Алек Иван Ефремович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Иван Алек
Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Алексеев Иван Ефремович
Ҫуралнӑ 1919
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ 1944 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ(1944-06-13)
Вилнӗ вырӑн
Подданство Flag of the Soviet Union.svg
Пӗлӳ илни
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ чăваш сăвăçи
Жанр сăвă
Хайлавсен чӗлхи чăваш чĕлхи

Алек Иван Ефремович (чăн хушамачĕ Алексеев 1919, Пăлаçи Атăк, Пӑва уесӗ, РСФСР[d]1944 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ, Линец[d], Псков облаçĕн Пустошка районĕ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи чӑваш поэчӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1919 çулта Пӑва уесӗнчи (Чăваш Республикин Патӑрьел муниципаллӑ округӗ) Пăлаçи Атăк ялĕнче çуралнă[1].

Аслӑ Арапуҫӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Ялта комсомол организацине тӑвакансенчен пӗри пулнӑ[1].

Чăваш педагогика институтӗнче икӗ курс вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Çар училищине вӗренсе пӗтернӗ.

1942 ҫулта аслă лейтенант званийӗпе Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтне кайнӑ. 36-мӗш тӳпе артиллери дивизийӗнче хӗсметре тăнă. Пӗрре мар аманнӑ. ВКП (б) пайташӗ пулнӑ.

1944 çулхи çӗртмен 13-мӗшӗнче вӑрҫӑ хирĕнче вилнӗ. Калинин облаҫӗнчи (халӗ — Псков облаҫӗ) Пустошка районӗнчи Бестолковица ялӗнчен 200 метр кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнерех пытарнă[2].

Пултарулăх ĕçĕсем

Алек Иван ҫырнӑ сӑвӑсем районти тата республикăри хаçатсенче пичетленнӗ. Пуҫласа вӑрҫӑччен ҫырнӑ сӑввисем 1973 ҫулта Шупашкарта кун ҫути курнӑ «Вӗҫленмен юрӑсем» сӑвӑсен пуххине кӗнӗ[1].

Ҫемье

Ашшӗ — Алексеев Ефрем Алексеевич[2].

Иван Ефремовичӑн ҫырса пымалли тетрадь пулнӑ, унта ҫырнинчен унӑн фронтра пуҫ хунӑ Василий аслӑ пиччӗшӗ тата йӑмӑкӗсем пулни паллӑ[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Батыревская энциклопедия. Том 2 : Алексеев Иван Ефремович (выр.). Цифровая библиотека Национальной библиотеки Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Информация из донесения о безвозвратных потерях (выр.). Министерство обороны Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
  3. ^ Из записной книжки командира-артиллериста И. Е. Алексеева. 30 мая 1944 г. (выр.). Всемирная история. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.

Каçăсем