Андрейченко Наталья Эдуардовна
| Наталья Андрейченко | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ | выр. Наталья Эдуардовна Андрейченко |
| Ҫуралнӑ | 1956, ҫу, 3 |
| Ҫуралнӑ вырӑнӗ | Мускав |
| Гражданлӑх | |
| Пӗлӳ илни | |
| Професси | раççей актриса |
| Карьери | 1976 — хальхи вӑхӑт |
| Наградӑсем | |
| IMDb | ID 0028907 |
| Кинопоиск | 63934 |
Андрейченко Наталья Эдуардовна (ҫур. 1956 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ[1], Мускав) — совет саманин кино актриси, юрӑҫ. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1984)[2].
«Сибириада» (1978), «Военно-полевой роман» (1983) тата «Мэри Поппинс, до свидания» (1983) фильмсенчи рольсем тӑрӑх паллӑ.
Пурнӑҫӗ
Наталья Эдуардовна Андрейченко 1956 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх унӑн ачалӑхӗ йывӑр пулнӑ. Амӑшӗ виҫӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ, ача ҫурчӗсен инспекторӗнче ӗҫленӗ, ачана воспитани парас тӗлӗшӗнчен питӗ ҫирӗп пулнӑ. 5-ре чухне Наталие амӑшӗ краҫҫын шӑршлама юратать тесе шанман, сипленме янӑ[3].
М. С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине вӗренме кӗреймен хыҫҫӑн ВГИКа вӗренме кӗнӗ, унта Сергей Бондарчукпа Ирина Скобцева ӑсталӑх лаҫҫинче вӗреннӗ. Унӑн амӑшӗ мӗнле пулас профессие суйласа илнине ырламан, анчах ашшӗ ун майлӑ пулнӑ.
1975 ҫулта кинора, иккӗмӗш курсра, «От зари до зари» тата «Колыбельная для мужчин» фильмсенче ӳкерӗнсе дебютланӑ.
Актёрсен пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӗвӗ — 1979 ҫулта экрансем ҫине тухнӑ «Сибириада» киноэпопейӑри роль. Фильма Каннӑра иртнӗ кинофестивалӗнче жюри ятарлӑ призпа палӑртнӑ, анчах куракансемшӗн вӑл ытларах ҫак икӗ роле вылянипе асра юлнӑ: «Мэри Поппинс, до свидания!» Леонид Квинихидзе телефильмӗнчи Мэри Поппинс тата «Военно-полевой роман» мелодрамӑри Люба Антипова сӑнарӗсем.
«Прости» фильмри рольшӗн ӑна «Советский экран» журнал чи лайӑх актриса тесе палӑртнӑ, «Леди Макбет Мценского уезда» фильмри Катерина Измайлова ролӗшӗн вара ӑна «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» категорире «Ника» кинопремине илме номинациленӗ.
1991 ҫулта Максимилиан Шелл упӑшки патне АПШ-на эмиграциленӗ.
1996 ҫулта Natasha & GooSee ушкӑнпа пӗрле «MOST» альбом ҫырнӑ, ку ӗҫе вӑл вокалистка пек хутшӑннӑ[4].
1999 ҫулта Раҫҫее таврӑннӑ.
2010 ҫулта Украинӑри «Украина слезам не верит» талантсен шоувӗн жюри членӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ.
2011 ҫулта Дмитрий Нагиевпа пӗрле «Перец» телеканалта «Саккунри анне» реалити-шоу ертсе пынӑ.
Харпӑр пурнӑҫӗ
- Пӗрремӗш упӑшки — Максим Дунаевский(выр.)чăв. (1945 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче ҫур.), Раҫҫей композиторӗ.
- Иккӗмӗш упӑшки (1985—2005) — Максимилиан Шелл(выр.)чăв. (1930—2014), Австри актёрӗ тата кинорежиссёрӗ.
- Хӗрӗ — Настасья Шелл (1989 ҫ.ҫ.)[7].
2005 ҫулта иккӗмӗш упӑшкинчен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн Раҫҫее таврӑннӑ[8]. 2012 ҫултанпа ытларах Мексикӑра пурӑнать.
Вегетарианка шутланать, чӗрӗ апат ҫиме тӑрӑшать, йогӑпа аппаланать[9][10].
Наградӑсемпе ҫитӗнӳсем
- РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1984);
- Ленин комсомолӗн премийӗ (1984) — юлашки ҫулсенчи фильмсенчи рольсене пысӑк ӑсталӑхпа вылянӑшӑн;
- Вальядолидри пӗтӗм тӗнчери фестиваль призӗ (Испани) (1984) — хӗрарӑм рольне чи лайӑъх вылянӑшӑн;
- «Советский экран» журналӑн ыйтӑмӗсем тӑрӑх ҫулталӑкри чи лайӑх актриса(1987).
Фильмографи
- 1976 — Степанова памятка — Танюша
- 1976 — Колыбельная для мужчин — Валя Крылова
- 1977 — Долги наши — Верка
- 1977 — Ҫеҫенхир — кӗлте ҫинчи хӗр'
- 1978 — Уходя — уходи — Люба
- 1978 — Сибириада — Анастасия Соломина
- 1979 — Жнецы — Мария
- 1979 — Торговка и поэт — Ольга
- 1979 — Прилетал марсианин в осеннюю ночь — Валькирия Николаевна
- 1980 — Коней на переправе не меняют — Алла
- 1980 — Дамы приглашают кавалеров — Раиса, Аня тусӗ
- 1980 — Свадебная ночь — Маша
- 1980 — Мужество — Тоня, комсомолка-строитель
- 1982 — Людмила — Зина
- 1982 — Человек, который закрыл город — Нина Александровна Лазарева, пансионат директорӗ, Рогов савни
- 1982 — Инспектор Лосев — Варвара Алексеевна Глотова, трикотаж хапрӑкӗн экспедиторӗ
- 1982 — Нам здесь жить — Арина
- 1983 — Военно-полевой роман — Любовь Ивановна Антипова, кукӑль суакан
- 1983 — Мэри Поппинс, до свидания — Мэри Поппинс
- 1983 — Двое под одним зонтом — Людмила (Инга Третьякова сасӑланӑ)
- 1985 — Марица — Марица
- 1986 — Прости — Марья Сергеевна, грипп институчӗн ӗҫтешӗ
- 1986 — Пётр Великий — Евдокия Лопухина
- 1987 — Под знаком Красного Креста — Нина Ивановна Малышева, патронаж сестри
- 1989 — Леди Макбет Мценского уезда — Катерина Измайлова
- 1993 — Свечи во тьме (США—Эстония) — Марта Веллисте
- 1994 — Маленькая Одесса — Наташа
- 1995 — Аврора: Операция «Перехват» — Франческа Заборцин
- 1998 — Нежить — Пантия, вампир
- 1999 — 8 ½ $ — Ксения Потехина (Рената Литвинова сасӑланӑ)
- 2001 — Формула счастья
- 2001 — Подари мне лунный свет — Ирина Михайловна Куприянова
- 2002 — О’кей — Эля
- 2004 — Грехи отцов — Мария Андросова
- 2005 — Моя большая армянская свадьба — Ирина, Лена амӑшӗ
- 2006 — Тихий Дон — Дарья
- 2008 — Очень русский детектив — Снежана, мать-настоятельница
- 2008 — Жизнь взаймы — Людмила Адамова
- 2009 — На крыше мира — Елена Наумова, театр прими
- 2022 — Наследники (сериал)
Документалистика/ телекӑларӑмсем
- «Наталья Андрейченко. „Остановите Андрейченко“» («ТВ Центр», 2010)[11]
- «Мисс совершенство Наталья Андрейченко» («Мир», 2021)[12].
Пӑтӑрмахсем
34 ҫулта чухне хӑрушӑ аварие лексе клиника вилӗмӗнче пулса курнӑ. Тухтӑрсем ӑна ӗмӗрлӗхе сусӑр пулать тесе каланӑ пулин те, Наталья ҫӗнӗрен чӗрӗлсе актрисӑн карьерине малалла тӑсма пултарнӑ[3].
2014 ҫулта хӑйӗн Дмитрий ывӑлне унӑн счётӗнчи укҫана вӑрланӑшӑн айӑпланӑ. Наталья каланӑ тӑрӑх, вӑл вӗсене финанс операцийӗсене хывнӑ та ҫухатнӑ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ Deutsche Nationalbibliothek, Staatsbibliothek zu Berlin, Bayerische Staatsbibliothek, Österreichische Nationalbibliothek Record #130380091 // Gemeinsame Normdatei (нем.) — 2012—2016.
- ^ Новая Российская энциклопедия: в 12 т. / Ред. кол.: А. Д. Некипелов, В. И. Данилов-Данильян, В. М. Карев и др. — М.: ООО «Издательство „Энциклопедия“» Т. 2 А — Баяр, 2005. — 960 с.: ил.
- ^ 1, 2, 3 Ушла в джунгли. Что скрывает Наталья Андрейченко (20250818T1847). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
- ^ Natasha & GooSee — MOST (выр.). avtograf.com.ru. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Дмитрий Максимович Дунаевский р. 25 ноябрь 1982 — Родовод. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Актриса Наталья Андрейченко судится с любимым сыном — Общество, Светская жизнь — МК. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ.
- ^ Nastassja Schell. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
- ^ Фильм: Эфир на НТВ, 2010. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Наталья Андрейченко: «В состоянии клинической смерти я путешествовала без тела минут пять». Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Наталья Андрейченко: В день Конца света я умерла и родилась заново! Sobesednik.ru (6 нарӑсӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
- ^ «Наталья Андрейченко. Остановите Андрейченко». Документальный фильм (выр.). www.tvc.ru. ТВ Центр (2010). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
- ^ «Мисс совершенство Наталья Андрейченко». Телепередача (выр.). mirtv.ru. Мир (3 ҫӑвӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Андрейченко Наталья Эдуардовна (выр.). www.krugosvet.ru. Кругосвет. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
- Валерий Шарифулин. Андрейченко Наталья Эдуардовна (выр.). tass.ru. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
- Ҫынсем, алфавитпа
- Мускавра ҫуралнисем
- ВГИК-ран вӗренсе тухнисем
- РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем
- Ленин комсомолӗн преми лауреачӗсем
- Ҫӑвӑн 3-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1956 ҫулта ҫуралнисем
- СССР-та ҫуралнисем
- Ҫыранхӗрринчи ҫуртра пурӑнакансем
- Вырӑс халӑх юррисене юрлакансем
- Раҫҫей рок-музыканчӗсем
- Пĕрремĕш каналăн телеертӳçисем
- «Перец» телеканал