Анри Труайя
Анри Труайя (чăн ячĕ Лев Асланович Тарасов), — паллă Франци çыравçи. 1911 çулхи чӳкĕн 1-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. 2007 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче вилнĕ.
Пурнăçĕ
Пуян çемьере çуралнă. 1917 çулта ашше-амăшĕ чикĕ леш енне куçса кайнă. Темиçе çул хушши тĕрлĕ вырăна çитсе курнă хыççăн кил-йыш Францири Нейи хулинче чарăннă.
Ĕçĕсем
Пĕрремĕш романне 1935 çулта Анри Труайя псевдонимпа кăларнă. 1937 çулта хăйĕн пиллĕкмĕш романĕшĕн Гонкур премине тивĕçнĕ.
1940 çулта Гоголь çинчен, 1984 çулта Чехов çинчен, 1986 çулта Максим Горький çинчен, 2001 çулта Цветаева çинчен, 2006 çулта Пастернак çинчен кĕнекесем çырса кăларнă. Çавăн пекех II-мĕш Екатерина, I-мĕшпе II-мĕш Александрсем çинчен, Хаяр Иван çинчен кĕнекесем вăл çырнă.
Вăл Франци çыравçисен пурнăçĕ çинчен те çырма манман, Гюстав Флобер, Ги де Мопассан пурнăçĕсене çутатса панă.