Аманова Светлана Геннадьевна

Светлана Геннадьевна Аманова (ҫур. 1961 ҫулхи акан 29-мӗшӗ, Мускав) — совет саманинчи тата Раҫҫей театрпа кино актриси, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ (2006)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Светлана Аманова 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Мускавра кинематографистсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ иккӗшӗ те «Мосфильмра» ӗҫленӗ: амӑшӗ — музыка редакцийӗнче, ашшӗ — режиссёр пулӑшуҫи, режиссёр. Кинора пӗрремӗш хут 5 ҫулта ӳкерӗннӗ.

М. С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче(выр.)чăв. пӗлӳ илнӗ[2].

1982 ҫултан Кӗҫӗн театрта ӗҫлет. Мускавӑн Кӑнтӑр-Анӑҫ округӗнчи Пултарулӑх ҫурчӗн ача-пӑча театр студийӗн ертӳҫи[3].

Мускаври Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен XII фестивалӗн делегачӗ (1985 ҫул).

2022 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Сочире Светлана Аманова Леонид Гайдайӑн «Спортлото-82» камичӗ экрансем ҫине тухнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа уяв йӗркеленӗ. Актриса кинофильмри романссемпе юрӑсене, совет композиторӗсен хайлавӗсене шӑрантарнӑ[4].

2025 ҫулта Кӗҫӗн театртах ӗҫленӗ, «Восемь любящих женин», «Вишневый сад», «Горе от ума» тата ытти спектакльсенче вылять.

2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче «Москва 24» телеканалти(выр.)чăв. «Моя Москва» программӑна хутшӑннӑ. Унӑн ачалӑхӗ иртнӗ Раменки районта ӳкернӗ, актриса хӑй ҫинчен тата Мускав ҫинчен каласа панӑ[5].

Харпӑр пурнăç

Упӑшки пулнӑскер — Павел Гусев(выр.)чăв., журналист тата редактор. Хӗрӗ —Екатерина Гусева.

Виталий Соломинпа хутшӑнусенче пулнӑ[6].

Театрти ĕçĕсем

Кӗҫӗн театр

  • 1982 — «Ревнивая к себе самой» — Магдалена
  • 1983 — «Выбор» — Вика
  • 1984 — «Дети Ванюшина» — Аня
  • 1984 — «Живой труп» — Маша
  • 1984 — «На всякого мудреца довольно простоты» — Машенька
  • 1986 — «Доходное место» — Полина
  • 1987 — «Зыковы» — Павла
  • 1987 — «Горе от ума» — Софья
  • 1988 — «Красавец мужчина» — Зоя
  • 1989 — «Ночь игуаны» — Мэксин
  • 1989 — «Горе от ума» — Софья
  • 1989 — «Хищники» — Ольга
  • 1990 — «Дикарка» — Варя
  • 1991 — «Детоубийца» — Гамильтон
  • 1991 — «Кетхен из Гейльбронна, или Испытание огнём» — Кунигунда фон Турнек
  • 1992 — «Обрыв» — Вера
  • «Дядя Ваня» — Елена Андреевна
  • «Бешеные деньги» — Лидия
  • «Горе от ума» — Наталья Дмитриевна
  • «Живой труп» — Маша
  • «Доходное место» — Полина
  • «Вишнёвый сад» — Раневская
  • «Дети солнца» — Елена
  • «Восемь любящих женщин» — Габи

Л. Варпаховский ячĕллĕ театр (Монреаль, Канада)

  • 2001 — «Волки и овцы» — Евлампия Купавина.

Фильмографи

  • 1982 — С вечера до полудня, Катя
  • 1982 — Путешествие будет приятным, Люда
  • 1982 — Спортлото-82, Таня
  • 1985 — Зимний вечер в Гаграх, Лена
  • 1985 — Накануне, Елена
  • 1989 — Лестница, Лариса Павловна
  • 1992 — Время Вашей жизни
  • 1992 — Ричард Львиное Сердце
  • 1993 — Русский бизнес, иностранка
  • 1993 — Рыцарь Кеннет
  • 1995 — Барышня-крестьянка, Амалия, Колбинапа пӗртӑван
  • 1996 —Лиза и Элиза, майра патша (тата унӑн йӗкӗрешӗ)
  • 1997 — В Париже
  • 2002 — Простые истины, Лера Пронина амӗшӗ
  • 2003 — Спас под берёзами, Зина, Сергейӗн арӑмӗ
  • 2003 — Бедная Настя, Сесиль де Воланж, бордель хуçи
  • 2009 — Маргоша, Тамара Ивановна Реброва, Игорь Ребровăн амăшĕ
  • 2011 — Серафима прекрасная, Полина Сергеевна, Серафима хĕр-тусĕ
  • 2012 — Одинокий волк, вдова Боева
  • 2014 — Дневник мамы первоклассника
  • 2015 — Конец прекрасной эпохи, Люба, Ленинградри журналӑн ӗҫченӗ
  • 2016 — Восемь любящих женщин, Габи
  • 2017 — Анна Каренина. История Вронского, Лидия Ивановна
  • 2024 — Пока брак не разлучит нас — Анна

Ăнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Награждена указом президента России № 541 от 29 мая 2006 года. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  2. ^ Аманова Светлана Геннадьевна (выр.). Официальный сайт Малого театра.
  3. ^ Актёры. Жизнь после славы. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ.
  4. ^ Ушла от мужа из-за быта и крутила роман с женатым режиссером. Как сейчас живет звезда фильма «Спортлото-82» Светлана Аманова? | Радио 1 (2025-04-29). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
  5. ^ «Моя Москва»: Светлана Аманова(паллӑ мар). www.maly.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
  6. ^ «...И вагон любви нерастраченной!». Документальный фильм к 75-летию Виталия Соломина. Про жизнь замечательных людей. Первый канал (10 раштавӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  7. ^ Почётное звание присвоено указом президента России № 1716 от 31 декабря 1992 года. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.