Азербайджанӑн наци прессин кунӗ
Уяв | |
Азербайджанӑн наци прессин кунӗ | |
| |
Тӗсӗ | Официаллӑ мар |
---|---|
Урӑхла | «Пичет кунӗ» |
Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул |
Кун | утӑ, 22 |
Уявлаҫҫӗ | Азербайджан |
Ҫыхӑннӑ | Азербайджансен «Пахарь» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухни |
«Азербайджанӑн наци прессин кунӗ» — професси уявӗ, ӑна ҫӗршывра ҫулсерен утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ[1].
Азербайджан прессин кун-ҫулӗ
Азербайджан прессине никӗслекенӗ Гасанбек Зардаби шутланать. Нумай-нумай йывӑрлӑха парӑнтарнӑ хыҫҫӑн вӑл Бакура «Экинчи») хаҫат кӑларма тытӑннӑ. Ку хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1875 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ.
«Экинчи» хаҫата пичетлеме пуҫлани пӗтӗм Кавказра вӑйлӑ шӑв-шав ҫӗкленӗ. 1875—1877 ҫулсенче хаҫатӑн пӗтӗмпе 56 номерӗ пичетленсе тухнӑ. «Экинчи» хаҫат азербайджан халӑхӗн наци туйӑмне вӑратма пулӑшнӑ, халӑха пӗрлешме майсем туса панӑ.
Уява уявлани
Гейдар Алиев «Азербайджан Республикинче сӑмах, шухӑш тата информаци ирӗклӗхне тивӗҫтермелли мерӑсем ҫинчен» Хушӑва алӑ пуснӑ, ҫапла май де-юре вӑл республикӑри МИХсенчи цензурӑна пӗтернӗ. Уява официаллӑ йӗркепе палӑртнӑ пулсан влаҫ уявламалли кун пек ҫак хушӑва алӑ пуснӑ куна е 769-IQ №-лӗ «Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫинчен» саккуна йышӑннӑ куна (ӑна 1999 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче йышӑннӑ) суйланӑ пулӗччӗ[2].
Ҫак кун Азербайджан Республикинчи пичет МИХ-ӗсен ӗҫченӗсем (редакторсем, дизайнерсем т. ыт. те) пуҫлӑхсенчен, пӗрле ӗҫлекенсенчен тата, паллах, вулакансенчен уяв ячӗпе салам сӑмахӗсене йышӑнаҫҫӗ. МИХсенче цензура ҫуккине пулах Азербайджан гражданӗсем, ислам тӗнне тытса пыракан ытти республикӑсенче пурӑнакансемпе танлаштарсан, хӑйсене чылай ирӗклӗрех туяҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
- Азербайджанӑн уявӗсемпе астӑвӑм кунӗсем.
- Пӗтӗм тӗнчери пичет ирӗклӗхӗн кунӗ.
- Раҫҫей пичечӗн кунӗ.
- Таджикистан пичечӗн кунӗ.