Алексеева Валентина Андреевна
Алексеева Валентина Андреевна (ҫур. 2006 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ, Шупашкар) — «Мисс Россия — 2024» конкурс ҫӗнтерӳҫи.
Пурнӑҫӗ
2006 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ[1].
Ылтӑн медальпе Шупашкарти 5-мӗш номерлӗ гимназирен вӗренсе тухнӑ — вӑл «Сколково» шкулсен ассоциацине кӗрет, ачасене инноваци меслечӗсемпе пӗлӳ паракан шкул, вӗсем унта тулли кун вӗренеҫҫӗ.
2023 ҫулта пӗрремӗш хут илем конкурсне хутшӑнса тӳрех ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ. Вуннӑмӗш класра вӗреннӗ май вӑл «Чӑваш Ен миссӗ — 2023» титула ҫӗнсе илнӗ. Халӑх тетелӗсенче вӑл «подиумпа та, мода тӗнчипе те унччен пӗрре те ҫыхӑнман» тесе каласа панӑ пулнӑ, апла пулин те конкурса ирттерекен модель агентстви хутшӑнакансене шыракан пӗлтерӗве асӑрхасан унта хутшӑнса пӑхма шут тытнӑ[2].
2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Н.И. Пирогов ячӗллӗ Раҫҫей наци тӗпчев медицина университетне «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫа алла илме вӗренме кӗнӗ[3].
2024 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче «Мисс Россия — 2024» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ[4]. Приза ӑна 2023 ҫулхи Раҫҫей мисӗ, Санкт-Петербургра пурӑнакан Маргарита Голубева панӑ[5].
2004 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Мексикӑра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери «Мисс Вселенная» конкурсра Раҫҫей ҫӗршыв ятӗнчен хутшӑннӑ[6], топ-12 йыш шутне кӗнӗ[7].
2026 ҫулта пушӑн 2-мӗшпе 7-мӗшӗсенче Хусанта пӗрремӗш хут иртнӗ тӗнче шайӗнчи «Мисс БРИКС» илемлӗх ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ[8].
Кӑсӑкланӑвӗсем
Ачаранпа балетпа тата спортпа кӑсӑкланнӑ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырать, экологи енӗпе ирттерекен ӑслӑлӑхпа тӗпчев проекчӗсене хутшӑнать.
Валентина Алексеева кӑмӑллакан кӗнекесем: Фёдор Достоевскийӗн «Преступленипе наказани», Джером Сэлинджерӑн «Ырашра пропасть хӗрринче» романсем. Ҫавӑн пекех вӑл «Коко до Шанель» фильм чи лайӑххи тесе каланӑ[9].
Ӑнлантарусем
- ^ В финал конкурса «Мисс Вселенная» вышла участница из России (выр.). SakhsNews (17 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Поступила на медика, надела корону за миллион долларов. Что известно о новой мисс Россия?. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Мисс Россия 2024 (выр.). www.missrussia.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Как прошел конкурс «Мисс Россия — 2024». Фоторепортаж. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ 18-летняя Валентина Алексеева из Чувашии стала "Мисс Россия - 2024" - Российская газета (выр.). Российская газета. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Победительницей конкурса «Мисс Россия — 2024» стала 18-летняя Валентина Алексеева из Чувашии. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ «Девочки в топ просто так не попадают». iz.ru (21 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
- ^ Илона Иванова. Названа победительница конкурса «Мисс БРИКС — 2026» (англ.). www.gazeta.ru (7 пушӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Анастасия Кириллова. Будущий врач. 18-летняя девушка из Чувашии стала «Мисс Россия — 2024» (выр.). Аргументы и Факты. Чувашия (6 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.