Андреев Василий Аполлонович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Андреев Василий Аполлонович
Andreev Vasiliy Appolonovich.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1906
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1974 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ(1974-02-02)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ пехота
Пехота
Звани гварди кĕçĕн сержант
Часть 3-мĕш Беларуç фрончĕн 2-мĕш гварди çарĕн 32-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗн 82-мĕш гварди стрелоксен полкĕ
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
Наградӑсемпе хисепсем

| Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg |} | Ленин орденĕ |-

|}

Андреев Василий Аполлонович (1906, Солёное[d], Екатеринослав кĕперни1974 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ, Душанбе[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 2-мӗш гварди ҫарӗн 32-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 82-мӗш гварди стрелоксен полкӗн пулемётчикӗ, гварди кӗҫӗн сержанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.06.1945)[1],[2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1906 ҫулта хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. ВКП (б) пайташӗ. Хӗрлӗ Ҫара чӗниччен (1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче) Душанбере театр коменданчӗ пулса ӗҫленӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 82-мӗш гварди стрелоксен полкӗн пулемётчикӗ пулнӑ. Андреев гварди кӗҫӗн сержант Раушен (1946 ҫултанпа Калининград облаҫӗнчи Светлогорск хули) районӗнчи ҫапӑҫусенче уйрӑмах палӑрнӑ. 1945 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче вӑл пулемёт расчёчӗн пуҫӗнче тӑшманӑн тӑватӑ контратакине сирсе янӑ. Гитлеровецсен пӗр контратаки вӑхӑтӗнче Андреев стройран тухнӑ взвод командирне улӑштарнӑ, пехотӑна пулемётран персе тапӑнма майсем туса панӑ. Хӑй йывӑр аманнӑ, анчах ҫапӑҫу хирӗнчен пӑрахса кайман. Ӑста та татӑклӑ ӗҫӗсемпе 140 фашиста тыткӑна илме пулӑшнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Андреев Василий Аполлонович гварди кӗҫӗн сержантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен демобилизациленӗ. Душанбере ӗҫлесе пурӑннӑ. 1974 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче вилнӗ. Душанбе хулин православи ҫӑвинче пытарнӑ.

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.06.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
  • Ленин орденӗ (29.06.1945);
  • Мухтав орденӗн III степенӗ;
  • медальсем, ҫав шутра
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫирӗм ҫул» юбилей медалӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Андреев Василий Аполлонович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Андреев Василий Аполлонович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза — казахстанцы. Алма-Ата. 1968, кн. 1. / стр.69-70,
  • Дриго С.В. За подвигом — подвиг. Калининград,1984. / стр.211,
  • Сечкина Л.П. Твои герои, Таджикистан. Душанбе, 1985. / стр.54-56.
  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.

Каçăсем