Андреев Василий Алексеевич
Андреев Василий Алексеевич (1960 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ, Ешкилт, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 2002 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ, Шупашкар) — чăваш чĕлхи тата тӗрӗк чӗлхисен тĕпчевçи; филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент[1].
Пурнăçĕ
1960 çулхи çурла уйăхĕн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче çуралнă[1].
1977 çулта Канаш районĕнчи Шуркасси вăтам шкулне вӗренсе пĕтернĕ. 1982 çулта А. С. Пушкин ячӗллӗ Ленинград патшалăх университетĕнчи(выр.)чăв. хĕвел тухăç чĕлхисен факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1982—1986 ҫулсенче ҫак университетрах стажёр-преподаватель пулса тӑрӑшнӑ, тӗрӗк чӗлхисен кафедринчи аспирантурӑра вӗреннӗ. 1987 çулта Мускаври Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче(выр.)чăв. «Чăваш чĕлхинчи вĕçлев категорийĕ» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ[1].
1986 ҫултан И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче: преподаватель, доцент, декан ҫумӗ, ректор пулӑшуҫи[1].
1994—1995 ҫулсенче Турцири Стамбул университетӗнче(выр.)чăв. ӗҫленӗ[1]. Пӗр вӑхӑтрах Тӗрӗк тӗнчине тӗпчекен фондра «Турккӑлла — чӑвашла сӑмахсар», «Чӑвашла — турккӑлла сӑмахсар» словарьсем тӑвассипе тӑрӑшнӑ.
Ăслăлăхра чӑваш тата тӗрӗк чĕлхисен морфологи пайрăмĕсене танлаштарупа, истори меслечĕпе тĕпченипе палăрса тăнă.
2002 çулхи çу уйăхĕн 5-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ[1].
Ĕçĕсем
- Турккă чĕлхин графики, фонетики тата орфографийĕ. Меслет кăтартăвĕсем. Ш., 1987;
- Основной падеж в системе склонения чувашского языка. Ч., 1986;
- Хальхи турккă чĕлхи: грамматика парадигмисемпе формисем. Ш., 1992;
- Чăваш чĕлхи. Ш., 1998; Чăваш чĕлхине халалланă тĕпчев. Ш., 1998[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Г. А. Дегтярёв. Андреев Василий Алексеевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Андреев, Василий Алексеевич (языковед; 01.08.1960-05.05.2002) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
Вуламалли
- Василий Андреев чӗлхеҫӗ = Языковед Василий Андреев / Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ; [Г. А. Дегтяревпа Л. П. Петров пухса хатӗрленӗ ; ум сӑмах авторӗ Ю. Н. Исаев]. — Шупашкар, 2010. — 55 с., [4] л. ӳкерчӗксем.
- Андреев, В. А. «Чӑваш чӑнлӑхпа, ҫынлӑхпа, Турӑ панӑ хӑватпа вӑйлӑ пулӗ» / В. А. Андреев ; Л. Филиппова ҫырса илнӗ // Тантӑш. — 1998. — 4 ҫӗртме (№ 23). — С. 4.
- Андреев Василий Алексеевич // Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем : библиогр. указ. — Шупашкар, 2006. — С. 14-15.
- Дегтярев, Г. А. Василий Алексеевич Андреев / Г. А. Дегтярев // Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗ : статьясен пуххи. — Шупашкар, 2006. — 2-мӗш кӑларӑм. — С. 290-297.
- Фомин, Э. Кӗмӗл пек ҫутӑ пурнӑҫ / Э. Фомин // Хыпар. — 2003. — 7 ҫурла.
- Дегтярев, Г. А. Андреев Василий Алексеевич / Г. А. Дегтярев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 103.
- Корнилов, Г. В. А. Андреев — зачинатель функциональной грамматики чувашского языка / Г. Корнилов // Ульяновец. — 2002. — 21 янв.
- Лебедев, Э. Е. Научное наследие Василия Алексеевича Андреева / Э. Е. Лебедев // Чувашский язык и этнос в истории евразийской цивилизации. — Чебоксары, 2011. — С. 95-101.
- Прокопьев, В. П. Андреев Василий Алексеевич / В. П. Прокопьев // Канашский район : энцикл. персон. — Чебоксары, 2014. — Кн. 1. — С.45.