Антонов Антон Антонович
Антонов Антон Антонович (1919, Родниковка[d], Кировоград облаҫӗ[d] — 1944 ҫулхи акан 13-мӗшӗ, Ташлык[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 2-мӗш Украина фрончӗн 5-мӗш гварди çарӗн 95-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 290-мӗш гварди стрелоксен полкӗн пулемётчикӗ, гварди хӗрлӗармеец, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (13.09.1944)[1][2][3].
Чысĕсем
1919 ҫулта Украина Социализмлӑ Совет Республикин Херсон кӗпӗрнин Александров уесӗнчи Сентово ялӗнче (халӗ Украинӑри Кировоград облаҫӗнчи Александровски районӗнчи Родниковка ялӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Украин. Партире тӑман. Вӗренӳ — пуҫламӑш. Вӑрҫӑччен Кировоградри «Красная Звезда» заводра токарь пулса ӗҫленӗ.
Кировограда нимӗҫсен фашистла захватчикӗсенчен хӑтарнӑ хыҫҫӑн А. А. Антонова Рабочи-хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн ретне илнӗ. 1944 ҫулхъи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 2-мӗш Украина фрончӗн 5-мӗш гварди çарӗн 95-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 290-мӗш гварди стрелоксен полкӗн пулемётчикӗ пулса ҫапӑҫнӑ. Сылтӑм ҫыран Украинӑшӑн пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Уман-Ботошанск операцинче уйрӑмах палӑрнӑ.
1944 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче гварди хӗрлӗармеецӗ А. А. Антонов хӑйӗн пулемёчӗпе Украина ССРӗнчи Николаев облаҫӗнчи Первомайски районӗнчи Чаусово ялӗ патӗнче чи малтан Кӑнтӑр Буг урлӑ каҫнӑ, позици йышӑннӑ, пирӗн ҫарсене каҫарма чаракан тӑшманӑн контратакине сирсе янӑ. Ҫапӑҫура 8 нимӗҫ салтакне тӗп тунӑ. Дивизири малта пыракан чаҫсем хӑвӑрт наступлени туса пырса, Днестр шывӗ хӗррине тухнӑ. 1944 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче ҫӗрле сакӑр доброволец, С. В. Целых гварди капитанӗ ертсе пыракан ушкӑнра гварди красноармеецӗ А. А. Антонов та пулнӑ, Ташлык ялӗ патӗнче Днестр урлӑ каҫнӑ. Каҫӑ вӑхӑтӗнче Антон Антонович десант киммин сӑмси ҫинче пулнӑ, пулемётран персе тӑшманӑн перекен тӗлӗсене пусарнӑ. Ушкӑн юханшывӑн сылтӑм енне каҫнӑ, анчах А. А. Антонов пулемётчик паттӑрла вилнӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Антонов Антон Антонович гварди хӗрлӗармееца Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Молдави Республикинчи Ташлык салинче совет воинӗсен тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (13.09.1944, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (13.09.1944).
Астӑвӑм
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн А. А. Антоновӑн бюстне Приднестровье Молдави Республикинчи Ташлык салинче вырнаҫтарнӑ.
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ А. А. Антонов ячӗпе Ташлӑк ялӗнчи шкул хисепленет.
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ А. А. Антонов ятне Кировоград хулинчи урама панӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Антонов Антон Антонович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Антонов Антон Антонович.
- ^ Антонов Антон Антонович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.