Азаров Пётр Лукьянович

Азаров Пётр Лукьянович (1922 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ, Зиновино[d]1954 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ, Алтай Ен) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 1-мӗш сывлӑш ҫарӗн 6-мӗш гварди бомбӑлакан авиаци дивизин 134-мӗш гварди бомбӑлакан авиаци полкӗн аслӑ летчикӗ, гварди лейтенанчӗ Совет Союзӗн Паттӑрӗ (19.04.1945)[1][2][3][4].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1922 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Зиновино ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа ВКП (б) членӗ. 1930 ҫултанпа ҫемйипе Мускава пурӑнма куҫнӑ. Вӗренӳ тулли мар вӑтам, ФЗУ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Заводра слесарь-механикра ӗҫленӗ. Аэроклубран вӗренсе тухнӑ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1940 ҫултанпа. Энгельсри пилотсен ҫарпа авиаци шкулӗнчен 1942 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа фронтра. Ҫапӑҫури вӗҫевсен шутне Петр Азаров Донбаса ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫура уҫнӑ. Миус юханшывӗ ҫинче тӑшман оборонине татнӑ чухне вӑл час-часах разведкӑна тата гитлеровецсен оборона сооруженийӗсене сӑн ӳкерме вӗҫсе кайнӑ. Петр Азаров Крыма ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Унӑн фоторазведкин даннӑйӗсем пирӗн командование подкрепленипе боеприпассем турттаракан тӑшманӑн темиҫе карапне пӗтерме пулӑшрӗҫ. Лётчик Беларуҫре, Литвара, Хӗвелтухӑҫ Пруссире захватчиксене аркатнӑ.

1945 ҫулхи пуш уйӑхӗ тӗлне Азаров лейтенант 158 хут ҫапӑҫнӑ, вӗсенчен 133 — пӗччен ҫар разведкине вӗҫнӗ, тӑшманӑн хӳтӗлев сооруженийӗсемпе аэродромӗсене сӑн ӳкернӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 19-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Азаров Петр Лукьянович гварди лейтенантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№6230) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

1949 ҫулта запасра ӗҫрен кӑларнӑ. Мускавра пурӑннӑ, автобазӑра шофёр пулса ӗҫленӗ. 1954 ҫулта ҫерем уҫма, Алтай крайне тухса кайнӑ; часах йывӑр чирлесе 1954 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче вилнӗ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Алтай Енӗн Бурлин районӗнчи Устьянка ялӗн масарӗнче пытарнӑ.
  • Малтанхи вӑхӑтра вилтӑприне вырӑнти шкул ачисем пӑхнӑ, анчах майӗпен летчик-геройӑн ячӗ манӑҫа тухнӑ, унӑн вилтӑприйӗ ҫумкурӑкпа ӳссе ларнӑ, тӑванӗсем килсе курман. 1995 ҫулта кӑна Паттӑр ятне манӑҫран тавӑрнӑ. Халӗ вилтӑпри ҫине ҫӗнӗ палӑк лартнӑ, Устьян шкулӗнче Петр Азарова халалланӑ пӗчӗк стенд пур.
  • Петр Азаров ячӗ пӗр гарнизонӑн мемориалӗнче ӗмӗрлӗхе юлнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ По данным сайта «Герои Страны». Азаров Пётр Лукьянович (выр.). Пӑхнӑ кун: 2012-1-28. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 10-мӗшӗ. По книге: «Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.» дата смерти — 1972 год.
  2. ^ Азаров Пётр Лукьянович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
  3. ^ Азаров Пётр Лукьянович. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  4. ^ Азаров Пётр Лукьянович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 4. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 5. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 6. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.

Каçăсем