Андреев Анатолий Михайлович
Андреев Анатолий Михайлович (1922 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ, Усть-Уда[d], Иркутск облаçĕ — 1968 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ, Орск[d], Ӗренпур облаҫӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мӗш Украина фрончӗн 4-мӗш гварди танк ҫарӗн 13-мӗш гварди йывӑр танк полкӗн йывӑр танк командирӗ, гварди лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945) [1],[2],[3]. Капитан.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1922 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Иркутск кӗпӗрнинче рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1951 ҫултанпа ВКП (б) членӗ. Хальхи Оренбург облаҫӗнчи Бузулук хулинче пуҫламӑш пӗлӳ илсен тракторпа прицепщик пулса ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа. Ульяновскри танк училищинче вӗренсе тухнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче 1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа. Йывӑр танк командирӗ гварди лейтенанчӗ Андреев 1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче хальхи Польша территорийӗнчи ҫапӑҫусенче уйрӑмах палӑрнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 27-мӗшӗччен автоматчиксен десанчӗпе танкӑн экипажӗ темиҫе теҫетке фашиста, БТР-а пӗтернӗ, ҫар трофейӗсене нумай туртса илнӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Андреев Анатолий Михайлович лейтенанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№7187) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Андреев капитан запасра. Оренбург облаҫӗнчи Орск хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. 1968 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче вилнӗ, Орскӑн Первомайски ҫӑвинче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 7187);
- Ленин орденӗ (10.04.1945);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- медальсем, ҫав шутра
- «Берлина илнӗшӗн» медаль;
- «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫирӗм ҫул» юбилей медалӗ.
Астӑвӑм
- Анатолий Андреев ятне 1975 ҫулта Орскри урама панӑ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ Андреев Анатолий Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Андреев Анатолий Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Андреев Анатолий Михайлович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Улицы, посёлки, реки, озёра, парки // Орская городская энциклопедия / главный редактор-составитель Коровин П. С.. — Орск: ОАО «Исполком НПСО», 2007. — С. 8. — 303 с. — 3000 экз.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
- Золотые звёзды Оренбуржья: биографический справочник / В. П. Россовский; ред. Е. А. Урбанович; рец. У. А. Батыров, Н. М. Румянцев. — изд. 2-е, перераб. и доп. — Оренбург: ИПК «Южный Урал», 2005. — С. 106—107. — 595 с. — ISBN 5-94461-009-3.
- Оренбуржцы — Герои Советского Союза: библиографический указатель / Библиогр. отд.; сост. Н. А. Кузнецова. — 1. — Оренбург: Областная научная библиотека имени Н. К. Крупской, 1987. — С. 17. — 155 с.
Каçăсем
Андреев Анатолий Михайлович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра