Анна Нетребко

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Анна Нетребко
Anna Netrebko - Romy 2013 a.jpg
Тӗп информаци
Тулли ячӗ Анна Юрьевна Нетребко
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1971 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ(1971-09-18)[1][2][…] (54 ҫулта)
Ҫуралнӑ вырӑн
Патшалӑх Flag of Russia.svg Анна Нетребко
Профессисем Раççей опера юрăçи (сопрано)
Ӗҫӗ-хӗлӗн ҫулӗсем 1993-паянхи кунсем
Юрӑ сасси лирико-драматическое сопрано[d][3]
Жанрсем опера
Лейблсем Дойче Граммофон[d]
Наградӑсем
annanetrebko.com(акăлч.)
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Нетребко Анна Юрьевна (ҫур. 1971 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ, Краснодар) — Раççейри опера юрӑҫи (сопрано). Раççей Халăх артистки, Кубань Ĕç Паттăрĕ.

2006 ҫултан вӑл ҫавӑн пекех Австри гражданки шутланать.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Краснодарта Кубань казакӗсен йӑхӗнчи çемьере çуралса ӳснĕ. Амăшĕ — инженер, ашшĕ — геолог. Унтах музыкăпа юрă ĕçне пуçăннă. Краснодар крайĕн Пионерсемпе шкул ачисен керменĕн «Кубан пионерийĕ» хорăн солистки пулнă.

Сăваплă-Петĕрхулири консерваторире Тамара Новиченко профессор класĕнче вĕреннĕ.

1993-мĕш çулта вăл М. И. Глинка ячĕллĕ ăмăртура çĕнтернĕ хыççăн ăна Мариин театăрне чĕннĕ, унта вăл ăна «тупса уçнă» Валерий Гергиев дирижёрпа анлă репертуар юрланă.

Анна Нетребко, 2013

1994-мĕш çулта ăна Ригăна «Асамлă флейта» ирĕклĕ проекта Каç патши рольне чĕннĕ (Ригăри Ирĕклĕ опера Avangarda Akadēmija, проект авторĕ тата режиссёрĕ Михаил Мамилов, дирижёрĕ — Дэвид Милнс (АПШ).

1995-мĕш çулта унăн Сан-Францискора дебют пулнă (Людмила, «Руслан тата Людмила»).

Ăна «Асамлă флейтăри» Памина ролĕпе «Севилья цирюльникĕнчи» Розина ролĕсем пысăк чапа кăларнă. Анна Нетребко вырăс опера партисене питĕ те ăнăçлă юрлакан пулса палла тухнă, вĕсен шутĕнче Людмила, «Руслан тата Людмила» Глинкăн, Наташа «Вăрçăпа тăнăç», Луиза «Мăнастырти çураçу» Прокофьевăн тата Марфа «Патша çураçнă хĕр» Римский-Корсаковăн. Нетребко итал репертуарĕнче те ăнăçлă тухнă, çав шутра бельканто мелĕпе, Вердин «Риголетто» оперинчи романтикăллă Джильда, Пуччинин «Богема» оперинчи Мими тата Беллинин «Капулеттпе Монтекки» оперинчи Джульетта ролĕсене юрланă.

2002 çулта Нетребкон Метрополитен-оперăра дебют пулнă (Наташа, «Война и мир»). Çав çултах вăл Зальцбургри Николаус Арнонкур ертсе пыракан фестивальте Моцартăн «Дон Жуан» оперинче, Донна Анна ролĕнче пĕрремĕш хут тухнă.

2003 çулта Анны Нетребко Мюнхенра иртнĕ Джузеппе Вердин «Травиата» оперинчи Виолетта рольне, Los Angeles Opera-ри тухури «Лючии ди Ламмермурти» тĕп рольне, Донна Анна рольне Ковент Гардентри кăтартури репертуара кĕртнĕ.

2003-мĕш çулта студире çырнă пĕрремĕш альбомĕ Opera Arias тухнă, вăл 2003-мĕш çулта чи сутăнакан академи музыки альбомĕ пулса тăнă. Тепĕр, 2004-мĕш çулта иккĕмĕш альбом тухнă — Sempre Libera.

«Богема» опера, Зальцбургри фестиваль, 2012

«Ромеопа Джульетта» опера партисене Роландо Вильясонпа юрланине çӳллĕ шая лартнă. Çав юрăçпах 2005-мĕш çулта Нетребко «Юрату ĕçми» оперинчи партине юрланă. Çав çултах вăл Зальцбургри фестивальте «Травиата» оперинчи Виолетта Валери рольне Карло Риззи ертсе пыракан оркестрпа юрланă.

2004-мĕш çулта америка кинохăювĕнче «Патша хĕрĕн кун-çулĕсем 2» хăйĕн ролĕнче вылянă.

2006-мĕш çулхи пуш уйăхĕнче юрăç австри гражданлăхне ыйтнă. Ун сăмахĕсем тăрăх, вăл Венăпа Зальцбургра пурăнма шутлать, унсăр пуçне австри гражданлăхĕ ăна бюрократи енчен визĕсем илме меллĕрех пулĕ тенĕ. Австрия, Раççей гражданлăхне упраса хăварса, утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче ыйтуне çырлахтарнă.

2010-мĕш çулхи çурла уйăхĕн «Çĕнĕ Хум» ăмăртура Анна Нетребко Филлип Киркоровпа пĕрле «Сасă» юрă юрланă, çапла май хăйĕн юрă ăсталăхĕнче кроссовер тенĕ çĕнĕ меслет уçнă.

2012-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче официаллă йĕркепе вăл вăхăтри РФ Президент кандидачĕн тата премьер-министр Владимир Путинăн шаннă çынни пек çырăннă.

Харпӑр пурнӑҫӗ

Анна Нетребко Эрвин Шротт Уругвай баритонӗпе ҫураҫнă пулнă[4]. 2008 çулхи авӑн 5-мӗшӗнче Венӑра унăн Тьяго Аруа ывӑл ҫуралнă[5]. 2013 çулхи чӳк уйăхĕнче, ултă çул пĕрле пурăннă хыççăн, мӑшӑр уйрӑлма йышӑннӑ[6].

2015 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Венӑра Юсиф Эйвазов (1977 ҫ.ҫ.) Азербайджан тенорне качча тухнӑ[7][8]. 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӗсем уйрӑлни ҫинчен сас-хура тухнӑ[9].

2024 ҫулта Нетребко Вена хулинче пурӑннӑ[10].

Хисепӗсем

«Раҫҫей халӑх артисчӗ» хисеплӗ ятпа чыслани, 2008 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ

Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх наградисем:

  • Раҫҫей Федерацийӗн литература тата ӳнер енӗпе панӑ Патшалӑх премийӗ (2004) — опера сцени ҫинче вырӑс тата тӗнче классикин сӑнарӗсене пултаруллӑн сӑнарласа тӑван ҫӗршывӑн вокал шкулӗн аслӑ йӑлисене мухтава кӑларнӑшӑн (2005)[11];
  • Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артистки (2008, нарӑс)[12][13].

Ытти наградӑсем, хавхалантарусем тата общество енчен хакланисем:

  • М. И. Глинка ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри вокалистсен конкурсӗн лауреачӗ (Смоленск, 1993);
  • Н. А. Римский-Корсаков ячӗллӗ ҫамрӑк опера юрӑҫисен II Тӗнчери конкурсӗн лауреачӗ (Санкт-Петербург, 1996);
  • «Casta diva» Раҫҫей опера премийӗн лауреачӗ (1998);
  • Санкт-Петербургӑн «Ылтӑн софит» аслӑ театр премийӗн лауреачӗ (1999);
  • Echo-Klassik — ҫулталӑк юрӑҫи (2004, 2005, 2014)[14];
  • «Кубань Ӗҫ Паттӑрӗ» медаль (Краснодар крайӗ, 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗ)[15];
  • German Media Award (2006)[16];
  • «Музыкальная Америка» журналӑн «Ҫулталӑк музыканчӗ» премийӗн лауреачӗ (2007);
  • «Чи лайӑх юрӑҫӑ» номинацийӗнчи Classical BRIT Awards 2008 преми лауреачӗ[17][18];
  • «Сасӑ» юрӑшӑн «Ылтӑн граммофон» преми (2010, Филипп Киркоровпа(выр.)чăв. пӗрле)[19];
  • «Туслӑх» орденӗ (Азербайджан, 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗ) — Раҫҫей Федерацийӗпе Азербайджан Республики хушшинчи музыка ӳнерӗ енӗпе пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлессине ҫирӗплетме нумай тӑрӑшнӑшӑн[20];
  • Gramophone журналӑн Мухтав залне кӗртнӗ[21];
  • Polar Music Prize (2020)[22];
  • «Виктория» Раҫҫей наци музыка премийӗн лауреачӗ, «Классикӑллӑ музыкӑри ҫулталӑк вокалисчӗ» номинацире (Starlite Festival Marbella, 2017; Giacomo Puccini: Turandot, 2018); тата «Ҫулталӑк концерчӗ» («Анна Нетребко йыхравлать», 2021);
  • VI «Онегин» наци опера премийӗн «Ҫӑлтӑр» номинацийӗнчи лауреачӗ[23];
  • Джакомо Пуччини ячӗллӗ преми лауреачӗ (2024)[24].

Дискографи

CD

  • 1997 — Глинка: Руслан и Людмила, Philips;
  • 1998 — Прокофьев: Обручение в монастыре, Philips;
  • 2001 — Прокофьев: Любовь к трём апельсинам, Philips;
  • 2003 — Прокофьев: Избранные произведения, Decca;
  • 2003 — Оперные арии, Deutsche Grammophon; также изданы в формате SACD, CIS-edition
  • 2004 — Sempre Libera, Deutsche Grammophon; также изданы в формате SACD, CIS-edition
  • 2005 — Виолетта — Арии и дуэты из «Травиаты» Джузеппе Верди, Deutsche Grammophon; специальное издания с DVD, улучшенная полиграфия
  • 2005 — Верди: Травиата, Deutsche Grammophon; улучшенная полиграфия
  • 2005 — Прокофьев: Обручение в монастыре, Deutsche Grammophon;
  • 2006 — Моцартовский альбом, Deutsche Grammophon;
  • 2006 — Русский альбом, Deutsche Grammophon; специальное издания с DVD, CIS-edition
  • 2007 — Дуэты (с Роландом Вильясоном), Deutsche Grammophon; специальное издания с DVD, улучшенная полиграфия.
  • 2008 — Souvenirs Deutsche Grammophon; специальное издания с DVD, улучшенная полиграфия
  • 2008 — Винченцо Беллини: опера «Капулетти и Монтекки» (Джульетта), дирижёр — Фабио Луизи, Deutsche Grammophon
  • 2010 — In The Still Of Night Анна Нетребко и Даниэль Баренбойм. Романсы.
  • 2013 — Verdi/Верди; Deutsche Grammophon
  • 2013 — Britten War Requiem, Deutsche Grammophon

DVD

  • 1997 — Глинка: Руслан и Людмила, Philips;
  • 1998 — Прокофьев: Обручение в монастыре, Philips;
  • 2004 — The Woman, The Voice, Deutsche Grammophon;
  • 2005 - Traviata Salzburger Festspiele. Deutsche Grammophon
  • 2006 — Прокофьев: Обручение в монастыре (Salzburg Fest. 2005), Deutsche Grammophon;
  • 2006 — Г. Доницетти: Любовный напиток, Virgin;
  • 2006 — The Berlin Concert: Live from the Waldbühnen (A.Netrebko, R.Villazon, P.Domingo), Deutsche Grammophon;
  • 2008 — Джакомо Пуччини: опера «Богема» (Мими), дирижёр — Бертран де Билли

Рейтингсем, тупӑш

2011 ҫулта Нетребко Forbes журналӑн тӗнчипе паллӑ Раҫҫей ӳнер ӗҫченӗсен хушшинчи «Топ-10» рейтингӗнче малти вырӑн йышӑннӑ. Рейтинга хатӗрленӗ чухне кашнин тупӑшне тата Google шырав системинче вӗсене миҫе хут шыранине шута илнӗ. Нетребкӑн тупӑшӗ 3,75 млн долларпа танлашнӑ, пӗрре тухса юрламашкӑн ӑна 50 пин доллартан пуҫласа тӳленӗ[25].

2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Forbes журнал Анна Нетребкӑна Раҫҫей ӳнер ӗҫченӗсен рейтингӗнче чи ҫӳллӗ вырӑнта тӑраканни тесе пӗлтернӗ, пӗтӗм Раҫҫейри паллӑ ҫыннисем хушшинче ӑна тӑххӑрмӗш вырӑна лартнӑ[26]. Журнал палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫейре вӑл чи пысӑк укҫа илекен музыкант пулса тӑнӑ, ҫулталӑкра вӑл 7,5 млн доллар ӗҫлесе илнӗ[27]. Ҫакна комментарилесе Нетребко ҫапла каланӑ: «Ҫитӗ суйса!!! Эпӗ хамӑн ӗҫ укҫишӗн куллянмастӑп, анчах сирӗн хисеп ытла та кулӑшла! Пуҫран шухӑшласа кӑларнӑскер! Ку ман пит вӑйлӑ тарӑхтарать!»[28].

Ӗҫе пурнӑҫламалли производство уҫни

2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Санкт-Петербургри Октябрьски район сучӗ Анна Нетребко тӗлӗшпе ӗҫе пурнӑҫламалли хут панӑ. Ку ӗҫ-пуҫ коммуналлӑ служба ӗҫченӗсене юрӑҫӑн хваттерне килӗшӳ тумасӑр ҫӗнетнипе ҫӗнетменнине тӗрӗслеме кӗртменшӗн пулса тухнӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫламаншӑн кашни уйӑхшӑн 20 пин тенкӗлӗх хушма тӳлев палӑртса хунӑ[29].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 НЕТРЕБКО // Большая российская энциклопедия (выр.)М.: Большая российская энциклопедия, 2004.
  2. ^ Anna Jurjewna Netrebko // Brockhaus Enzyklopädie (нем.) / Hrsg.: Bibliographisches Institut & F. A. Brockhaus, Wissen Media Verlag
  3. ^ Корябин И. «Эрнани» из «Метрополитен-опера» // (unknown type) — 2012.
  4. ^ Ангел А. (выр.). www.yugopolis.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. — Югополис, 18.09.2011
  5. ^ Анна Нетребко (выр.). www.trud.ru. Труд-7 (24 чӳкӗн 2011). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. № 197.
  6. ^ Анна Нетребко рассталась с гражданским мужем (выр.). 7days.ru (25 чӳкӗн 2013). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ.
  7. ^ Анна Нетребко вышла замуж за Юсифа Эйвазова (выр.). Elle (29 раштавӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ.
  8. ^ Юсиф Эйвазов (выр.). ВокругТВ (15 юпан 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.
  9. ^ Анна Нетребко объявила о разводе с Юсифом Эйвазовым: «Трудное решение». Газета.ру (26 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.
  10. ^ «Виноваты отношения на расстоянии»: причина развода Нетребко и Эйвазова. starhit.ru (27 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.
  11. ^ Нетребко Анна Юрьевна. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
  12. ^ Анне Нетребко присвоили звание «Народная артистка России» (выр.). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  13. ^ Путину показали необыкновенный концерт (выр.). Известия. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
  14. ^ Анна Нетребко стала певицей года в Германии (выр.). Трибуна (27 ҫурлан 2014). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ.
  15. ^ В Краснодаре отметили 5-летие учреждения медали «Герой труда Кубани» (выр.). www.yuga.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
  16. ^ Biografie Anna Netrebko. www.salzburgerfestspiele.at. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  17. ^ Информация на официальном сайте премии. www.classicalbrits.co.uk. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
  18. ^ Анна Нетребко стала лауреаткой премии Classical BRIT Awards (выр.). www.lenta.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
  19. ^ Лауреаты, ведущие и гости церемонии вручения "Золотых Граммофонов" (2010-12-05). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
  20. ^ Распоряжение Президента Азербайджанской Республики o награждении A. Ю. Нетребко орденом «Достлуг». ru.president.az. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  21. ^ Gramophone Hall of Fame (англ.). Gramophone. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  22. ^ Bronson, Fred. Diane Warren and Anna Netrebko Named 2020 Polar Music Prize Laureates (англ.). Billboard (11 нарӑсӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
  23. ^ История и миссия (выр.). oneginaward.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ.
  24. ^ Анна Нетребко получила престижную награду на фестивале в Италии. pravda.ru (22 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ.
  25. ^ Илья Морозов. Анна Нетребко - самый известный деятель искусства из России (выр.). kbanda.ru (30 юпан 2011). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
  26. ^ Анна Нетребко | Forbes.ru (выр.). www.forbes.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
  27. ^ Forbes назвал самых высокооплачиваемых музыкантов России (выр.). RuNews24.ru (31 утӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.
  28. ^ Анна Нетребко: Forbes «с потолка» взял данные о моих доходах (выр.). RuNews24.ru (31 утӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.
  29. ^ Певицу Нетребко объявили в розыск судебные приставы (2025-05-10). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.

Каçăсем