Абрамов Владимир Никифорович
| Абрамов Владимир Никифорович | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1920 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн |
|
| Вилнӗ вӑхӑт | 1994 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ (74 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | Инженер |
| Звани | |
| Часть | 1-мĕш Беларуç фрончĕн 61-мĕш çарĕн 17-мĕш штурмлакан инженер-сапёр бригадин 85-мĕш уйрăм штурм инженер-сапёр батальонӗн командирĕ |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Абрамов Владимир Никифорович (1920 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ, Венёв[d], Тула кӗпӗрни[d] — 1994 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ, Севастополь) — Совет-финн тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ, 1-мĕш Беларуç фрончӗн 61-мĕш çарӗн 17-мӗш штурмлакан инженер-сапёр бригадин 85-мĕш уйрăм штурм инженер-сапёр батальонӗн командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945), майор.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1920 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче Тула кӗпӗрнин Венёв хулинче рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1938 ҫулта вӑтам шкул пӗтерсен Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. 1939 ҫулта Мускаври ҫарпа инженери училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1939—1940 ҫулсенчи Совет-финн вӑрҫине (1939 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 1940 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗччен) хутшӑннӑ[1].
1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтне ӑсатнӑ. Тепӗр ҫул КПСС ретне тӑнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 61-мӗш ҫарӗн 17-мӗш штурмлакан инженер-сапёр бригадин 85-мӗш уйрӑм штурмлакан инженер-сапёр батальонӗн командирӗ, капитан, вӑл ертсе пыракан подразделени тӑшманӑн татти-сыпписӗр вутне пӑхмасӑр Пилица юханшывӗ урлӑ каҫнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Абрамов чи малтан траншейӑна кӗрсе кайнӑ. 1945 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
Ҫав 1945 ҫултах Абрамов, майор званине илнӗскер, запаса кайнӑ. Ногинска пурӑнма куҫнӑ, ӑна патшалӑх суту-илӳ ӗҫченӗсен профсоюзӗн хула комитечӗн председательне ҫирӗплетнӗ. 1968 ҫулта Мускаври Пӗтӗм Союзри совет суту-илӗвӗн куҫӑн мар институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн столовӑйсен Ногинск тресчӗн директорӗн вырӑнне йышӑннӑ. 1978 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Абрамов Севастополе куҫса кайнӑ[1].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (27.02.1945);
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль;
- Ленин орденӗ (27.02.1945);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ (12.07.1944);
- икӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ (04.04.1945, 11.03.1985);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ (25.03.1944);
- икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (13.01.1943, 22.06.1944);
- медальсем[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — С. 19. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- ^ pamyat-naroda.ru
Каçăсем
Абрамов Владимир Никифорович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Ҫӗртмен 16-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1920 ҫулта ҫуралнисем
- Ҫурлан 19-мӗшӗнче вилнисем
- 1994 ҫулта вилнисем
- Украинăра вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрсин орденӗн кавалерӗсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ сапёрсем
