Андреев Георгий Федосеевич
| Андреев Георгий Федосеевич | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1922 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1945 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ (23 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | майор |
| Часть | 4-мĕш Украина фрончĕн 38-мĕш çарĕн 140-мĕш стрелоксен дивизин 96-мĕш стрелоксен полкĕ |
| Командӑланӑ | батальон |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Андреев Георгий Федосеевич (1922 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ, Глубокое[d] — 1945 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ, Болехов[d], Ивано-Франковск облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 4-мĕш Украина фрончĕн 38-мĕш çарĕн 140-мĕш стрелоксен дивизин 96-мĕш стрелоксен полкĕн батальон командирĕ, майор, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.05.1946)[1][2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1922 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хальхи Алтай крайӗнчи Тарӑнвар ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан пуҫламӑш шкул заведующийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941 ҫулта Андреев Ҫӗнӗ Ҫӗпӗрти ҫарпа пехота училищине вӗренме кӗнӗ, Хӗрлӗ Ҫар командирӗ пулса вӗренсе тухнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1942 ҫулхи ака уйӑхӗнчен хутшӑннӑ. 1945 ҫул тӗлне 4-мӗш Украина фрончӗн 38-мӗш ҫарӗн 140-мӗш стрелоксен дивизийӗн 96-мӗш стрелоксен полкӗн батальон командирӗ пулнӑ, майор. 1943 ҫулта Андреев ВКП (б) ретне тӑнӑ. Ӑна икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе тата Ленин орденӗпе наградӑланӑ.
Андреев оккупациленӗ Польшӑри Ясло хулине хӑтарнӑ чухнехи ҫапӑҫусенче палӑрнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче нимӗҫ оборонине татса вӑл чи малтан нимӗҫсен пехота полкӗн штабӗ вырнаҫнӑ ҫӗре ҫӗмӗрсе кӗнӗ, унӑн ялавне тата штаб докуменчӗсене туртса илнӗ.
Украинӑри Ивано-Франковск облаҫӗнчи Болехов хулинче пытарнӑ.
1946 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе Георгий Федосеевич Андреева Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.05.1946, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (15.05.1946);
- Ленин орденӗ;
- икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- медальсем.
Аставӑм
- Алтай крайӗнчи Баево ялӗнче бюст вырнаҫтарнӑ;
- Ятне Барнаулти Мухтав мемориалӗнче ҫырса хунӑ;
- Алтай крайӗнчи Таранвар ялӗнчи урама паттӑр ятне панӑ;.
- Завьялово салинчи бюст вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
Андреев Георгий Федосеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
