Аверьянов Степан Васильевич
Аверьянов Степан Васильевич (1909 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ [25-мӗшӗ], Паниковец[d], Орёл кӗпӗрни[d] — 1970 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ, Видное[d], Мускав облаҫӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 3-мӗш ҫарӗн 413-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1320-мӗш стрелоксен полкӗн пулемёт расчёчӗн командирӗ, кӗҫӗн сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Орёл кӗпернинчи Елецк уесӗнчи (халӗ Липецк облаҫӗн Елецк районӗ) Паниковец ялӗнче, ҫӗр ӗҫтеш ҫемьинче ҫуралнӑ. Вӗренӳ пуҫламӑш. Тӑхӑр ҫул тултарсан хӑй тӗллӗн ӗҫлӗ пурнӑҫ пуҫланӑ: малтан Хмелинкӑн авалхи ҫӗрӗнче, 1926—1927 ҫулсенче Новороссийскри портра тӗрлӗ рабочи пулса ӗҫленӗ. 1928 ҫулта тӑван ялне таврӑннӑ, унта колхоз йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Колхозра тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн пӗрре мар преми панӑ.
1931 ҫултанпа РККА ретӗнче. 1939—-1940 ҫулсенчи совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ, снайпер-разведчик. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн демобилизациленӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнни
1941 ҫулта Степан Васильевич хӑй ирӗкӗпе военкомата хӑйне фронта яма ыйтса пынӑ. Ҫав ҫулах ҫурла уйӑхӗнче Беларуҫре ҫапӑҫнӑ чухне унӑн чаҫӗ окружение лекнӗ, С. В. Аверьянов пулемётчик, аманса контуженӑйлӑскер, нимӗҫсен концлагерьне лекнӗ. Тыткӑнран тарса, Данченко партизан отрядне кӗнӗ.
1943 ҫулхи ноябрьте партизансен отрячӗ РККА регулярнӑй чаҫӗсене пӗрлешет, С. В. Аверьянова путемётчика илеҫҫӗ. Десна тата Сож урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн «За отвагугу» медаль илнӗ.
Аверьянов С. В. 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 3-мӗш ҫарӗн 413-мӗш перевҫӗсен дивизин 1320-мӗш перевҫӗсен полкӗн пулемёт расчёчӗн командирӗ, кӗҫӗн сержант, тӑшманӑн вуншар салтакне пӗтернӗ, 9-шне тыткӑна илнӗ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнче панӑ.
Белостокшӑн пынӑ ҫапӑҫусене, Нарев юханшывӗ ҫине тухнине, Пулав плацдармӗнче оборона татса Висла-Одер операцинче, Берлин операцине хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленнине Эльба юханшывӗ ҫинче кӗтсе илнӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн демобилизациленӗ. 1945—1952 ҫулсенче колхозра, 1952—1966 ҫулсенче Видное хулинче заводра ӗҫленӗ.
1970 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнче вилнӗ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (24.03.1945);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (16.05.1945);
- виҫӗ «Хӑюлӑхшӑн» медаль (02.04.1944,15.08.1944, 22.02.1945);
- медальсем.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
- Насевич В. От финских скал до Эльбы / В. Насевич, С. Повзнер // Лен. знамя.- 1965.- 17, 21, 24 марта.- (К 20-летию Великой Победы над фашистской Германией).
- Дорогой славы и бессмертия. Воронеж, 1966. С. 5-9.
- Навечно в сердце народном / Редкол.: И. П. Шамякин (гл. ред.) и др. — 3-е изд., доп. и испр. — Мн.: Белорусская советская энциклопедия, 1984. — С. 8. — 607 с. — 65 000 экз.