Азиза

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Азиза
Азиза в 59 лет в боевом макияже.jpg
Тӗп информаци
Тулли ячӗ
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1964 ҫулхи акан 10-мӗшӗ(1964-04-10) (62 ҫулта)
Ҫуралнӑ вырӑн Ташкент, Узбек ССР
Патшалӑх СССРFlag of the Soviet Union.svg СССР
Flag of Uzbekistan.svg Узбекистан
Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Профессисем СССР, Раççей, Узбекистан юрăçи
Ӗҫӗ-хӗлӗн ҫулӗсем 1980 — хал.вăх.
Жанрсем поп-мусăк
Официаллă сайт
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Мухамедова Азиза Абдурахимовна, ытларах Азиза теççĕ (ҫур. 1964 ҫулхи акан 10-мӗшӗ, Ташкент, СССР) — совет саманин, Узбекистанӑн тата Раҫҫейӗн эстрада юрӑҫи.

Биографи

1991 çулта, Игорь Талькова вӗлерсен, Азиза нумайлăха мусăк кун-çулĕнчен тухса ӳкнӗ[1].

1995 çулта Азиза эстрадӑна çĕнĕ юрăсемпе таврăннӑ, 1997 çулта унăн «Всё или ничего» çĕнĕ альбомĕ тухнӑ. 1999 çулта юрăç Стас Наминпа пӗрле ӗҫленӗ. Ҫапла май унӑн репертуарӗнче тухӑҫ сӗмӗллӗ чылай поп-рок юрри ҫуралнӑ.

2007 çулта Азиза «Ты — Суперстар!» телепроекта (НТВ) хутшӑннӑ та мӗнпур номинацире ҫӗнтернӗ, 2008 ҫулта «Размышление» альбом кӑларнӑ, юрӑсенчен ытларах пайне хӑй ҫырнӑ.

2015 ҫулта «Точь-в-точь» кӑларӑмӑн иккӗмӗш сезонӗнче мала тухнӑ.

2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Сочи хула-курортра иртнӗ «Ҫӗнӗ хум» ятлӑ пӗтӗм тӗнчери 14-мӗш ҫамрӑк юрӑҫсен конкурсӗн гала-концертӗнче «Проще не понять» юрӑпа хутшӑннӑ.

2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа — «Точь-в-точь» шоун суперсезонне хутшӑннӑ.

2021 ҫулта — «Маска» шоун 2-мӗш сезонӗнче Пингвин сӑнарӗпе хутшӑннӑ. Шоун тӑваттӑмӗш кӑларӑмӗн финалӗнче пӑхакансен сасӑлавӗпе маскӑна хывма номинацине лекнӗ, унтан жюри йышӑнӑвӗпе маскӑна хывнӑ. Азиза куҫҫуль кӑларнӑ тата шоуран тухса кайнипе питӗ кӑмӑлсӑрланнӑ, васкаса сценӑран тухса кайнӑ, анчах шоу правилисем тӑрӑх вӑл юлашки юрра маскӑсӑр юрламалла пулнӑ. Юрра шоу ертӳҫин Вячеслав Макаровӑн юрлама тивнӗ.

Ҫемье

Азиза пӗрремӗш хут официаллӑ майпа 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Итали рестораторӗпе Лортэпа мӑшӑрланнӑ[2].

Азиза Мухамедовӑпа Александро Лортэ

2005 ҫулта Азиза тӗн улӑштарнӑ: исламран православие куҫнӑ[3]. Тӗне кӗнӗ хыҫҫӑнхи ячӗ — Анфиса[4]. «Эсир тӗне ӗненекен ҫын-и?» тесе ыйтсан юрӑҫ ҫапла хуравланӑ:

«Ҫапла. Пилӗк ҫул каялла эпӗ православие йышӑнтӑм. Мӑсӑльман ҫемйинче ҫуралнӑ пулин те, манӑн несӗлсем ҫичӗ ăру хушши мечетсенче ӗҫленӗ, имамсем, муфтийсем пулнӑ. Православие йышӑнма хистенӗ сӑлтавсем хампа питӗ ҫыхӑннӑ, вӗсем ҫинчен ман калаҫес килмест…»Азиза, 2010 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.[5].

Юрӑҫӑн ача ҫук. Азиза упӑшкипе суррогатлӑ амӑш пулӑшнипе ача ҫураттарасшӑн пулни ҫинчен пӗлтернӗ, анчах 2021 ҫул вӗҫӗнче юрӑҫӑ ача амӑшӗ пулас шухӑшран писни паллӑ пулса тӑнӑ[6]. 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче Азиза суррогатлӑ амӑша вырнаҫтарнӑ эмбрион вырнаҫӑнманни пирки каласа панӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн ача амӑшӗ пулас шухӑш пӗтнӗ[7]. 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пӗрлешнӗ мӑшӑр пӗр-пӗр ачана усрава илесшӗн пулнине пӗлтернӗ[8].

Дискографи

Альбомсем

  • 1989 — «Aziza»
  • 1997 — «Всё или ничего»
  • 2003 — «Через столько лет»
  • 2008 — «Размышление»
  • 2009 — «По берегу шансона»
  • 2013 — «Млечный путь»
  • 2014 — «Рай неземной»
  • 2019 — «Мы Счастливы»

Компиляцисем

  • 2003 — «Звёздная коллекция»
  • 2004 — «Любовное настроение»
  • 2019 — «Дуэт»
  • 2019 — «Неизданное»
  • 2019 — «Избранное»
  • 2019 — «Лучшее»

Синглсем

  • 2020 — «Рябина»
  • 2019 — «Я хочу искупаться в любви»
  • 2023 — «Любимые не умирают»

Наградӑсем

  • 2023 — «Эпоха лидерӗсем» преми

Ӑнлантарусем

  1. ^ Илья Резник: «Азиза возвращается на сцену после многолетней травли». (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
  2. ^ Певица Азиза впервые вышла замуж (выр.). Газета.Ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
  3. ^ Кабаеву не пустили в мечеть (выр.). // rosconcert.com (28 чӳкӗн 2002). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
  4. ^ Инна Шкарбанова. Азиза: «Бабушка сказала: «Назовите Азизой - из этой девочки будет толк» (выр.), «МосПравда» // mospravda.ru (2018-12-06). 2019 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2019 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ.
  5. ^ Нелли Назарян. Азиза Мухамедова: «В шоу «Ты – суперстар» три месяца нас фактически истязали» (выр.), Газета «Конкурент» // konkurent-krsk.ru (16 июня 2010 года). 2011 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  6. ^ Азиза отказалась от идеи стать матерью (20211231T1641). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
  7. ^ Азиза рассказала о неприжившемся эмбрионе (20220210T1707). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
  8. ^ Азиза решила взять ребенка из детдома (20220623T1824). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.

Каçăсем