Андреев Герман Иванович
| Андреев Герман Иванович | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1916 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1957 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ (40 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | майор |
| Часть | 1-мĕш Беларуç фрончĕн 5-мĕш тапăнакан çарĕн 248-мĕш стрелоксен дивизийӗн 905-мĕш стрелоксен полкĕ |
| Командӑланӑ | батальон |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Андреев Герман Иванович (1916 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ, Аҫтӑрхан — 1957 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ, Аҫтӑрхан) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мĕш Беларуç фрончĕн 5-мĕш тапăнакан çарĕн 248-мĕш стрелоксен дивизийӗн 905-мĕш стрелоксен полкĕн батальон командирĕ, майор, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.05.1946)[1][2][3].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1916 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче Аҫтӑрханта ҫуралнӑ. 1932 ҫулта фабрикӑпа завод вӗрентӗвӗн шкулне вӗренсе пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн Аҫтарханти заводра ӗҫленӗ.
1937 ҫулта Аҫтӑрханти ҫар пехота училищине вӗренме кӗнӗ, ӑна вӗҫлесен 1941 ҫулта ТӑванҪӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтне янӑ. 1943 ҫулта ВКП (б) ретне тӑнӑ.
1945 ҫул тӗлне 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 5-мӗш тапӑнакан ҫарӗн 248-мӗш стрелоксен дивизийӗн 905-мӗш стрелокӗсен полкӗн батальон командирӗ, майор званийӗнче пулнӑ, орденсемпе медальсене тивӗҫнӗ.
Андреев майор 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче палӑрнӑ. Ҫав кун Зееловран (халӗ — Зелов) ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле ҫичӗ ҫухрӑмри Альт-Розенталь ялӗ патӗнче, танксем пулӑшнипе нимӗҫсен пысӑк соединенийӗсем контратакӑна ҫӗкленнӗ. Андреев хӑйӗн батальонӗпе тӑшманӑн пысӑкрах вӑйне хирӗҫ тӑрса атакӑсене сирсе янӑ, тӑшмана тылран ҫавӑрса илсе икӗ танка тата тӑшманӑн нумай чӗрӗ вӑйне пӗтернӗ.
Андреев майор Берлин операцине хутшӑннӑ, 1945 ҫулхи акан 26-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен унӑн батальонӗ вермахтӑн 490 салтакне тыткӑна илнӗ. Вӑл нимӗҫ ҫарӗсен юлашкийӗсем йышӑннӑ траншейӑсемпе ҫуртсене хӑй чи малтан ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
1946 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе Герман Иванович Андреева Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Андреев отставкӑна тухнӑ, тӑван Аҫтӑрханта пурӑннӑ, ӗҫленӗ.
1957 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче вилнӗ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.05.1946, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль №9140);
- Ленин орденӗ (15.05.1946);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ (30.11.1943);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (06.10.1943);
- «Ҫарти тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (25.08.1943);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (28.08.1945);
- медальсем.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
Андреев Герман Иванович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
