Альбер Беттанье

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Альбер Беттанье
Çуралнă чухнехи ят фр. Nicolas Albert Bettannier
Чӑн ят фр. Albert Bettannier
Çуралнă вăхăт 12.8.1851(1851-08-12)[1][2]
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 17.11.1932(1932-11-17) (81 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Премисемпе чысланисем
кавалер ордена Почётного легиона
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Альбер Беттанье (фр. Albert Bettannier; 1851 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ, Мец — 1932 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ, Париж) — Франци художникӗ.

Кун-ҫулӗ

Жан Беттанье тата Мари Беллатт ывӑлӗ, Николя Альбер Беттанье 1851 ҫулта Франципе Прусси вӑрҫи вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Лотаринги (Мецпа пӗрле) Германине куҫнӑран Беттанье Германи гражданӗ пулса тӑрса тӑван хулара пурӑнма юлма пултарнӑ, анчах та, патриот пулнӑ май, вӑл Франци гражданлӑхне суйласа илнӗ, 1872 ҫултах Парижа куҫнӑ.

Ентешӗсем пулӑшнипе, Беттанье Парижри илемлӗ ӳнерӗн аслӑ шкулне вӗренме кӗнӗ, Анри Леманпа Изидор Пилс патӗнче ӑс пухнӑ. Ӳнерҫӗн патриот туйӑмӗ вӑйлӑ пулнӑран вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗрне аннексиленипе килӗшме пултарайман, Париж Салонӗнче хӑйӗн Франци Лотарингипе Эльзаса ҫухатнине сӑнлакан картинӑсене тӑтӑшах кӑтартнӑ.

Хисеплӗ легион орденне тивӗҫнӗ.

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи умӗн Германипе хутшӑнусем ҫивӗчленсен Беттанье каллех патриотла шухӑш-туйӑма вӑратакан картинӑсем ӳкернӗ. Апла пулин те Франци Эльзаспа Лотарингине тавӑрма (ку ӗҫ чӑннипе те ҫакӑн пек вӗҫленнӗ) мӗн чухлӗ ҫухату тӳсни ӑна питӗ вӑйлӑ шухӑша янӑ пулас.

Беттанье Вожирар ҫӑвинче пытарнӑ.

Сӑнсен пуххи

Вуламалли

  • Emmanuel Bénézit (ред.): Dictionnaire critique et documentaire des peintres, sculpteurs, dessinateurs et graveurs de tous les temps et de tous les pays. Neuaufl. Grund, Paris 1999.

Ӑнлантарусем

  1. ministère de la Culture.
  2. A. Beyer, B. Savoy — Berlin: K. G. Saur Verlag, Verlag Walter de Gruyter, 2009. — ISSN 2750-6088doi:10.1515/AKL
  3. ^ 1 тата 2 RKDartists (нидерл.)
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Беттанье, Альбер статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.