Ансимов Николай Петрович

Ансимов Николай Петрович (1922 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ, Мучкапский[d], Тамбов кӗпӗрни[d]1945 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ, Гумбиннен[d], Прусси ирӗклӗ патшалӑх[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 3-мĕш Беларуç фрончĕн 5-мĕш çарĕн 277-мĕш стрелоксен дивизийӗн 846-мĕш артиллери полкĕн радисчĕ, кĕçĕн сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1][2][3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1922 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче РСФСР Тамбов кӗпӗрнин Борисоглебск уесӗнчи Мучкап ялӗнче (халӗ Тамбов облаҫӗнчи Мучкапский посёлокӗ) Петр Фроловичпа Татьяна Филипповна Ансимовсен хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. Ялти шкулта 8 класс пӗтернӗ. Ҫар хӗсметне чӗниччен колхозра платникре ӗҫленӗ.

Хӗрлӗ Ҫар ретне Н. П. Ансимова Тамбов облаҫӗн Мучкапски район военкомачӗ 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫар хатӗрленӗвне Иваново 30-мӗш вӗренӳ бригадин базинче Гороховецки лагерӗсенче ирттернӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа: Анӑҫ фронтӑн 49-мӗш ҫарӗн 42-мӗш стрелоксен дивизийӗн 455-мӗш стрелоксен полкӗн 4-мӗш стрелоксен ротин стрелоӗ, хӗрлӗармеец. Ҫапӑҫӑва пуҫласа Смоленскпа Калуга облаҫӗсен чиккинче кӗнӗ. 1943 ҫулхи ҫулла-кӗркунне 33-мӗш ҫар йышӗнче 42-мӗш стрелоксен дивизийӗ Спас-Деменск тата Смоленск-Рославль операцисене хутшӑннӑ. Николай Петрович хӑйӗн подразделенийӗ шутӗнче Спас-Деменск хулине ирӗке кӑларнӑ, полк штабӗпе стрелковӑй ротӑсем хушшинчи ҫыхӑнӑва лайӑх йӗркелесе тӑнӑшӑн ӑна «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медальпе чысланӑ. 1943 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗнче Орша патӗнчи ҫапӑҫусенче Ансимов хӗрлӗармееца амантнӑ, госпитале эвакуациленӗ.

Сипленнӗ хыҫҫӑн ӑна кӗҫӗн сержант звани парса Анӑҫ фрончӗн (1944 ҫулхи акан 24-мӗшӗнчен — 3-мӗш Беларуҫ фрончӗ) 5-мӗш ҫарӗн 277-мӗш стрелоксен дивизийӗн 846-мӗш артиллери полкӗн 4-мӗш артиллери батарейинче радиотелеграфист пулса ҫирӗплетнӗ. Кӗҫӗн сержант Н. П. Ансимов «Багратион» стратеги операцийӗн Витебск-Оршанск тата Вильнюс операцисене хутшӑннӑ. Каунас операцинче уйрӑмах палӑрнӑ.

1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Литва ССРӗн Шакяй районӗнчи Баранды ялӗ патӗнче 277-мӗш стрелоксен дивизийӗн 852-мӗш стрелоксен полкӗн батальонӗсене, вӗсене 846-мӗш артиллери полкӗн 4-мӗш батарейи персе пулӑшса тӑнӑ, нимӗҫсен пысӑк вӑйӗсем тапӑннӑ: пӗр полк таран чӗрӗ вӑй тата 25 йывӑр йышши танк. Батарейӑри пӗр орудин оборона участокӗнче нимӗҫсем 10 «Пантера» танк таран янӑ, анчах артиллеристсем, пуҫӗнчи танка тӗп туса, ыттисене каялла чактарнӑ. Вара оруди позицине тӑшман пехотӑн йышпа ҫӗр хут ытларах вӑйӗсене янӑ. Тан мар ҫапӑҫура, артиллери расчетӗнче икӗ боец ҫеҫ чӗрӗ юлсан, Н. П. Ансимов радист снарядсем йӑтнӑ, тупӑран пеме тытӑннӑ. Тӑшман орудие хупӑрласа илнӗпе пӗрех, анчах артиллеристсем пӗр утӑм та чакман. Ҫапӑҫури чи йывӑр самантра, снарядсем вӗҫленсен, Ансимов кӗҫӗн сержант раципе полк артиллерин вутне хӑйсем ҫине тӗллеттернӗ. Нимӗҫсем ҫапӑҫу хирне пӗтӗмпе 150 вилнӗ ҫын таран хӑварса каялла чакнӑ.

Ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Н. П. Ансимов кӗҫӗн сержанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне пама тӑратнӑ. Анчах та 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Инстербург—Кёнигсберг операци пуҫламӑшӗнчех вӑл нимӗҫсен Пиллькаллен хулинчен кӑнтӑралла Шаарен (халӗ ҫук) пурӑнан вырӑнӗ патӗнче ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе панӑ.

Н. П. Ансимова Калининград облаҫӗн Краснознаменск районӗнчи Добровольск посёлокӗнче тӑванла вил тӑпринче пытарнӑ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗн Н. П. Ансимовӑн ятне Добровольск посёлокӗнчи мемориал комплексӗнче ӗмӗрлӗхе ҫырса хунӑ, посёлокӑн пӗр урамӗ Николай Петрович Ансимов ячӗпе хисепленет.
  • Тамбов облаҫӗнчи Мучкапский посёлокӗнче Н. П. Ансимов ячӗпе урам ятне панӑ, Мучкапри вӑтам шкул ҫурчӗ ҫинче, вӑл унта 1932—1940 ҫулсенче вӗреннӗ, асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ансимов Николай Петрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Ансимов Николай Петрович.
  3. ^ Ансимов Николай Петрович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Плесцов К. М. Люди высокого подвига: (Связисты — Герои Советского Союза). — Воениздат, 1962. — С. 137—138. — 256 с.
  • Дьячков Л. Г. Герои Советского Союза — тамбовцы. — Центрально-Чернозёмное кн. изд-во, 1974. — С. 153—156. — 272 с.

Каçăсем