Аншарлиçĕсем

«Аншарлăçсем» (выр. Самогонщики) — 1961 çулта «Мосфильм» киностудире Леонид Гайдай режиссёр ӳнерленĕ совет камитлă-шаркурни илемлĕ кĕске фильм. Çак фильм «Камитлă фильмсен пуххине» (Мосфильм, 1961) кĕрет, унта çаплах («Чужой бумажник», «Водяной», «Большие неприятности») пур.[1]

Сюжет

Вăрманти пысăках мар пураллă пӳртре виç тус — Хăравçă, Балбес тата Пулнăçке — сутмашкăн аншарли юхтараççĕ. Ĕçĕ ăнса пырать-ха. Аншарлине сахăр татки çине сăрăхтарса Барбос йытта параççĕ. Йытă, çаксем çине кӳренсе, тулли кĕленчесене ӳпĕнтерсе, аншарли юхтармалли аппаратран спираль евĕр пăрăхне тăпăлтарать те вăрмана тухса тарать. Виççĕшĕ те йытăна хăваласа чупаççĕ. Юлашкинчен, пурĕ те пĕрле милици уйрăмне çитеççĕ, унта вĕсене ареслеççĕ.

Рольсем

Пултарулăх ушкăнĕ

Асăрхавсем

  1. ^ Юрий Никулин, Георгий Вицин, Евгений Моргунов - «Песня самогонщиков» (выр.). Пятый канал. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ.

Каçăсем