Спортлото-82

Спортлото-82 — Леонид Гайдай режиссёр 1982 ҫулта ӳкернӗ совет камичӗ.

Совет кинопрокачӗн лидерӗ пулма пултарнӑ Гайдайӑн юлашки фильмӗ, 1982 ҫулта — 55 миллион ытла ҫын курнӑ[1].

Сюжет

1982 ҫулхи ҫулла Костя Луков (Альгис Арлаускас(выр.)чăв.) Южногорска (шутласа кӑларнӑ хула) пуйӑспа каять. Купере унпа пӗрле тата виҫӗ пассажир: Сан Саныч Мурашко (Михаил Пуговкин) спекулянт, Миша Голубев (Андрей Толшин(выр.)чăв.) тата Таня Пегова (Светлана Аманова) турист, вӑл каччӑпа тӗл пулма каять. Тӑваттӑшӗ те пӗр детективах вулаҫҫӗ — Гениан Зелёныйӗн(выр.)чăв. пӗр издательствӑрах кӑларнӑ «Смертельное убийство» кӗнекине.

Паллашнӑ хыҫҫӑн Костя, кӗнеке вуланӑ май, Таньӑн пӗтӗм апат-ҫимӗҫне ӑнсӑртран ҫисе ярать те, айӑпне тӳрлетме хӑтланса, ӑна Спортлото(выр.)чăв. лотерея билечӗ туянса парать. Таня билетнри хисепсене чуххӑмӑн хуратать те Костьӑна упрама парать. Каччӑ билета хӑйӗн кӗнекин хушшине хурать, анчах пуйӑсран тухнӑ чухне ют кӗнекене илет.

Южногорскра ҫулташсем уйрӑлаҫҫӗ: Костя хӑйӗн аппӑшӗ (Нина Гребешкова) патне пурӑнма каять, спекулянтсем те — Сан Саныч Мурашко тата унпа пӗр каварлӑ Степан (Михаил Кокшенов(выр.)чăв.в) унпа пӗрлех лекеҫҫӗ. Анчах малтанласа Костьӑпа спекулянтсем пӗр ҫуртра пурӑннине пӗлмеҫҫӗ (вӗсен пӳлӗмӗсене кӗмелли алӑкӗсем тӗрлӗ енчен). Таня Пегова ӑна вокзалта кӗтсе илнӗ каччипе Павелпа (Денис Кмит(выр.)чăв.) пӗрле «автоҫулҫӳревҫӗсен вырӑнне» каять. Миша Голубев «Ӑмӑрткайӑк килӗ» турбазӑна каять.

Тепӗр вунӑ кунтан Костя Таньӑн хисепӗсен комбинацийӗ выляса илни, Таня тӗп приза — 20 пин тенкӗ выляса илни, ҫинчен хаҫатра вуласа пӗлет, анчах унӑн кӗнекинче билет ҫук. Кӗнекен титул листи ҫине ҫырни тӑрӑх — «А. А. Мурашко» — вӑл йӑнӑшпа хӑйӗнне мар, урӑх ҫын кӗнекине илнине ӑнланать.

Ҫав вӑхӑтрах Сан Саныч та Таня 20 пин выляса илнине пӗлет, вӑл Костьӑна хӑйӗн билетне панине те астӑвать. Вӑл Костьӑна ультиматум лартма шут тытать: е каччӑ ӑна выляса илнин ҫуррине парать, е ӗҫ суда ҫитсен шарласа тӑмасть.

Костьӑна Сан Саныч юлташӗ Степан тупать. Вӑл Костя ӑҫта пурӑннине йӗрлесе пӗлет, вара вӗсем Сан Санычпа унта каяҫҫӗ. Ҫула май, Сан Саныч Костя выляса илни ҫинчен нимӗн те пӗлменнине шанса, укҫана никампа та пайласшӑн мар пулса, плана улӑштарать. Костя килте ҫук, Степан ун патне кӗрсе кӗнекене тупать, анчах унта билет ҫук. Костя таврӑнать те Сан Саныча асӑрхать: вӗсем пӗр ҫуртра пурӑнни паллӑ пулать. Сан Саныч Костьӑна хӑйӗн пӳлӗмне илсе кӗрет, вӗсем унӑн кӗнекине тӗрӗслеҫҫӗ, анчах талонӗ унта та ҫук. Сан Саныч, Степан талона илсе кайма ӗлкӗрнӗ тесе шанса тӑраканскер, Костьӑна вӑл йӑнӑшпа унӑн кӗнекине, титул листи ҫине ҫырса хунине, Костьӑн кӗнекине вара куперисенчен пӗри йӑнӑшпа илнине ӑнлантарса парать. Костя хӑйӗн кӗнеки Таня е Миша патӗнче пулма пултарнине тавҫӑрса илет те вӗсем патне кайма шутлать.

Сан Саныч Степана асаплантарать — ӑна ирӗксӗрлесех сутма хатӗрленӗ апельсинсене ҫитерсе ярать, мӗншӗн тесен кӗнекере талон ҫукки пирки хыпарҫӑ суять тесе шухӑшлать. Анчах тепӗр виҫӗ сехет асаплантарнӑ хыҫҫӑн та Степан хӑйӗнни ҫинче тӑрать, ҫавӑнпа та Сан Санычӑн кӗнекери талон ҫуккине йышӑнма тивет.

Костя Таньӑна шырама тухса каять, спекулянтсем те ҫавнах тӑваҫҫӗ, анчах шыв тӑрӑх. Лагерь патне ишсе ҫитсен, Сан Саныч Степана талон вӑрлама хушать. Степан вӑрттӑн ҫыран хӗррине хӑпарать, анчах Таньӑн палатки патне пыма та май килмест. Сан Саныч ҫав вӑхӑтра ҫывӑрса каять те, тӗлӗкре ӑна Степан талонпа таврӑннине, вӗсем ишсе кайнине, часах укҫа илнине курать. Анчах ыйхӑ татӑлать те, Сан Саныч ишсе кайма шутлать.

Лагере Костя килет. Талон Таньӑн кӗнекинче те ҫук иккен, вӗсем вара Павел автомобилӗпе Миша Голубев патне ҫул тытаҫҫӗ. Степан вӗсен калаҫӑвне вӑрттӑн итлет, тепӗр ирхине Сан Санычпа унта каяҫҫӗ. Турбазӑна спекулянтсене шухӑ мотоциклист (Роланд Сагиришвили) илсе кайма килӗшет, анчах ҫул ҫинче парне — хӗрлӗ эрех кӗленчи — тухса ӳкет, вӑл вара каялла ҫаврӑнать те хӑйсем тапраннӑ вырӑна килсе тухать. Сан Санычпа Степанӑн ирӗксӗрех ҫуран утма тивет.

Турбазӑна ҫитсен ҫамрӑксем Миша 7-мӗш номерлӗ маршрутра пулнине пӗлеҫҫӗ, ӑна вӗҫлесен вӑл Мангал чукун ҫул станцине тухмалла та киле тухса каймалла. Ӑна хуса ҫитес тесе вӗсем унта 4-мӗш номерлӗ кӗскерех маршрутпа ҫул тытаҫҫӗ, спекулянтсем вӗсен йӗрӗпе пыраҫҫӗ. Ҫул ҫинче Павелпа Костя хушшинчи хирӗҫӳ сиксе тухать, ҫавӑн пекех Павелпа Таня хушшинчи хирӗҫӳ те ӳссе пырать.

Спекулянтсем Таньӑпа Павел тата Костя калаҫнине вӑрттӑн итлеҫҫӗ те, Миша Голубевӑн пуйӑсӗ каялла вӑхӑта пӗлеҫҫӗ. Вӗсем, тӗп геройсене пур майсемпе те ҫултан пӑрса яма тӑрӑшса, малалла кайма шутлаҫҫӗ: малтан маршрутсен юпа ҫине ӳкернӗ кӑтартмӑшӗсене илсе переҫҫӗ (анчах Степан тимсӗрлӗхне пула вӗсем нумайччен аташса ҫӳреҫҫӗ, кая юлаҫҫӗ) унтан Мангал патне каякан кӗске ҫул ҫинчи кӗпере вут тивертсе яраҫҫӗ (анчах тискер упа пырса тухнине пула вӗсен каялла ҫаврӑнма тивет)… Юлашкинчен Сан Саныч Степана, чирлӗ ҫын пек туса, ҫул ҫине тӑратса хӑварать (виҫӗ ҫамрӑкран пӗри те питрен курман Степан конкурентсене тытса чарма пултарасса шанса), хӑй Мангал станцине каять.

Таня хӑйӗн каччипе Павелпа хирӗҫет, ҫавна пула Костьӑпа Мангал станцине каять, Павел вара «аманнӑ» Степанпа юлать. Степан паллакан мотоциклист килсе тухать, ӑна Павел «аманнине» больницӑна илсе кайма ыйтать. «Аманнӑ» Степан тарать, мотоциклист Павела станцие ҫити лартса кайма килӗшет.

Сан Саныч (ҫуран) тата Павел (мотоциклпа) пӗр вӑхӑтрах ҫула тухакан пуйӑс патне ҫитеҫҫӗ, купене тӗрлӗ енчен кӗреҫҫӗ те сӗтел ҫинче выртакан Мишша кӗнекине кураҫҫӗ. Вӗсем хушшинчи кӗрешӳ вӑхӑтӗнче ҫил талона кӗнекерен вакун чӳречинчен вӗрсе кӑларать.

Таньӑпа Костя пуйӑс иртсе кайнӑ чухне ҫул урлӑ каҫма тухаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне юратнине калаҫҫӗ те чуптӑваҫҫӗ, Миша Голубев ларнӑ куперен вӗҫсе тухнӑ талон вара Костя тытса тӑракан котелока вӗҫсе ӳкет.

Рольсенче

Актёр Роль
Альгис Арлаускас Константин Луков
Светлана Аманова Татьяна Пегова (вокал — Ксения Георгиади)
Михаил Пуговкин спекулянт Сан Саныч (Александр Александрович) Мурашко
Михаил Кокшенов Сан Саныч компаньонӗ Степан Степанович
Денис Кмит Татьянӑн каччи Павел
Нина Гребешкова Константинӑн аппӑшӗ Клавдия Антоновна
Андрей Толшин купери 4-мӗш ҫулташ Михаил Голубев
Борислав Брондуков турбаза директорӗ
Луиза Мосендз турбаза директорӗн секретарши Алла Дмитриевна (Лариса Удовиченко сасӑланӑ)[2]
Сергей Филиппов чукун ҫул ҫинчи дежурный
Роланд Сагиришвили мотоциклист
Абессалом Лория пасарта туянакан (Артём Карапетян сасӑланӑ)
Виктор Уральский грузчик
Юрий Попович кӗнеке сутакан
Вера Ивлева проводница

Ӳкерӳ ушкӑнӗ

Кӑсӑк самантсем

  • Тӗп роле калӑплакан Светлана Аманова хура ҫӳҫлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа ӳкернӗ чухне унӑн ҫӳҫне вӑхӑтран вӑхӑта водород йӳҫекӗпе тӗссӗрлетме тивнӗ[3].
  • Павелпа Степан рольне выляма кандидатсем хушшинче вӑл вӑхӑтра питӗ паллӑ юрӑҫа тата актёра Михаил Боярские те пӑхса тухнӑ[3], анчах ӑна ҫирӗплетмен, вӑл фильмри пӗр юрра юрлать.
  • Турбаза директорӗн рольне чи малтан Михаил Пуговкина пӑхса тухнӑ, анчах та ҫак роле «эпизод ӑстине» — Борислав Брондукова(выр.)чăв. панӑ[3], Пуговкина вара тӗп антагонист — «Сан Саныч» — рольне ҫирӗплетнӗ.
  • Луиза Мосендз каланӑ тӑрӑх, ӑна коридорта актёрсем суйлассипе ӗҫлекен ассистентка курнӑ та вара хӗре ҫавӑнтах Гайдай патне илсе кайнӑ, лешӗ ӑна курсанах «Да» тенӗ, ҫапла вара Алла Дмитриевна рольне ҫирӗплетнӗ[3].

Фильмри юрӑсем

  • Михаил Боярский — «Страна удачи» (Александр Зацепин кӗвви, Игорь Шаферан сӑмахӗсем);
  • Ксения Георгиади(выр.)чăв. — «Только любовь» (Александр Зацепин кӗвви, Игорь Шаферан сӑмахӗсем);
  • Михаил Пуговкин — «Песенка спекулянта» (Александр Зацепин кӗвви, Юрий Энтин сӑмахӗсем);
  • Иосиф Кобзон — «Было и прошло» (Александр Зацепин кӗвви, Юрий Энтин сӑмахӗсем).

Критика

Критиксем фильма аванах кӗтсе илмен. Сӑмахран, «Спортлото-82», или Старые приключения Шурика" («Труд», авӑн, 7, Ю. Крючков) ятлӑ пӗр заметкӑра ҫапла ҫырнӑ:

«Паллах, кӑштах савӑнатӑн — малтан курнине тепре курнӑ процесс илӗртет пек. Анчах ытти фильмсенче курса кулни тепре курсан кулӑшла пек туйӑнмасть … Кунта вара — сюжет, персонажсем, трюксем — пурте пӗр тумлам юлмиччен паллӑ. Тен, Гайдай хӑйӗн камичӗсем тӑрӑх попурри тума шутланӑ? Мӗншӗн-ха апла Шурика Костя ят панӑ, тыткӑнри хӗре — Таня? Мӗншӗн ҫӗнӗ актёрсене чӗннӗ — унчченхисем хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ-ҫке?..
Апла, кино та — кураканшӑн ҫав лотерея пекех пулса тухать. Шанчӑк кашнинчех пур, выляса илни вара — вӑл ӑнсӑртран мар пулсан — самай сайра. Ку хутӗнче те пире, шел те, каллех ӑнмарӗ — билет каллех «пушӑ» пулчӗ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Спортлото 82 (1982). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ.
  2. ^ 6 интересных фактов о фильме «Спортлото-82» (выр.). www.domkino.tv. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Документальный фильм «Спортлото-82. Неизвестная версия» (телеканал 100 ТВ, 4 марта 2012 года)
  4. ^ Как снимали «Спортлото-82»(паллӑ мар). Назад в СССР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ.

Каçăсем