Агеев Леонид Николаевич
| Агеев Леонид Николаевич | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1921 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 2005 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ (84 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | Çар авиацийĕ |
| Звани | |
| Часть | СССР аякри авиацин 53-мĕш авиаци дивизин 7-мĕш авиаци полкĕн отряд штурманĕ |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Агеев Леонид Николаевич (1921 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ, Баштанка[d], Херсон кӗпӗрни[d] — 2005 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ, Люберцы, Мускав облаҫӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче СССР аякри авиацин 53-мӗш авиаци дивизин 7-мӗш авиаци полкӗн отряд штурманӗ, аслă лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (25.03.1943).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1921 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Херсон кӗпӗрнинчи Херсон уесӗнчи Полтава вулӑсӗнчи Баштанка ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс.
Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1939 ҫултанпа.
1940 ҫулта Краснодарти ҫарпа авиаци училищинче вӗренсе тухнӑ.
1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1942 ҫултанпа ВКП (б) /КПСС пайташӗ.
СССР аякри авиацин 53-мӗш авиаци дивизин 7-мӗш авиаци полкӗн отряд штурманӗ Агеев аслӑ лейтенант 1943 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне 219 вӗҫев тунӑ, бомбӑсем пӑрахса тӑшманӑн ҫар техникине, чӗрӗ вӑйне чылай тӗп тунӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Агеев Леонид Николаевича Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№832) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[1].
1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле Снежецкая ТБ-3 чукун ҫул станцине бомбӑланӑ хыҫҫӑн Н. А. Бобин ертсе пыракан самолёта тӑшман истребителӗсем атакӑланӑ. Сывлӑшри ҫапӑҫура командир вилмеллех аманнӑ. Аэродрома сиенлетнӗ ТБ-3 самолёта пӗрле вӑй хурса Ю. Волков иккӗмӗш пилот тата Л. Агеев штурман илсе ҫитернӗ.
1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗ тӗлне Леонид Агеев аслӑ лейтенант 222 ӑнӑҫлӑ вӗҫеве тухнӑ (вӗсенчен 185-шӗ — ТБ-3 ҫинче).
Опытлӑ штурмана Монинори Сывлӑш-ҫар академине (ҫав вӑхӑтра вӑл Оренбургра эвакуацире пулнӑ) вӗренме командировкӑна янӑ, 1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен унта вӗреннӗ. Анчах чире пула вӗренӗве татма тивнӗ, Леонид Агеева АДД Тӗп штурманӗн командине янӑ.
Вӗҫев хӑнӑхӑвӗсене ҫӗнетме АДД штабӗ Леонид Агеева штурмана вӗҫев центрне командировкӑна янӑ, унта вӑл инструктор пулса юлнӑ: малтан — навигаци енӗпе, унтан — бомба пӑрахассипе, каярах — радиолокаципе. Центрта инструктор пулса Агеев 1950 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен ӗҫленӗ.
1951 ҫул пуҫламӑшӗнчен Леонид Агеев Арктикӑн Ту-4 бассейнне ҫул хывакан чи малтанхи экипажсен йышӗнче пулнӑ.
Поляр экспедицийӗ хыҫҫӑн Леонид Агеева Инҫет авиацин аслӑ штурман-инспекторӗ вырӑнне куҫарнӑ. Ҫак должноҫра вӑл, пӗчӗк тӑхтавпа, 1951 ҫултан пуҫласа 1962 ҫулччен ӗҫленӗ. Летчиксен центрӗнче тата штурман-инспектор вырӑнӗнче пулнӑ май, вӗҫев составне ҫӗнӗ йышши ҫар техникине хӑнӑхтарас тата ҫӗнӗ меслетсем ҫине куҫарас тӗлӗшпе ӗҫленӗ.
1963 ҫултанпа Л. Н. Агеев полковник — саппасра, 1981 ҫултанпа — отставкӑра. Остафьево гарнизонӗнчи авиаци юсав заводӗнче ӗҫленӗ, вӗренекен пулса ӗҫлеме тытӑнса прибор цехӗн ОТК аслӑ мастерне ҫитнӗ.
1969 ҫултанпа 1986 ҫулччен Камов Конструктор бюровӗн ЛИС штурман хӗсмечӗн пуҫлӑхӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ.
Мускав облаҫӗнчи Люберцы хулинче пурӑннӑ. 2005 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче хулари 20-мӗш шкулта ачасемпе тӗлпулнӑ хыҫҫӑн вилнӗ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (25.03.1943, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 832);
- Ленин орденӗ (25.03.1943);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ;
- тӑватӑ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем;
- Мускав облаҫӗн Люберцы хулин хисеплӗ гражданинӗ.
Астӑвӑм
- Мускав облаҫӗнчи Люберцы хулин хисеплӗ гражданинӗ.
- Люберцыри Мускав урамӗнчи 12-мӗш ҫурт ҫинче, унта Л. Н. Агеев 1987—2005 ҫулсенче пурӑннӑ, мемориал хӑми вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему составу авиации дальнего действия Красной Армии» от 25 марта 1943 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1943. — 9 акан (№ 14 (220)). — .
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каçăсем
Агеев Леонид Николаевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Нарӑсӑн 24-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1921 ҫулта ҫуралнисем
- Украинăра çуралнисем
- Чӳкӗн 15-мӗшӗнче вилнисем
- 2005 ҫулта вилнисем
- Мускав облаçĕнче вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн кавалерӗсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «Çапăçури хастарлăхшăн» медальпе чысланисем
- «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи лётчиксем
- СССР авиаци полковникӗсем
- КПСС пайташӗсем
