Аниканова Мария Викторовна

Аниканова Мария Викторовна (ҫур. 1973 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ[1], Мускав) — Раҫҫейри театрпа кино актриси. Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (2014). 1995 ҫултанпа Мускаври «Современник» театрĕн актриси.

Раççей Федераци Президенчĕн хисеп хучĕпе чысланă.

Кун-çулĕ

Мария Аниканова спортсмен çемьинче çуралнă. Унӑн аслашшӗпе асламӑшӗ — тăркăчпа чупакан паллă совет спортсменӗсем Иван тата Мария Аникановсем. Амӑшӗ, Ирина Люлякова тата аккӑшӗ фигуристка пулнӑ. Мария ашшĕ — Виктор Иванович Аниканов, 1971 ҫултанпа СССР тата Раççейӗн илемлӗ ярӑнассин командисен тухтӑрӗ. 16 ҫул тултариччен Мария пӑр ҫинчи ташӑпа кӑсӑкланнӑ, малтан Татьяна Тарасова командинче, кайран Геннадий Аккерман патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ[2][3].

Кинора пӗрремӗш хут 18 ҫулта пулнӑ чухне ӳкерӗннӗ, Сергей Соловьёвӑн «Под звёздным небом» (1991) фильмӗнче вӑл Андрей Николаевич Башкирцевӑн кӗҫӗн хӗрне вылянӑ.

1995 çулта Б. Щукин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнă. Çав çултанпах Мускаври «Современник» театрта ӗҫлеме тытӑннӑ. Паянхи кун та вӑл унтах вылять.

Актрисӑна «Две судьбы 2»(выр.)чăв. тата «Всё смешалось в доме» сериалсенчи рольсене вылянӑ хыҫҫӑн паллама тытӑннӑ. Мария ҫавӑн пекех «Женщина без прошлого» сериалта Александра сӑнарне калӑпланӑ, сюжет тӑрӑх хӗрарӑм аварие пула пӗтӗмпех манса каять те хӑйӗн пурнӑҫне ҫӗнӗрен пуҫлать.

Çемье

Пӗрремӗш упӑшки (19921995) — пӑр ҫинчи ташӑ енӗпе икӗ хутччен Олимп вӑййисен чемпионӗ пулса тӑнӑ Евгений Платов.

2003 çулта РАМТ актёрне — Андрей Сипина — качча тухнă. 2010 çулта вӗсен Аглая хӗр ҫуралнă.

Пӗр хушӑ Илья Кулик фигуристпа савнилле ҫӳренӗ[4].

Пултарулăх

Театрти рольсем

  • 1996 — Ж. Ануйӑн «Четыре строчки для дебютантки» — Коломба
  • 1997 — А. П. Чеховӑн «Чие сачӗ» — Анна
  • 1997 — Евгений Гинзбургӑн «Крутой маршрут» — Екатерина Широкова
  • 1997 — Александр Галинӑн «Аномали» — Жанна Калмыкова
  • 1998 — Александр Галинӑн «Звёзды на утреннем небе» — Мария
  • 2001 — М. Е. Салтыков-Щедринӑн «Балалайкин и К°» — Полина
  • 2002 — Николай Колядан «Селестина» — Мелибея

Кинорольсем

  • 1991 — Дом под звёздным небом — Ника, Башкирцевӑн кӗҫӗн хӗрӗ
  • 1992 — Завтра или ядерная принцесса или другое название Завтра. Любовь в запретной зоне — Майя
  • 2000 — Пантера — Мария
  • 2001 — Парижский антиквар
  • 2001 — Спасатели. Затмение
  • 2002 — Кодекс чести
  • 2002 — Фаталисты
  • 2003 — Дружная семейка — Анастасия
  • 2004 — Ключи от бездны — Мария
  • 2004 — Холостяки
  • 2004 — Ландыш серебристый 2 — Людмила
  • 2005 — Охота на изюбря — Вера
  • 2005 — Две судьбы 2 — Светлана Юсупова
  • 2005 — КГБ в смокинге — Мария
  • 2006 — Охота на гения — Тамара Сорокина
  • 2006 — Всё смешалось в доме — Светлана Баженова
  • 2008 — Судебная колонка — Инга
  • 2008 — Жаркий лёд — Фигуристка Анна Берковская
  • 2008 — Любовь и смерть Карениной Анны — Кити Щербацкая
  • 2008 — Женщина без прошлого — Александра Кузнецова, бизнесвумен
  • 2008 — Две судьбы. Новая жизнь — Светлана Юсупова
  • 2008 — Крутой маршрут (телеспектакль) — Екатерина Широкова
  • 2009 — Ещё один шанс (Раççей, Украина) — Полина Черкасова
  • 2009 — Когда на юг улетят журавли — Ирина Анатольевна Егорова (вĕрентекен)
  • 2012 — Лист ожидания — Ирина Аленичева
  • 2012 — Куклы — Маргарита
  • 2013 — Нюхач — Юлия («Нюхач» арăмĕ пулнăскер)
  • 2013 — Мечтать не вредно — Света
  • 2014 — Линия Марты — Ольга
  • 2015 — Нюхач 2 — Юлия, «Нюхачӑн» малтанхи арӑмӗ
  • 2017 — Нюхач 3 — Юлия, «Нюхачӑн» малтанхи арӑмӗ
  • 2018 — Невозможная женщина — Татьяна Муравьёва
  • 2019 — Нюхач 4 — Юлия, «Нюхачӑн» малтанхи арӑмӗ
  • 2021 — Тайна Лилит — Марина
  • 2022 — Алекс Лютый. Дело Шульца — Нина Ивановна Игнатова

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Internet Movie Database (англ.) — 1990.
  2. ^ Мария Аниканова: «Не могу быть в одиночестве»
  3. ^ Мария Аниканова / Биография и фильмография. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
  4. ^ Личная жизнь Марии Аникановой: муж Андрей Сипин, Илья Кулик. wellnesso.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем