Анисимов Василий Кондратьевич
Анисимов Василий Кондратьевич (1912 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ, Дубовское[d], Ростов облаҫӗ — 1976 ҫулхи акан 10-мӗшӗ, Полтава) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мĕш Беларуç фрончĕн 2-мĕш гварди танк çарĕн 9-мĕш гварди танк корпусĕн 50-мĕш гварди танк бригади танк механик-водителĕ, гварди старшини, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (27.02.1945)[2][3][4].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1912 ҫулта Дубовское салинче (халӗ — Юман районӗ, Ростов облаҫӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс.
Пилӗк ҫултах тӑлӑха юлнӑ. Ача ҫуртӗнче воспитани илнӗ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ. 1932 ҫултанпа Дубоври аш-какай совхозӗнче ӗҫленӗ.
1941 ҫулта ӑна Зимовниковский РВК Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ.
1944 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн вӑрҫин фрончӗсенче. 1-мӗш Беларуҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ.
1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ тӗлне В. К. Анисимов гварди старшинин танк экипажӗ 20 ытла тупӑ, 7 тягач ҫапса аркатнӑ, 12 пулемёт точкине, нумай урӑх вӑрҫӑ техникине тата тӑшманӑн чӗрӗ вӑйне пӗтернӗ.
Вӗҫленсен В. К. Анисимов Полтавщинӑна вырнаҫнӑ. Пӗр вӑхӑт хуҫалӑх ӗҫӗнче пулнӑ, 1948 ҫултанпа вара Полтавӑри кантӑк заводӗнче ӗҫленӗ. Полтава ҫыннисем умӗнче час-часах тухса калаҫнӑ, вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи ҫапӑҫусем ҫинчен, совет воинӗсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа панӑ.
1976 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче Полтавӑра вилнӗ. Куликово ҫӑвинче пытарнӑ
Наградӑсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ,
- Ленин орденӗпе, 2-мӗш тата 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗсемпе, медальсемпе чысланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ http://www.podvignaroda.ru/?#id=30671579&tab=navDetailDocument
- ^ Анисимов Василий Кондратьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Анисимов Василий Кондратьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Анисимов Василий Кондратьевич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
Каçăсем
Анисимов Василий Кондратьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра