Адрианов Михаил Адрианович
Адрианов Михаил Адрианович (1890 çулхи юпан 25-мĕшĕ, Янташ ялĕ, Шупашкар уесӗ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Ҫӗнӗ Шупашкар хули) — 1916 çулхи раштавăн 28-мĕшĕ) — ӳнерçĕ.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
1890 çулхи юпан 25-мĕшĕнче Шупашкар уесӗнчи Янташ ялĕнче çуралнă. Халĕ вăл ял çук, ăна Ҫӗнӗ Шупашкар хули çăтса янă.
1912 çулта Хусанти ӳнер шкулĕнче пĕлӳ пухнă, 1917 çулта Санкт-Петербургри ӳнер академин аслă ӳнер училищинче вĕренсе тухнă.
А.А.Силов (1938 çур.) ӳнерçĕ М.А.Адриановăн тăхăмĕ шутланать[1][2].
Ĕçĕсем
"Хата" (1915), "Ĕнтрĕк", "Картиш тулашĕ", "Çырана хум çапни" (1916), чăваш пейсажĕсен циклĕ (1908-1915).
Вуламалли
- Жемчужина волжских городов. Краткая энциклопедия г. Новочебоксарск. - Чебоксары, 2010.
- Краткая чувашская энциклопедия. - Чебоксары, 2001.
- Султалак кенеки=Календарь года: 2010. - Чебоксары, 2009.
- Султалак кенеки=Календарь года: 2005. - Чебоксары, 2004.
Асăрхавсем
- ^ Никитина, Эрбина. Гражданин мира с чувашскими корнями — Юлашки улшăну: Вырсарникун, 06 Сентябрь 2015 06:15
- ^ Никитина, Эрбина. Четверг, 03 Сентябрь 2015 13:59 Гражданин мира с чувашскими корнями( ӗҫлемен каҫӑ)
Каҫӑсем
- Культурный мир Чебоксарского района 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ.