Антонова Наталия Сергеевна
Антонова Наталия Сергеевна (ҫур. 1974 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ, Мускав) — Раҫҫейри театрпа кино актриси, блогер[1][2].
Пурнӑҫӗ
1974 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗнче Мускавра (РСФСР, СССР) ҫуралнӑ. Ашшӗ — Сергей Антонов, ҫар ҫынни. Амӑшӗ — Галина Антонова, шкулта ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Йӑмӑкӗ — Светлана Антонова, театр, кино тата дубляж актриси[3].
Пӗлӳ илни
Наталия Антонова 1991 ҫулта Мускаври экстерн гуманитари университечӗн продюсер факультетне вӗренме кӗнӗ. Каярах пӗр интервьюра актриса ҫапла аса илнӗ[4]:
Оригиналлӑ текст (выр.)Папа у меня — военный, человек несгибаемый, выдвинул ультиматум: в театральном учиться не позволит, пока я не окончу Гуманитарный университет, куда поступила после школы. Пришлось подчиниться. А мама убеждала меня, что актриса не сможет стать хорошей женой и матерью — значит, для её дочек это неподходящая профессия.
Манӑн атте, ҫар ҫынни пулнӑ май питӗ ҫирӗп ҫынччӗ, ультиматум тӑратрӗ: шкул хыҫҫӑн эпӗ вӗренме кӗнӗ Гуманитари университетне пӗтермесӗр театр вӗренӳ заведенине куҫма ирӗк памастӑп. Ирӗксӗрех пӑхӑнма тиврӗ. Анне мана актриса лайӑх арӑм та анне те пулса тӑраймасть тесе ӗнентерме тӑрӑшрӗ — апла-тӑк ку унӑн хӗрӗсемшӗн аван професси мар.
МЭГУ-ра вӗреннӗ вӑхӑтра Антонова Татьяна Титова ертсе пыракан театр студийӗнче вӗренме пуҫланӑ. 1993 ҫулта Б. Щукин ячӗллӗ театр училищине (каярахпа ун никӗсӗ ҫинче Борис Щукин ячӗллӗ театр институтне(выр.)чăв. йӗркеленӗ) Марина Пантелеева курсне вӗренме кӗнӗ. МЭГУра вӗренме пӑрахман, часах продюсер специальноҫне алла илсе унтан вӗренсе тухнӑ. 1997 ҫулта Щукин училищине вӗренсе пӗтернӗ те драма театрӗпе кино артисчӗн специальноҫне алла илнӗ[4].
Пултарулӑхри ӗҫӗ-хӗлӗ
Щукин училищинче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн ӑна Мускаври репертуарлӑ драма театрӗн труппине йышӑннӑ (каярах Н. В. Гоголь ячӗллӗ Мускаври драма театрӗ ятлӑ пулса тӑнӑ). Театрта 2012 ҫулччен ӗҫленӗ[5].
1997 ҫултанпа кинопа телесериалсенче ӳкерӗнме пуҫланӑ.
2007 ҫулта «Раҫҫей» телеканалти «Пӑр ҫинчи ташӑсем. Бархатлӑ сезон» ташӑ проектне хутшӑннӑ. Алексей Урманов фигуристпа мӑшӑрлӑн ярӑннӑ[6].
2024 ҫул тӗлне Наталия Антонова фильмсемпе телесериалсенче ӳкерӗнет, ытларах антрепризӑра вылять[7]. «мАрт» актёр агентствипе пӗрле ӗҫлет[8].
Харпӑр пурнӑҫӗ
1996—2001 ҫулсенче Александр Вершинин(выр.)чăв. актёра качча тухнӑ. Вӗсем «На заре туманной юности» фильма ӳкернӗ чухне пӗр-пӗринпе паллашнӑ. Пӗр интервьюра Антонова ҫапла каласа панӑ[9]:
Оригиналлӑ текст (выр.)Саша за мной красиво ухаживал. Он читал стихи, был очень красивый — в него нельзя было не влюбиться. Ему было легко меня покорить. Это мой первый опыт, когда я полюбила человека серьёзно. Он соответствовал образу принца из сказки, о котором мечтает каждая девушка.
Саша мана питӗ аван пӑхатчӗ. Вӑл сӑвӑ вулатчӗ, хӑй те сӑнӗпе питӗ хитреччӗ — ӑна юратса пӑрахмасӑр май ҫукчӗ. Уншӑн мана ҫавӑрса илме ҫӑмӑл пулчӗ. Ҫынна чӑннипех те вӑйлӑ юратса пӑрахни ҫак манӑн пӗрремӗш опыт пулчӗ. Вӑл кашни хӗр ӗмӗтленекен юмахри принц сӑнарӗ евӗрччӗ.
Мӑшӑрӑн Артём ывӑл ҫуралнӑ. Вӑл Олег Табаковӑн театр шкулӗнчен(выр.)чăв. вӗренсе тухнӑ, актёр пулса тӑнӑ.
Антоновӑн иккӗмӗш упӑшки — Николай Семёнов, врач-гинеколог, бизнесмен. 2005 ҫулта вӗсем туй ирттернӗ, 2016 ҫулта венчете тӑнӑ. Мӑшӑрӑн икӗ ача ҫуралнӑ: Никита (2005 ҫ.ҫ.) тата Максим (2007 ҫ.ҫ.) Ҫавӑн пекех вӗсем пӗрле Семёновӑн малтанхи арӑмӗнчен ҫуратнӑ ывӑлне — Антона — пӑхса ӳстернӗ.
2018 ҫулта мӑшӑрӑн Николай ывӑл ҫуралнӑ. Вӑл ҫут тӗнчене пӗчӗк йывӑрӑшпа килнӗ, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе темле тӑрӑшнӑ пулин те икӗ уйӑхран чӗри чарӑннипе вӑл вилнӗ[9][10].
2022 ҫулта актриса халӑх тетелӗсенче асанне пулса тӑни пирки каласа панӑ: Антон Семёновӑн хӗр ҫуралнӑ[11].
Наталия Антоновӑн ҫавӑн пекех тӑванӗн ывӑлӗ Арсений тата виҫӗ тӑван йӑмӑкӗ — Мария, Таисия тата Аглая — пур. Вӗсем — унӑн Светлана Антонова йӑмӑкӗн ачисем[12].
Хоббипе блогинг
Кинопа театртан пушӑ вӑхӑт тупӑннӑ чухне апат пӗҫерме юратать, спортпа, живопиҫпе аппаланать.
Хӑйӗн Telegram-каналӗнче кулинари енӗпе блог ертсе пырать, кулинари страници унӑн хӑйӗн сайтӗнче те пур. Ҫавӑн пекех килте ирттерекен спорт тренировкисене вырнаҫтарать, пит-куҫа мӗнле илемлетмелли мелсем пирки сӗнӳсем парать. Унсӑр пуҫне, фейсбилдингпа, сӑн-пит гимнастикипе, занятисем ирттерме сӗнет.
Живопиҫпе аппаланать. Картинӑсене саккаспа хатӗрлет. Ытларах енӗпе — натюрмортсем тата хула пейзажӗсем.
Фильмографи
Театр
- «Верная жена», С. Моэм;
- «Иванов», А. П. Чехов;
- «Мышьяк и… старинные кружева», Дж. Кессельринг;
- «Чужой ребёнок», В. Шкваркин;
- «Любовь и голуби», В. Гуркин, реж. Д. Бурханкин;
- «Собачье сердце», М. Булгаков, реж. Ю. Куварзина;
- «Идеальный муж», О. Уайльд, реж. О. Тополянский;
- «8 любящих женщин», Р. Тома тата ыттисем.
Кино
Фильмография
| Ҫул | Роль | Фильм |
|---|---|---|
| 1997 | Вера Лебедева | «На заре туманной юности» |
| 1999 | Элина Бартош | «Каменская» |
| 1999 | Наташа | «Будем знакомы!» |
| 2002 | Екатерина Долгорукая | «Любовь императора» |
| 2002 | Ирина | «Трое против всех» |
| 2003 | Полина | «Другая жизнь» |
| 2004-2007 | Вера | «Виола Тараканова» |
| 2005 | Варя Синицына | «Жених для Барби» |
| 2006 | Лариса Шарова | «Лига обманутых жён» |
| 2008 | Елена | «Синие как море глаза» |
| жена Михаила | «Только вернись!» | |
| 2009 | Лера | «Грязная работа» |
| 2010 | Лана | «Дыши со мной» |
| Аня | «Солнечное затмение» | |
| 2011 | Полина | «Возмездие» |
| Лана | «Дыши со мной-2» | |
| 2012 | Анна Кораблина | «Метод Фрейда» |
| Татьяна Ивановна Сергеева | «Уравнение любви» | |
| 2013 | Мария Евгеньевна Голованова | «Учитель в законе. Возвращение» |
| Надя Степанцова | «Там, где есть счастье для меня» | |
| 2014 | Вера | «И в горе, и в радости» |
| Екатерина Авилова | «Всё сначала» | |
| Женя | «Время собирать» | |
| Ирина Колчина | «Сильнее судьбы» | |
| 2015 | Анна Кораблина | «Метод Фрейда-2» |
| 2016 | Ирина | «Сводные сёстры» |
| Толя арӑмӗ | «Семейные обстоятельства» | |
| Женя | «Саша добрый, Саша злой» | |
| 2017-2021 | Анна | «Осколки» |
| 2017 | Надя Ромашина | «Сезон любви» |
| 2018 | Галина | «В чужом краю» |
| Марина Ермакова | «Просто роман» | |
| Митя амӑшӗ | «Операция Мухаббат» | |
| 2019 | Татьяна | «Конец невинности» |
| Ася | «Счастье можно дарить» | |
| Ольга Савина | «По ту сторону счастья» | |
| 2020 | Татьяна | «Конец невинности-2» |
| 2021 | Тухтӑр | «Коса» |
Ӑнлантарусем
- ^ Наталия Антонова. Кино-Театр.Ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ Наталия Антонова. Telegram. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ Светлана Антонова, актриса театра и кино. Биография, фотографии, видео, новости. (выр.). 7days.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Наталия Антонова - актриса театра и кино - биография | Последние новости жизни звезд 7Дней.ру (выр.). 7Дней.ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ Наталия Сергеевна Антонова – актриса(паллӑ мар). TicketLand. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ Наталия Антонова не верит в зрительский рейтинг. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ Наталия Антонова – афиша событий на 2024–2025 год (выр.). Яндекс Афиша. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ Наталия Антонова (выр.). Агентство "мАрт". Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Потеряла сына, выжила благодаря Порошиной и терпела измены: секреты Наталии Антоновой. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ Саттарова, Марина. Наталия Антонова впервые рассказала о смерти младшего сына (14.04.2021). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ Наталия Антонова впервые стала бабушкой. www.womanhit.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ «Мы с малюткой дома»: Антонова родила четвертого ребенка - 7Дней.ру (выр.). 7Дней.ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.