Агрессине пула шар курнӑ айӑпсӑр ачасен пӗтӗм тӗнчери кунӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Агрессине пула шар курнӑ айӑпсӑр ачасен пӗтӗм тӗнчери кунӗ
Ҫулталӑкри кун Ҫӗртме, 4
Сӑн
Никӗсленӗ / йӗркеленӗ вӑхӑт 1982 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ
Официаллӑ сайт un.org/en/observances/ch…
Создатель Генеральная Ассамблея ООН[d]

Агрессине пула шар курнӑ айӑпсӑр ачасен пӗтӗм тӗнчери кунӗ (ҫавӑн пекех: Пӗтӗм тӗнчери айăпсăр ачасен-агрессирен инкек курнисен кунĕ[1], ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. International Day of Innocent Children Victims of Aggression, исп. Día internacional de los Niños Víctimas Inocentes de Agresión, китай 受侵略戕害的无辜儿童国际日, фр. Journée internationale des enfants victimes innocentes de l’agression) — 1983 ҫултан пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫулсерен паллӑ тӑвакан кун.

1982 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнче хӑйӗн ҫӗнелнӗ 7-мӗш ятарлӑ сессийӗн[2] 31-мӗш пленарлӑ ларӑвӗнче Палестина ыйтӑвне пӑхса тухнӑ май ПНО Генеральнӑй Ассамблейи «Израиль агрессине пула Палестинӑпа Ливанта айӑпсӑр шар курнӑ ачасен йышӗ пысӑк пулнипе хумханса ӳкнӗ хыҫҫӑн» кашни ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшне Агрессине пула шар курнӑ айӑпсӑр ачасен пӗтӗм тӗнчери кунӗ тесе палӑртма йышӑннӑ[3].

Ҫак куна Израиль авиацийӗ 1982 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче иртнӗ атакӑранпа ҫулталӑк ҫитнӗ май палӑртаҫҫӗ, ун чухне Бейрут ҫине тата Ливанти хӑш-пӗр ытти ял-хула ҫине пӗрремӗш хут тапӑннӑ пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра ахаль ҫынсем хушшинче вилнисен йышӗ пысӑк пулнӑ, ҫав шутра ачасем те сахал мар вилнӗ.

Авиаципе хуласене ҫӗмӗрнин сӑлтавӗ — 1982 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшпе ҫӗртмен 4-мӗш хушшинчи каҫхине Абу Нидалӗн террорла организацийӗ Аслӑ Британири Израиль элчине Шломо Аргова вӗлерме хӑтланни, ку ӗҫ-пуҫ 1982 ҫулхи Ливан вӑрҫине пуҫарса янӑ[4][5].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Июнь уйăхĕн 4-мӗшӗнче - Пӗтӗм тӗнчери айăпсăр ачасен-агрессирен инкек курнисен кунĕ. «Урал сасси» (4 Ҫӗртме уйӑхӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 3 Ҫӗртме уйӑхӗн 2024.
  2. ^ сессие Кувейтри яланхи представителӗ ыйтнипе малалла тӑснӑ — 1982 ҫулхи акан 20-мӗшӗнчи ООН ҫумӗнчи Кувейтӑн яланхи элчи Тӗп секретарь ячӗпе янӑ ҫырӑвӗ , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи копийӗ (выбрать язык)
  3. ^ ООН сайтӗнчи палӑртакан кунӑн официаллӑ страници. Пӑхнӑ кун: 31 Ҫурла уйӑхӗн 2012. Архивланӑ 27 Ҫу уйӑхӗн 2012 ҫул.
  4. ^ June 4, 1982 // Lebanese Civil War 1982 (англ.). liberty05.com. Пӑхнӑ кун: 3 Ака уйӑхӗн 2013. Архивланӑ 19 Ака уйӑхӗн 2012 ҫул.
  5. ^ Lawrence Joffe Shlomo Argov. Israeli diplomat whose shooting triggered the invasion of Lebanon , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи копийӗ // The Guardian, 25 February 2003(акăлч.)
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Международный день невинных детей — жертв агрессии статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '