Антонова Ольга Петровна

 

Антонова Ольга Петровна (1966 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ, Рункӑ, Вӑрнар районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗ

1966 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Вӑрнар районӗнчи Рункӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумне (1985) вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Чутай вӑрман хуҫалӑхӗн Кумашка лесничествинче техник-вӑрманҫӑ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. 1988 ҫулта Саланчӑк лесничествине лесничи пулӑшуҫи пулса куҫарнӑ. 1989 ҫулта Урал патшалӑх вӑрман институтне вӗренме кӗнӗ те 1992 ҫулта ӑнӑҫлӑ пӗтернӗ. 1992 ҫулта Хӗрлӗ Чутай механизациленӗ вӑрман хуҫалӑхне вӑрман культурисен инженерӗ пулса ӗҫлеме кӗнӗ. 1993 ҫулта Атнар лесничествине вӑрман ӑсти пулса куҫарнӑ. 1994 ҫулта Хӗрлӗ Чутай вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрман юсакан инженер должноҫне шанса панӑ. 1994—2012 ҫулсенче Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗн Дубовка лесничествине лесничи пулӑшуҫи пулса куҫарнӑ, реорганизаци хыҫҫӑн ҫав лесничествӑрах — вӑрман ӑсти. 2012 ҫултанпа – Дубовкӑри участок лесничествин вӑрман ӑсти (участокри вӑрмана сыхлас енӗпе ӗҫлекен патшалӑх инспекторӗ).

Хисепӗсем

  • «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ (2008);
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти (2008);
  • «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
  • Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти (2010);
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2013).

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 142—143. — 168 с.

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем