФ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Абельханов Садык Фахретдинович (выр.). Нижегородская биографическая энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
  4. ^ Абельханов Садык Фахретдинович (выр.). Виртуальный музей Великой Отечественной войны Республики Татарстан (12 кӑрлачӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
  5. ^ Абельханов Садык Фахретдинович (выр.). Бессмертный полк. Официальный сайт (28 утӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Арт-объект, посвященный Герою Советского Союза Садыку Абельханову создан при поддержке Марии Самоделкиной (выр.). Дума Нижнего Новгорода (8 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.

Каçăсем