Александров Алексей Николаевич

Алексей Николаевич Александров (25.10.1939, Ураскасси ялĕ, Тӑвай районӗ, Чăваш АССР — 27.7.2021, Мускав, РФ) — юстици полковникĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ. Мувкаври чăваш ентешлĕхĕн ертӳçисенчен пĕри[1].

Биографи

1939 çулхи юпан 25-мĕшĕнче Чăваш Енри Тăвай районĕн Ураскасси ялĕнче çуралнă.

1965 çулта Сарăтури юридици институтĕнче вĕренсе тухнă. Калининград облаçĕн прокуратуринче ĕçе пикеннĕ. Кайран Балти флочĕн прокуратурине куçнă.

ССРП тата РФ Тĕп вăрçă прокуратуринче вăй хунă; прокурор, организаци-методика уйрăмĕн пуçлăхĕ вырăнĕнче тăрăшнă.

1991–92 çулсенче – ССРП Тĕп вăрçă прокуратурин пулăшаканĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

2021 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Мускавра çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Ĕçĕсем

Криминалистикăпа 20 ытла ăслăх ĕçне çырса кăларнă. «Расследование цареубийства. Секретные документы» (М., 1993) истори докуменчĕсен кĕнекине çыракансен пĕр авторĕ.

Чыслани

  • РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ (1987)

Асăрхавсем

  1. ^ Чувашская энциклопедия 2021 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем