Абрамов Илья Васильевич
Абрамов Илья Васильевич (1922 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ, Екатеринбург кӗпӗрни[d] — 1946 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ, Берлин) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1-мĕш Украина фрончĕн 38-мĕш çарĕн икĕ хут Хĕрлĕ Çăлтăрлă 167-мĕш Сумы-Киев стрелоксен дивизийӗн 180-мĕш уйрăм сапёр батальонĕн сапёрĕ, ефрейтор , Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1922 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Екатеринбург кӗпӗрнинчи Черемховское салинче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс.
Черемховское салинчи пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, Клевакинӑри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта 7 класс пӗтернӗ[1]. 1938 ҫулта укҫа-тенкӗ енчен йывӑр пулнипе шкула хӑварать те Асбеста ФЗУ шкулне слесарь-юсавҫа вӗренме тухса каять. ФЗУ вӗҫлесен Каменск-Уральский хулинчи ОЦМ заводӗнче (1941 ҫулхи пуш — 1942 ҫулхи нарӑс) ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫара 1942 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Абрамов И. В. ефрейтор Днепр юханшыв урлӑ каҫнӑ тата Киева ирӗке кӑларнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ. Йывӑр аманнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата Днепр урлӑ каҫнӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Абрамов Илья Васильевич ефрейтора Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (4092 №) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[2].
Пысӑк наградӑна 1944 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче Кремльте СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Председателӗн М. И. Калининӑн аллинчен илнӗ.
Сывалнӑ хыҫҫӑн Абрамов Анӑҫ Украинӑна, Польшӑна ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Вислӑпа Одер урлӑ каҫнӑ. Ҫӗнтерӳ кунне Берлинта кӗтсе илнӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен 7-мӗш понтон-кӗпер бригади йышӗнче ҫуртсемпе сооруженисене минӑсенчен тасатас, Берлинта, Бад-Заровпа Дессау-Рослау ҫӗрӗсенче кӗперсем тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. 1946 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнче автокатастрофӑра икӗ мотоцикл ҫапӑнса (тепӗр хыпарсемпе — Берлинта ҫӗр айӗнчи коллектора минӑсенчен тасатнӑ чухне) вилнӗ[3]. Галле хулинче ҫар масарӗнче пытарнӑ[4].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.01.1944, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль №4092);
- Ленин орденӗ (10.01.1944);
- медальсем
Астӑвӑм
- Каменск-Уральск хулинче 1968 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Абрамова палӑк лартнӑ[5].
- Каменск-Уральскра Паттӑр ячӗпе урам ятне панӑ.
- Паттӑр ячӗпе тӑван ялӗнчи шкул хисепленет.
Ӑнлантарусем
- ^ Муниципальное казённое общеобразовательное учреждение "Клевакинская средняя общеобразовательная школа" | Пройдём по улице родной, героев вспомним имена. (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 10 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 19 кӑрлачӑн (№ 3 (263)). — .
- ^ Абрамов Илья Васильевич - Каменск-Уральский (выр.). old.kamensk-uralskiy.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Абрамов Илья Васильевич, 26.07.1922. Документы участника войны.(паллӑ мар). Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Памятник Герою Советского Союза И.В. Абрамову | Достопримечательности | Путеводитель по Каменску-Уральскому (выр.). k-ur.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
Каçăсем
Абрамов Илья Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
(2009 çулхи раштавӑн 20-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — С. 19. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.