Авдеев Тимофей Петрович

Авдеев Тимофей Петрович (1918 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ, Лозовое[d], Тӗп-Хура ҫӗрлӗ область[d]1944 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ, Карел пымакӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Ленинград фрончӗн 23-мӗш ҫарӗн 226-мӗш уйрӑм танк полкӗн танк ротин командирӗ, аслӑ лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1918 ҫулта Тури Гнилуша ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс.

1932 ҫулта тулли мар вӑтам шкултан (7 класс) вӗренсе тухсан колхозра ӗҫленӗ, кайран — ял Канаш секретарӗ.

1939 ҫулта комсомол путёвкипе Омск хулине ҫитнӗ, стройкӑра ӗҫленӗ.

1939 ҫулхи кӗркунне Омск хулинчи Киров райвоенкомачӗ Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ, танк училищине вӗренсе пӗтернӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1941 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнчен хутшӑннӑ, вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗнче Ҫурҫӗр-Анӑҫ фронтӗнче ҫапӑҫӑва кӗнӗ.

1943 ҫултан ВКП (б) членӗ.

226-мӗш уйрӑм танк полкӗн танк ротин командирӗ Тимофей Авдеев аслӑ лейтенант уйрӑмах 1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Вуокса юханшывӗн кӑнтӑр ҫыранӗнче палӑрнӑ.

1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Карели пымакӗнче Авдеев аслӑ лейтенантӑн танк ротин командирӗн машини питӗ чӑнкӑ тӑвайккисемлӗ 44,5 ҫӳллӗш вӑйлӑ ҫирӗплетнӗ вырӑна лекнӗ. Танксем хыҫҫӑн наступлени туса пыракан пехота пынӑ. Авдеев ҫӳллӗше штурмлама шутланӑ. Танк экипажӗ тупӑпа пулемётран персе тӑшмана чылай сиен кӳнӗ. Авдеевӑн танкӗ тӑшман позицийӗсем патне 50 метр ҫывхарсан тӑшман каялла чакма пуҫланӑ, ҫӳллӗшне илнӗ.

Танкран сиксе тухса аслӑ лейтенант Т. П. Авдеев ҫӳллӗш тӑррине Хӗрлӗ ялав ҫакнӑ. Ҫак самантра хастар офицер-танкист вилмеллех аманнӑ. Ӳкнӗ чухне вӑл пехотинецсене: «Туссем, малалла!» — тесе кӑшкӑрма ӗлкӗрнӗ. Салтаксем атакӑна ҫӗкленнӗ те ҫӳллӗшне тӑшмансенчен тасатнӑ.

1944 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ятне пама тӑратнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Авдеев Тимофей Петрович аслӑ лейтенанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ (вилнӗ хыҫҫӑн).

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Ленинград облаҫӗнче пытарнӑ.
  • Воронеж облаҫӗнчи Лозовое ялӗнче Авдеев ячӗпе урам ятне панӑ, асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ, Совет Союзӗн Геройне Т. П. Авдеева асӑнса стела уҫнӑ. Вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Авдеев Тимофей Петрович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра