Анисов Степан Тимофеевич

Анисов Степан Тимофеевич (1910 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ [15-мӗшӗ], Хопёрский округ[d], Область Войска Донского[d]1972 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ, Волгоград) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Воронеж фрончӗн 47-мĕш çарӗн 3-мĕш гварди механизациленӗ корпусăн 7-мӗш гварди механизациленӗ бригадăн мотострелоксен батальонӗн çыхăну взвочӗн телефонисчӗ, гварди хӗрлӗармеец, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.04.1944)[1][2][3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1910 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче (кивӗ стильпе — пушӑн 15-мӗшӗнче) хальхи Волгоград облаҫӗн Новоаннинск районӗнчи Полтаво-Звонарёвский хуторӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс. Вӗренӳ пуҫламӑш. Заводра ӗҫленӗ, кайран Сталинградри МТС мастерскойӗсене ертсе пынӑ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1943 ҫултанпа хутшӑннӑ. Украинӑна ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Воронеж фрончӗн 47-мĕш çарӗн 3-мĕш гварди механизациленӗ корпусăн 7-мӗш гварди механизациленӗ бригадăн мотострелоксен батальонӗн çыхăну взвочӗн телефонисчӗ Анисов гварди хӗрлӗармеец Черкасск облаҫӗн Канев хули патӗнче Днепр урлӑ каҫнӑ чухне палӑрнӑ.

Малта пыракан ушкӑнсемпе юханшывӑн сылтӑм енне каҫсан, вӑл пехотинецсем хыҫҫӑн телефон пралукне тӑсса батальонӑн команда тата сӑнав пункчӗн ротӑсемпе тата артиллери батарейин вут позицийӗпе ҫыхӑну йӗркеленӗ. Фашистсен контратакисем пынӑ вӑхӑтра гварди красноармеецӗ Степан Анисов тепӗр 7 хут лини ҫине тухса тӑшман вут-ҫулӑмӗ айӗнче сиенленнисене ӑнӑҫлӑн сыпӑнтарса пынӑ.

Татӑлнӑ ҫыхӑнӑва сыпма черетлӗ хут тухнӑ вӑхӑтра тӑшманӑн 20 автоматчикӗ пирӗн подразделенин тылне тухма хӑтланнине асӑрханӑ. Степан Анисов автоматпа тата гранатӑсемпе гитлеровецсен ушкӑнне тӗп тунӑ, вӗсен рацине туртса илнӗ, аманнӑ пулин те ҫыхӑнӑва ҫӗнӗрен чӗртнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл тата темиҫе сехет хушши команда пунктне ҫыхӑнупа тивӗҫтернӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи акан 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Анисов Степан Тимофеевич гварди хӗрлӗармееца Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№5517) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн С. Т. Анисов СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенчен демобилизациленнӗ. Волгоградра ӗҫлесе пурӑннӑ. 1972 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.04.1944, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 5517);
  • Ленин орденӗ (24.04.1944);
  • «Хӑюлӑхшӑн» медаль;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (26.12.1944);
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерни ҫирӗм ҫул » юбилей медалӗ;
  • ытти медальсем.

Астӑвӑм

  • Совет Союзӗн Паттӑрне С. Т. Анисова халалласа асӑну хӑмине Еремеев вӑтам шкулӗн (Омск облаҫӗнчи Полтава районӗнчи Еремеевка ялӗ) ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Анисов Степан Тимофеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Анисов Степан Тимофеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  3. ^ Анисов Степан Тимофеевич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
  • Бондаренко А. С., Бородин А. М. и др. Восьмой выход // Герои-Волгоградцы / Вст. А. С. Чуянов. — Волгоград: Нижне-Волжское книжное издательство, 1967. — С. 38—-41. — 471 с. — 25 000 экз.
  • Герои-освободители Черкасщины. — Днепропетровск: Промінь, 1980
  • Плесцов К. М. Люди высокого подвига. М., 1962.

Каçăсем