Азаров Василий Николаевич
Азаров Василий Николаевич (1914 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ [20-мӗшӗ], Белёвский район[d] — 1972 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ, Белёв[d], Тула облаҫӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 2-мӗш гварди ҫарӗн 182-мӗш стрелоксен дивизийӗн 171-мӗш стрелоксен полкӗн батальон командирӗ, капитан, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.06.1945) [1][2][3].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Тулӑ облаҫӗн Белёво районӗнчи Слобода ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ[4]. Вырӑс. Вӗренӳ тулли мар вӑтам. Колхозра бригадир, столяр пулса ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1935 ҫултанпа. 1939—1940 ҫулсенчи совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан фронтра. 1942 ҫулта кӗҫӗн лейтенантсен курсне пӗтернӗ. ВКП (б) /КПСС пайташӗ 1942 ҫултанпа.
1945 ҫулхи акан 13-мӗшӗнче 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 2-мӗш гварди ҫарӗн 182-мӗш стрелоксен дивизин 171-мӗш стрелоксен полкӗн батальон командирӗ Азаров Василий Иванович капитан Тухӑҫ Пруссири землянди ушкӑнне ҫапса аркатнӑ операци вӑхӑтӗнче аманнӑ пулсан та ҫапӑҫу хирӗнчен кайман. Командовани хушӑвне пурнӑҫланӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Азаров Василий Иванович капитана Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№8012) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсенчен демобилизациленӗ. Белёв хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. 1972 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.06.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 8012);
- Ленин орденӗ (29.06.1945);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- Александр Невский орденӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
Василий Николаевича тӑван хулинче палӑк лартнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Азаров Василий Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Азаров Василий Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Азаров Василий Николаевич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Посёлок Слобода на викимапии. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Дриго С. В. За подвигом — подвиг. Калининградское кн.изд.,1984.
Каçăсем
Азаров Василий Николаевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра