Аленка (бюст)
РФ культура министерстви


![]() | |
Ксенофонтов Юрий Иванович | |
Аленка. 1976 | |
Номенклатурӑпа: Аленка | |
бронза | |
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ | |
(инв. С 83) |
Аленка — шӑратса хатӗрлекен меслетпе ӑсталанӑ хӗрачан бюсчӗ. Ку ӗҫе Юрий Иванович Ксенофонтов скульптор 1976 ҫулта тунӑ. Объектӑн номенклатура ячӗ: Аленка[1].
Сӑнласа пани
Скульптор ку ӗҫре шкул тумне тӑхӑннӑ хӗр ачана кӑкӑр таран сӑнласа панӑ. Кӗлеткене пит енпе хатӗрленӗ. Сӑнара постаментсӑрах ӑсталанӑ. Вӑрӑм мӑйне чӗнтӗрлӗ эрешлӗ ҫухапа хупланӑ. Хӑяккӑн туранӑ ҫӳҫ ачан ҫамкине кӑтартать. Ҫӳҫне тирпейлӗн пуҫтарса икӗ хӳре тунӑ. Куҫӗсем чарӑлса пӑхаҫҫӗ. Сӑмси пӗчӗк, кӑштах каҫӑртарах. Тутине пӑчӑртаса хунӑ. Кӳлепе шалта пушӑ хӑвӑллӑ[2].
Усӑ курнӑ материалсемпе техника
Бюста бронзӑран шӑратса ӑсталанӑ. Ку меслет кашни пӗчӗк пая лайӑх палӑртма май парать, тата япала яка пулса тухать.
Куравсене хутшӑнни
Аяларахри списокра ку кӳлепе хӑш музейсенче вырнаҫнине кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех хӑш ҫулхине шӑратнине:
- Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ (1976);
- Йошкар-Олара вырнаҫнӑ Республика сӑнарлӑ ӳнер музейӗ (ХХ ӗмӗрӗн II ҫурри).
Ӑнлантарусем
- ^ Аленка . Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 11 Пуш уйӑхӗн 2025.
- ^ Алёна. Скульптура . Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 11 Пуш уйӑхӗн 2025.