Ангам кунӗ
Ангам кунӗ (Angam Day) — Науру Республикинчи уяв, ӑна юпан 26-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун науруансем утрав ҫинчи халӑх шучӗ ӑна колониланӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш хут 1500 ҫынна (ку хисеп наци упранса юлма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе шутланнӑ) ҫитнӗ куна палӑртса уявлаҫҫӗ. Науру историйӗнче ҫак хисеп урлӑ каҫнӑ икӗ вӑхӑт пулнӑ: 1932 ҫулта тата 1949 ҫулта.
Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн, 1923 ҫулта, Науру Нацисен Лигин мандатлӑ территори статусне илнӗ, кунти влаҫа Аслӑ Британи, Австрали тата Ҫӗнӗ Зеланди пӗрле тытса пыма пуҫланӑ, ҫав вӑхӑтрах административлӑ управленине Австрали (унччен утрав Германи империйӗн колонийӗ пулнӑ) пурнӑҫланӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен, 1919 ҫулта, Австрали администраторӗ Гриффит Науру ҫинче халӑх ҫыравне ирттернӗ. Каярах, вырӑнти ҫулпуҫсемпе тӗл пулнӑ май, Гриффит утрав ҫинчи халӑх йышӗ хӑрушла пӗчӗк пулни, науруансем наци пуласшӑн пулсан, Наурура халӑх йышӗ 1500 ҫынран кая мар пулмалли ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех халӑх йышӗ ҫак хисепрен иртнӗ куна Ангам кунӗ (Савӑнӑҫ кунӗ) тесе ят парасси ҫинчен, вӑл патшалӑх уявӗ пулса тӑрасси пирки те калаҫса татӑлнӑ. 1500-мӗш ҫуралакан ачана Ангам ачи тесе пӗлтерӗҫ, уншӑн хаклӑ парнесем илӗҫ тата хисепе тивӗҫӗҫ.
Ҫырав хыҫҫӑн вун виҫӗ ҫул иртсен утраври халӑх йышӗ 1500 ҫынна ҫитнӗ. Пӗрремӗш Ангам ачи 1932 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Эидаруво (наур. Eidegenegen Eidagaruwo) ятлӑ хӗрача пулса тӑнӑ. Анчах та Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи ҫулӗсенче Науру халӑх йышӗ каллех кирлӗ шайран аяла чакнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче 1201 науруана Трук утравӗ (халӗ Чуук) ҫине эвакуациленӗ, вӗсенчен тӑван тӑрӑхне 737 ҫын ҫеҫ таврӑннӑ. Пӗрремӗш Ангам ачи те Науру ҫине таврӑнайман — вӑл, ытти чылай эвакуациленнӗ ҫын пекех, Трук ҫинче фрамбезине (тропик гранулема) тата ҫителӗклӗ ҫиейменнине пула вилнӗ.
Иккӗмӗш Ангам ачи Адам (наур. Bethel Enproe Adam) ятлӑ арҫын ача пулса тӑнӑ, вӑл 1949 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Боэ округӗнче ҫуралнӑ. Адам Эидаруво ҫуралнӑ кунӗнче мар ҫуралнӑ пулин те, Ангам кунне ҫавах та юпан 26-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ.