Агафонов Фрол Егорович
Агафонов Фрол Егорович (1905 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ [15-мӗшӗ], Долгое[d], Калуга кӗпӗрни[d] — 1998 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ, Аслӑ Ростов[d], Ярославль облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 2-мӗш Беларуҫ фрончӗн 33-мӗш ҫарӗн 222-мӗш Смоленск стрелоксен дивизийӗн 389-мӗш уйрӑм сапёр батальонӗн взвод командирӗ, лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Калуга кӗпӗрнинчи Козельск уесӗн (халӗ Калуга облаҫӗн Ульянов районӗ) Вӑрӑм Веинка вулӑсӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1918 ҫулта пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, колхоз председателӗ пулнӑ.
Хӗрлӗ ҫарта 1927—1929 ҫулсенче тата 1939—1940 ҫулсенче. Совет ҫарӗсен Анӑҫ Украинӑна тата 1939 ҫулта Анӑҫ Белоруссие ирӗке кӑларакан ҫапӑҫӑвӗсене, 1939—1940 ҫулсенчи Финляндипе вӑрҫнӑ. 1940 ҫулта ҫар инженерипе техника шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1941 ҫултанпа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Сапёр взвочӗн командирӗ пулса тӑнӑ. Хӗвеланӑҫ тата 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Смоленщинӑпа Беларуҫе ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче Агафонов лейтенант уйрӑмах палӑрнӑ.
1943 ҫулхи ҫуллахи наступлени вӑхӑтӗнче Смоленск облаҫӗнчи Починковски районӗнчи Путятино ялӗ патӗнче Агафонов лейтенант взвочӗ тӑшман вӑйлӑн персе тӑнипе Хмара юханшывӗ урлӑ каҫӑ туса лартнӑ. Нимӗҫсем кӗпере сирпӗнтерсе яма хӑтланнӑ, лейтенант боецсене атакӑна ҫӗкленӗ. Сапёрсем алӑ вӗҫҫӗн тытӑҫура тӑшман хӗснине сирсе янӑ. Агафонов лейтенант ҫак ҫапӑҫура тӑшман пулемётчикне хӑй тӗп тунӑ та пулемёта ярса илнӗ.
Смоленск облаҫӗнчи Всходски районӗнчи Ҫӳлту ялӗ патӗнче тӑшман хӳтӗлевне татса кӗнӗ чухне взвод тӑшман вут-ҫулӑмӗ айӗнче мина уйне минӑланӑ та танк полкӗн ҫулне тивӗҫтернӗ.
1943 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче Витебск облаҫӗнчи Тулово ялӗ патӗнче хӗллехи йывӑр условисенче взвод мина уйӗсенче тата пралук картасенче ҫул туса пирӗн танксемпе пехотӑсен наступленине тивӗҫтернӗ. Ҫак операцие пурнӑҫланӑ чухне Агафонов аманнӑ, анчах ҫапӑҫу хирӗнче приказа пурнӑҫличчен пӑрахса кайман.
1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Агафонов лейтенант тӑшман вут-ҫулӑмӗ айӗнче Шклов хули (Могилёв облаҫӗ) патӗнче Днепр шывӗ урлӑ каҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Вӑл хӑюллӑ ӗҫленипе тата хӑйне пӑхӑнса тӑракан стрелоксен подразделенисем пӗлсе ертсе пынипе юханшыв урлӑ хӑвӑрт каҫнӑ.
Совет Союзӗн Геройӗ ятне илме тӑратнӑ награда листинче ҫапла каланӑ: 1943 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа 1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен Агафонов взвочӗ мина уйӗсенче 16 проход тунӑ, 3400 тӑшман минине сиенсӗрлетнӗ, ҫӗр-ҫӗр мина лартнӑ, 46 блиндажпа сӑнав пункчӗ, 18 кӗпер тунӑ, каҫӑсем, вут-ҫулӑм точкисем, хӳтӗлев вырӑнӗсем хӑпартнӑ рубежсем.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Агафонов Фрол Егорович лейтенанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№6846) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
1946 ҫултанпа Ф. Е. Агафонов аслӑ лейтенант — саппасра. Ярославль облаҫӗнчи Ростов хулинче пурӑннӑ. 1949 ҫулта ВКП (б) ретне тӑнӑ. Ростоври кофе-цикорн комбинатӗнче ӗҫленӗ. 1998 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 6846);
- Ленин орденӗ ((24.03.1945);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ;
- икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
- Ярославль облаҫӗнчи Аслӑ Ростов хулинче пытарнӑ.
- Ростов хулинчи Паттӑр пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
- Навечно в сердце народном / Редкол.: И. П. Шамякин (гл. ред.) и др. — 3-е изд., доп. и испр. — Мн.: Белорусская советская энциклопедия, 1984. — С. 9. — 607 с. — 65 000 экз.
Каçăсем
Агафонов Фрол Егорович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра