Антонов Василий Дмитриевич
Антонов Василий Дмитриевич — (1924, Полевые Локотцы[d], Измалково районӗ[d] — 1943 ҫулхи раштав уйӑхӗ, Фастовский район[d], Киев облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Воронеж фрончӗн 38-мӗш çарӗн 180-мӗш стрелоксен дивизийӗн 86-мӗш стрелоксен полкӗн пулемёт ротин отделени командирӗ, аслă сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.10.1943)[1][2][3].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1924 ҫулта Тула кӗпӗрнин Ефрем уесӗнчи Хирти Локотцы ялӗнче (халӗ Раҫҫей Федерацин Липецк облаҫӗн Измалково районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вӗренӳ — вӑтам. Шкултан вӗренсе тухсан колхозра счетовод пулса ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫар ретне Орёл облаҫӗн Волынь районӗн военкомачӗ 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тӑратнӑ. Кӗҫӗн командирсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, пулемётчик ҫар специальноҫне алла илнӗ. 3-мӗш танк ҫарӗн 180-мӗш стрелоксен дивизин 86-мӗш стрелоксен полкӗн пулемёт ротин отделени командирӗ Антонов Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин фронтӗнче 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчен. Острогож-Россошь операцийӗнче Россошь патенче пӗрремӗш хут ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Хӑйӗн подразделенийӗ шутӗнче Россошь хулине ирӗке кӑларнӑ. 1943 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Харьков операцинче пуҫлансан 180-мӗш стрелоксен дивизине 69-мӗш ҫара панӑ, Харькова ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Харьков патӗнчи нимӗҫ контрударне пула дивизи Сума облаҫӗн Сума районне чакнӑ, унта 38-мӗш ҫар йышӗнче позицие 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен тытса тӑнӑ. Антонов сержант Курск ҫапӑҫӑвӗнче, Белгород-Харьков операцине хутшӑннӑ, Днепр леш енчи ҫапӑҫура уйрӑмах палӑрнӑ.
Сумы-Краснокутск участокӗнчи нимӗҫсен хӳтӗлевне татса, Воронеж фрончӗн ҫарӗсем Днепр еннелле ыткӑннӑ. Наступлени вӑхӑтӗнче В. Д. Антонов хӗсметре тӑнӑ пулемёт роти хӑйӗн батальонне малалла кайма пулӑшнӑ. 1943-мӗш ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗнче Олейники ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура Антонов сержант стрелоксен чаҫӗсем наступлени тума чӑрмантаракан тӑшман вут-хӗм тӗлне хӑйӗн пулемётӗнчен вут-ҫулӑмпа пусарнӑ та, чи малтан яла ҫӗмӗрсе кӗрсе, каялла чакакан тӑшмана тапӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах нимӗҫсен 30 салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ. Ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Василий Дмитриевича «Хӑюлӑхшӑн» медальпе чысланӑ, часах ӑна аслӑ сержант званине панӑ. Михайловка ялӗ патӗнче 82-мӗш стрелоксен полкӗн 1-мӗш стрелоксен батальонне тӑшман дзочӗ малалла кайма чарнӑ. Василий Дмитриевич хӑйӗн боецӗсемпе ҫӗрле нимӗҫсен позицийӗсем патне ҫывхарма пултарнӑ, дзота пеме чарса унти нимӗҫ салтакӗсене пӗтернӗ. Ҫавна пула батальон тӑшман хирӗҫ тӑнине ҫапса хуҫнӑ та Михайловкӑна ирӗке кӑларнӑ. Хӑвӑрт чакакан нимӗҫ ҫарӗсене хӑваласа Воронеж фрончӗн 38-мӗш ҫарӗн малти пайӗсем 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Днепр юханшывӗ патне тухнӑ. 1943 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче ҫӗрле малтисен шутӗнче Днепр урлӑ В. Д. Антонов аслӑ сержантӑн отделенийӗ те каҫнӑ. Старые Петровцы ялӗ патӗнчи плацдармра ҫирӗпленсе, отделени хӑйӗн батальонӗн каҫҫине пулемёт вучӗпе хупланӑ. Днепр урлӑ каҫсан, 1-мӗш стрелоксен батальонӗ, шыври чӑрмава ҫӗнтерсе, юханшывӑн тепӗр енчи ҫыранӗнче пуҫ пулса тӑракан тӳпем вырӑна туртса илме ӗмӗтленсе, Старик юханшыв патнелле хӑвӑрт кайма пуҫланӑ, анчах ӑна нимӗҫсен пулемёчӗн татти-сыпписӗр вучӗ чарса тӑратнӑ. Антонов аслӑ сержант ӑна тӗп тума сӑмах панӑ. Гранатӑсемпе хӗҫпӑшаллансан, вӑл тӑшманӑн вут точкинчен пӑрӑнса иртме пултарнӑ, вара, граната ывӑтса тӑшман пулемётне тата перекенӗсене тӗп тунӑ. Атакӑна ҫӗнӗрен тапратса, батальон шыв урлӑ та хӑвӑрт каҫнӑ. Чи малтан ҫӳллӗшне аслӑ сержант Антонов отделенийӗ хӑпарнӑ. Хаяр ҫапӑҫура Василий Дмитриевич хӑйӗн боецӗсемпе тӑшманӑн вӑтӑр салтакпа офицерне ытла тӗп тунӑ.
Днепр юханшывӗ урлӑ каҫассине йӗркеленӗшӗн, Днепр юханшывӗн анӑҫ ҫыранӗнче плацдарма ҫирӗп ҫирӗплетнӗшӗн тата ҫав вӑхӑтрах паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Антонов Василий Дмитриевич аслӑ сержанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
38-мӗш ҫарӑн чаҫӗсем Лютежский ятне илнӗ плацдарма ҫирӗп тытса тӑни Киев хулине ирӗке кӑларас ӗҫре тӗп вырӑн йышӑннӑ. Малашне хӑйӗн подразделенийӗн йышӗнче Василий Дмитриевич Украинӑн тӗп хулине ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Хӗрлӗ Ҫар ҫарӗсене Днепр леш енне каялла ывӑтма тӑрӑшса, 1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нимӗҫ ҫарӗсем Киев ҫывӑхӗнче контрнаступление куҫнӑ. Житомир — Фастов чиккисене хӳтӗлекен 38-мӗш ҫар подразделенийӗн Киев хӳтӗлев операцийӗ пынӑ май йывӑр ҫухатусем тӳснӗ. Ҫак ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче В. Д. Антонов хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.10.1943, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (29.10.1943);
- «Хӑюлӑхшӑн» медаль (09.09.1943).
Астӑвӑм
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн В. Д. Антоновӑн палӑкне Липецк облаҫӗнчи Хирти Локотцы ялӗнче вырнаҫтарнӑ.
- 2016 ҫулта Федерацин ҫар мемориал ҫӑви ҫине кенотаф вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Антонов Василий Дмитриевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Антонов Василий Дмитриевич.
- ^ Антонов Василий Дмитриевич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.